19 июня 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 13–14-мĕшĕсенче Элĕк районĕнчи «Новый путь» кооперативра ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕсем иртнĕ. Ăмăртусене районтан Алевтина Тарасова («Янгорчино»), Ольга Козлова («Броневик»), Галина Росадина («Кольцовка») хутшăннă.
Алевтина Тарасова ĕçри ăсталăха çÿллĕ шайра кăтартнă, ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов дипломпа тата хаклă парнепе чысланă. Алевтина Михайловна кăçал республикăра иртнĕ хĕллехи ял спорт вăййисене те хутшăннă, пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ. Калас пулать, пĕлтĕр «Янгорчино» кооперативран тÿрех иккĕн – Светлана Григорьева, Надежда Сергеева – ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕсенче çĕнтернĕччĕ.
– Çĕрпел хĕрĕсем «Янгорчино» хуçалăх, район ят-сумне çÿле çĕклеççĕ, агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хываççĕ, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов.
Маттур ĕçченсем пуртан «Янгорчино» кооператив сулмаклă утăмсемпе аталанать, ÿсен-тăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче курăмлă ĕçлет. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 306 пуç ĕне тытаççĕ. Çулталăк вĕçне хушка пуçсен хисепне 350 пуçа çитерме палăртнă. Кооператив куллен 5035 килограмм сĕт сутать. Продукцие 13–14 тенкĕпе вырнаçтараççĕ. Кассăна кунсерен вăтамран 65 пин тенкĕ ытла укçа пырса кĕрет.
Е.ПОРФИРЬЕВА