17 июня 2013 г.
«Вăрнар район тĕп больници» бюджет учрежденийĕн тытăмĕнче – поликлиника,
стационар, Калининăри участок больници, пĕтĕмĕшле врач практикин 9 уйрăмĕ, 41
медпункт. Вĕсенче 66 врач, вăтам сыпăкри 253 медперсонал, 126 кĕçĕн персонал вăй
хурать. Хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.
Уява савăнăçлă лару-тăрура район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков
уçрĕ. Вăл медицинăра вăй хуракансен ĕçĕ йывăр, анчах сăваплă пулнине палăртрĕ.
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕсен – Нина Курманинан, Валериян Ананьевăн,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсен – Михаил Калачевăн, Ильзита Иванован,
Галина Михайлован, Владимир Красновăн, Петр Михайловăн ырă тĕслĕхĕ районти тĕп
больницăра тăрăшакансене ĕçлеме хавхалантарнине çирĕплетрĕ. Николай Антонович
ĕçтешĕсене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн Алла
Самойлован саламлă çырăвне те вуласа пачĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев сăмах илнĕ май шур халатлисем
кирек хăш вăхăтра – ир-ирех е сĕм çĕрле – чирлисене медицина пулăшăвĕпе
тивĕçтернине каларĕ. Çынсен пурнăçне çăлассишĕн мĕн пур вăйран тăрăшакансене
хăйсене те çирĕп сывлăх сунчĕ.
Професси ăсталăхне туптани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă нумаях пулмасть район тĕп
больницин васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан бригада (Калерия Корнилова врач,
Владимир Спиридонов фельдшер, Дмитрий Арсентьев водитель) республика конкурсне
хутшăннă, «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» номинацире мала тухнă, диплома тата хаклă
парнене тивĕçнĕ.
Ĕçне кура мухтавĕ. Тăрăшуллисем, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимлекеннисем яланах
чыс-хисепе тивĕçеççĕ. Михаил Николаев врач-хирурга, Ирина Носова педиатра, тĕп
врач заместительне Эльвира Кирилловăна, хирурги уйрăмĕн медсестрине Светлана
Илларионовăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин
Хисеп грамотипе, Александр Яковлев уролога, çемье офисĕн тухтăрне Елена
Александровăна, кадрсем енĕпе тимлекен Ольга Шурбаковăна, медицина статистне
Татьяна Леонтьевăна çак министерствăн Тавĕпе чысларĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине 10-ăн, район тĕп больницин тĕп
врачĕн Хисеп грамотипе Тавне 65-ĕн илме тивĕçрĕç.
Район тĕп больницинче ирттернĕ «чи лайăх стационар уйрăмĕ», «чи лайăх çемье
офисĕ», «чи лайăх медпункт», «поликлиникăри чи лайăх кабинет», «чи лайăх
процедура сестри» конкурссене те пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсем Дипломсемпе парнесене
тивĕçрĕç.
Е.ПОРФИРЬЕВА