11 июня 2013 г.
Тăлăхсем тата нумай ачаллă çемьесем валли çурт-йĕр хăпартассипе çыхăннă
ыйтусене Вăрнар район прокуратури пĕрмаях асăрхавра тытать. Ку сферăри
саккунсене мĕнле пурнăçланине палăртма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен
представителĕсемпе пĕрле тăтăшах тĕрĕслевсем ирттеретпĕр.
Черетлĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче акă çитменлĕхсем тупăннă. Вĕсем ку ушкăнри
граждансем валли çурт-йĕр тума подряд организацине явăçтарнă чух йĕркене туллин
пăхăнманнипе, çурт-йĕр строительствине вĕçлесе хута ямалли вăхăта пăснипе
çыхăннă.
Палăртнă тăрăх, поселокри Горький урамĕнчи 7-мĕш тата Владимирски урамри
13-мĕш çуртсен строительствине пĕлтĕрхи ноябрь – декабрь уйăхĕсенчех вĕçлемелле
пулнă пулин те объектсене хута яман.
Ку çуртсене хăпартма аукцион кăтартăвĕсем тăрăх, «Кровля» обществăпа килĕшÿ
тунă. Торги ирттернĕ май поселени администрацийĕ патшалăх тата муниципаллă
заказсене вырнаçтарассипе саккуна пăснă: аукциона хутшăнма заявкăсем памалли
вăхăта чакарнă.
Район прокурорĕн йышăнăвĕпе Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕн
заместительне А.Старовойта административлă явап тыттарнă, 50 пин тенкĕ штраф
хунă.
Çавăн пекех, РФ Бюджет кодексне тата муниципаллă контрактсем çинчен йышăнăва
пăхăнмасăр, Вăрнар хула поселенийĕн бюджетĕнчен «Кровля» обществăна вĕçлемен
ĕçшĕн тÿлесе татнă. Çав вăхăтрах администраци, контракт тапхăрĕ иртсе кайнине
пĕлсе тăрсах, «Кровля» обществăран строительствăна тăсса янă пирки укçа-тенкĕ
шыраса илессипе нимле мерăсем те йышăнман, претензи çырăвĕсем кăна янă.
Тупса палăртнă çитменлĕхсем тĕлĕшпе район прокуратури Вăрнар хула поселенийĕн
администрацийĕ ячĕпе представлени тăратнă. Ăна пăхса тухнă хыççăн должноçри виçĕ
çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
Паянхи куна пĕр объекта хута янă, тепринче строительство ĕçĕсем халĕ те
пыраççĕ.
И.МИФТАХУТДИНОВ