Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕç – халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси

17 июня 2013 г.

Сывлăх хуралĕнче тăракансем пирки – «иккĕмĕш пурнăç» парнелекенсем теççĕ.
Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕпе Николай
Антонович Тинюковпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Николай Антонович, сире кăçалхи нарăс уйăхĕнче Вăрнар район тĕп больницин
тĕп врачне çирĕплетрĕç. Ертÿçĕ пулнă май мĕнле тĕллевсене пурнăçлассине мала
хуратăр;

– Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ теççĕ. Район тĕп больницинче медицина
ĕçченĕсем çитмеççĕ-ха. Акă паян тесен паян 15 врач валли ĕç вырăнĕ пур.
Пĕтĕмĕшле врач практикин тухтăрĕ çукран Уйкас Кипекре çемье офисĕ уçма
тăхтатпăр. Фельдшерсем çитменнине те палăртмалла. Ял тухтăрĕсем Шĕнер Ишекре,
Рункăра, Кив Сăрьелте кирлĕ. Медицина ĕçченĕсенчен ытларахăшĕ пенси çулĕ еннелле
çывхарса пырать. Акă врачсен вăтам ÿсĕмĕ – 51 çул. Сăмах çук, вĕсен опычĕ пуян,
ĕçре чунне парса тăрăшаççĕ. Çапах та малашлăх пирки шутламаллах. Кадрсен ыйтăвне
татса парассипе çине тăрсах ĕçлемелле. Аслă пĕлÿ илнĕ тухтăрсем яллă тăрăха
сахалрах килни вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та патшалăх шайĕнче те сиплев
учрежденийĕсенче çамрăк кадрсене çирĕплетес тесе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. «Земство
тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕ 35 çула çитмен врачсене яла ĕçлеме кайнăшăн пĕрер
миллион тенкĕ параççĕ. Тивĕçнĕ укçа-тенкĕпе вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене
татса пама пултараççĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа пĕлтĕр района 5 врач ĕçлеме
килнĕ. Ку, паллах, сахал. Вăрнар хула евĕрлĕ поселок шутланнăран район тĕп
больницинче ĕçлекен врач çак программăна пурнăçлама хутшăнайманни те чăрмав
кÿрет. Район тĕп больницин администрацийĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи
медицина факультечĕпе çыхăну тытма тăрăшать. Кăçал вĕренсе тухакан çамрăк
врачсем район тĕп больницине килессе шанатăп.

Тепĕр пысăк тĕллев вăл – стационарта, поликлиникăра, фельдшерпа акушер
пункчĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пурнăçласси. Иртнĕ эрнере район тĕп больницинче
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш ен Министрсен
Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид
Николаев пулчĕç. Вĕсем чи юхăнса кайнă станционар уйрăмĕсене çитсе курчĕç,
пулăшма шантарчĕç. Юсав ĕçĕсем пурнăçлас тĕлĕшпе проектпа смета докуменчĕсем
хатĕрлеме тытăнтăмăр ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра инфекци уйрăмне тĕпрен юсассипе
тăрăшатпăр. Çак уйрăм инфекци ернĕ çынсене йышăнмалли районсем хушшинчи центр
пулĕ. Кăçал тата ЧР Пуçлăхĕн ял халăхне пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине
лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен калакан хушăвне пурнăçласа Кÿлхĕрринче
модульлĕ çĕнĕ медпункт тума пуçланă. Ăна кĕркунне уçĕç. Сывлăх сферинче
тăрăшакансене ĕçлеме лайăх условисем туса памалла. Пациентсене хăтлă сиплев
учрежденийĕсене килме кăмăллăрах пулĕ. Тата тепĕр ĕç пурнăçласшăн – район тĕп
больници территорине тирпей-илем кĕртесшĕн. Армак-чармак йывăçсене касрăмăр, ку
вырăнта клумбăсем чĕртме палăртатпăр. Медицина ĕçченĕсен те, пациентсен те,
иртсе çÿрекенсен те кăмăлĕ çĕклентĕр.

– Шалу лайăх тÿлени ĕçлеме хавхалантарать. Вăрнар район тĕп больницинче вăй
хуракансене ĕç укçи тивĕçлĕ тÿлеççĕ-и;

– Сăмах çук, тивĕçлĕ шалу çынна ĕçлеме хавхалантарать. Район тĕп больницинче
тимлекенсен шалăвне çулленех ÿстерсе пыраççĕ. Хальлĕхе врачсен вăтам ĕç укçи –
21 пин тенкĕ, вăтам сыпăкри медицина персоналĕн – 12 пин тенкĕ. Санитаркăсен
малтан шалу 4600 тенкĕ анчах пулнă пулсан, кăçалтан – 8 пин тенкĕ ытла.

– Больницăн пурлăхпа техника бази мĕнле шайра;

– «Сывлăх» наци проектне, сывлăх сыхлавĕн ĕçне модернизацилес программăна
пурнăçа кĕртме хутшăнса Вăрнар район тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕ
паракан станцин автопаркĕ çĕнелнĕ, кабинетсем тĕрлĕ оборудованипе пуянланнă, çав
шутран – çĕнĕ йышши рентгенографи аппарачĕ, маммограф. Хăватлă оборудование пула
чир-чĕре вăхăтра тупса палăртасси ÿсрĕ. Паллах, пахалăхлă медицина оборудованийĕ
район тĕп больницине тата кирлĕ.

Çакна та каласа хăвармалла: хальхи технологи ĕмĕрĕнче кашни медицина ĕçченĕн
компьютер пулсан тем пекехчĕ.

– Районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Ача çуратмалли çурта
каялла уçма пулмасть-и;

– Вăрнар енче кăçалхи 5 уйăхра 172 ача çуралнă, пĕлтĕр çак тапхăрта – 143
пепке. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни яр уççăнах курăнать темелле. Çапах
та çакна асра тытмалла. Шупашкарти перинаталь тата районсем хушшинчи центрсенче
хĕрарăмсене акушерпа гинекологи пулăшăвĕпе пахалăхлăрах тивĕçтерме майсем пур.
Оборудовани – çĕнĕ йышши, неонатолог, акушер-гинеколог, педиатр талăкĕпех
дежурствăра тăраççĕ, тин çуралнă ачасен реанимаци уйрăмĕ пур. Çавăнпа та ача
çуратма перинаталь тата районсем хушшинчи центрсенех каймалла. Паллах,
хĕрарăмсен консультацийĕн акушер-гинекологĕсем çире пур хĕрарăмсен сывлăхне
вырăнтах тĕрĕслесе тăраççĕ.

– Професси уявĕ ячĕпе ĕçтешĕрсене мĕн сунатăр;

– Çынсене сыватасси – пархатарлă тивĕç. Медицина ĕçченĕсем этем пурнăçне
çăлса хăварассишĕн мĕнпур вăйран тăрăшаççĕ. Малалла та Гиппократ тупине асра
тытса ĕçлемелле пултăр. Професси уявĕ ячĕпе саламласа ĕçтешсене юман пек çирĕп
сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп.
Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлантăр.

Е.ПОРФИРЬЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика