19 июня 2013 г.
«Мураты» хуçалăх ертÿçи Геннадий Спиридонов тата унăн çумĕ Юрий Спиридонов, Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев, Стас Владимиров юрăç тăрăшнипе Çăкаллă Явăшра ял кунĕ иртрĕ.
Уява хăйсен юрри-ташшипе Мăн Явăшри вăтам шкулта вĕренекенсем пуçларĕç. Çак ялтах çуралса ÿснĕ, Мăн Явăш шкулĕнче нумай çул ĕçленĕ учитель Мария Яковлева Çăкаллă Явăш пуçланса кайни, унти çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕршыв пурнăçĕнчен юлман ял çыннисем. Акă Емельян Кузьмин Çĕрпÿри Курбатов хуçапа çыхăну тытнă. Степан Пеньковпа Марк Денисов çăм таптармалли машина, кĕрпе арманĕ тытнă, Мĕкĕте ятлă хресчен лавпа çÿренĕ, унăн ывăлĕсем вара Николайпа Петр Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, пачăшкăра ĕçленĕ.
Григорий Никитин, Ишекри шкула вĕренсе пĕтернĕскер, 1893 çулта Мăн Явăшра чиркÿпе прихут шкулне, Фока Васильев Уйкас Явăшри шкула уçнă.
1930 çулта коллективизаци пуçлансан Мăн Чулкаç, Яхунккă, Элмен, Сăкăт çыннисем хăйсен çĕрĕсем çине куçса килнĕ.
1932 çулта «Синьял» колхоз йĕркеленнĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ Алексей Ершов пулнă, пĕрремĕш бригадирĕ – Кузьма Федоров. Нумай çул колхоз ертÿçинче Тимофей Федоров, Михаил Петров ĕçленĕ. Михаил Петров тăрăшнă çулсенче ял сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă. Пурăнмалли çуртсем, выльăх-чĕрлĕх витисем, клуб, фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленнĕ.
Мăн асаттесемпе кукаçисем уçнă çĕрсем паянхи кун ахаль выртмаççĕ. Геннадипе Юрий Спиридоновсем тăрăшнипе «Мураты» ял хуçалăх ĕçченĕсем вăйлă тыр-пул, пысăк тухăçлă çĕр улми туса илеççĕ.
Савăнăçлă уявра ял çыннисене Вăрнар район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Шумилов, Мăн Явăш ял тăрăхĕн ертÿçи Андрей Васильев, «Мураты» хуçалăх председателĕ Геннадий Спиридонов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Стас Владимиров саламларĕç. Çăкаллă Явăш тĕрлĕ сферăра ĕçлекен хастар ывăлĕ-хĕрĕсемпе мăнаçланма пултарать.
Паянхи кун ялта хисепе тивĕçлĕ çынсем нумай. Ят-сум çĕнсе илнисем парнесемпе грамотăсене тивĕçрĕç. Акă Александрăпа Василий Владимировсем 59 çул шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. 5 ача ÿстернĕ вĕсем. Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнаççĕ Раисăпа Леонид Маковсем. Леонид Николаевич ăсталанă нумай кăмакара паянхи кун та тутлă кукăль пиçет. 50 çул çитрĕ Анастасийăпа Юрий Гордеевсем пĕрлешни. Тирпейлĕхе, ĕçченлĕхе вĕрентеççĕ пире Аннăпа Геннадий, Раисăпа Феофан Порфирьевсем. Ялта хисепе тивĕçлĕ çемьесем татах та пур.
Арçыннăн пÿрт лартмалла, йывăç ÿстермелле тата ывăл çитĕнтермелле. Хĕр арăмăн çемье ăшшине упракан пулмалла. Çак сăмахсене чăннипех те тÿрре кăлараççĕ Иринăпа Юрий Прокопьевсем. Вĕсем çавăрнă кил-çуртра тасалăх, тирпейлĕх хуçаланать, чечекĕсем куçа илĕртеççĕ. «Тĕслĕх кăтартакан çурт» тесе йышăнчĕç пĕр шухăшлăн уява пуçтарăннисем Прокопьевсен пÿрчĕ пирки.
Уява малалла Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем – Ольга Прокопьева, Ирина Музыкантова, Александр Ильин, Стас Владимиров – тăсрĕç.
Тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Волейболла, футболла вылярĕç, кире пуканĕ йăтассипе ăмăртрĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, паллах, малта пулчĕç. Вĕсем – Леонид Федоров, Иван Петров.
Сĕм çĕрлеччен кĕрлерĕ, шавларĕ уяв лапамĕ...
М.ЯКОВЛЕВА