Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вĕçленчĕ пур уйра – савăнар Акатуйра

11 июня 2013 г.

Кăçал Ĕçпе Юрă тата Спорт уявне вăрнарсемпе Украинăри Черкассы облаçĕнчи
Золотоноша районĕнче пурăнакансем туслă çыхăну тытма пуçланăранпа 50 çул çитнине
халалларĕç

Аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ. Мăн асаттесен йăлине асра тытса çулленех çур
аки вĕçленсен Акатуйра савăнаççĕ, ĕç хастарĕсене чыслаççĕ. Районта уяв иртнĕ
шăмат кун пулчĕ.

Çак кун «Химик» стадион еннелле утакансене ытларах та ытларах курма тиврĕ.
Пурте Акатуя васкарĕç. Иртен-çÿренсем те аякранах илтĕнекен савăк юрă-кĕвĕ,
тутлă шашлăк, шÿрпе шăрши тыткăнне лекмесĕр пултараймарĕç курăнать. «Вăрнарсен
Акатуйне курмасăр каяс мар-ха», – калаçрĕç Йĕпреç енчи хĕрарăмсем.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем йĕркеленĕ «Хăна çурчĕсем» патĕнчен те Акатуя
килнисем пăрăнма пĕлмерĕç. Чăваш халăхĕн авалхи уявĕсемпе, йăли-йĕркисемпе,
пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан театрализациленĕ мероприятие курса савăнчĕç.
«Хăна çурчĕсенче» Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова
та, депутатне Владимир Свешникова та, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн
Председательне Иван Моторина та, Украинăри Черкассы облаçĕнчи Золотоноша
районĕнчи делегацине те, район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева та
тараватлăн кĕтсе илчĕç. Сумлă хăнасене чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларĕç.

Акатуй – çĕр ĕçченĕн тĕп уявĕ. Кăçал районти аграрисем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, çурхи
тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 12484 гектар е пĕлтĕрхинчен 1800 гектар
ытларах акса хăварнă. Кукуруза лаптăкĕ – 1663 гектар, çĕр улми 968 гектар
лартнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уява уçнă май çĕр
ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине, йăх-несĕлĕмĕрсен ятне
яманнине çирĕплетрĕ. Леонид Григорьевич промышленность предприятийĕсем те
курăмлă тăрăшнине – ĕç кăтартăвне 30 процент ÿстернине – палăртрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Акатуй
çĕр-аннемĕре юратакансен, сĕтелсем çинчен çăкăр-тăвар ан татăлтăр тесе
ырми-канми вăй хуракансен уявĕ пулнине, вăрнарсем ырă тĕслĕх кăтартнине
çирĕплетрĕ, ĕç çыннисене çирĕп вăй-хал сунчĕ. «Август» фирма, Вăрнарти аш-какай
комбиначĕ, аграрлă организацисем аталану çулĕпе пынăшăн, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт
завочĕ пуçаруллă утăм тунăшăн – выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тăрăшма
тытăннăшăн – мăнаçланнине пĕлтерчĕ.

Вăрнарсене çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн
Председателĕ Иван Моторин Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламларĕ.

Професси тĕлĕшĕнчи чи маттуррисем яланах пысăк ят-сум çĕнсе илеççĕ. Вăрнарти
сортсем сăнакан участокăн заведующийĕ Валентина Егорова «РФ агропромышленность
комплексĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Мураты» кооператив ертÿçин çумĕ Юрий
Спиридонов «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Санары»
агрофирмăри Леонид Харитонов «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ»,
Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчи Александр Гусаков, Раив Замалиев «Чăваш
Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене, «Илем»
потребитель кооператив директорĕ Светлана Ильина РФ ял хуçалăх министерствин
Тавне, аш-какай комбинатĕнчи Владимир Антонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне
тивĕçрĕç.

Ĕç çынна мухтава кăларать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп
грамотипе, Тавĕпе Виталий Юркина, Валентина Спиридоновăна (Вăрнарти аш-какай
комбиначĕ), Александр Федорова («Мураты»), Василий Романова, Александр Васильева
(«Хорнзор»), Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Альбина
Семеновăпа Надежда Васюткинăна (аш-какай комбиначĕ), Леонид Федорова (Карл Маркс
ячĕллĕ), Николай Козлова («Агрохмель»), Александр Васильева (типĕтнĕ сĕт
завочĕ), Борис Федорова («Мураты»), Виталий Григорьева («Свет») чысларĕç.
Агропромышленность комплексне аталантарассипе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă
ветерансене те – Василий Романова, Александр Ильина, Людмила Пивене, Николай
Синицына – хисеп турĕç, парнесем пачĕç.

Пуçаруллă утăмсем тума хăраман çынсем пурри савăнтарать. Акă Чалăм Кăкшăмри
Алексей Лукин, Вăрманкасри Денис Харитонов, Тĕмпекри Людмила Дмитриева – «Фермер
ĕçне тытăнакан», Уйкас Кипекри Виталий Яковлев «Çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене
аталантарасси» республика конкурсĕсене хутшăнса çĕнтернĕ. Вĕсене гранта
тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем парса чысларĕç.

Украинăри Черкассы облаçĕнчи Золотоноша районĕн делегацине ертсе пыракан
Николай Собченко сцена çине тухсан куракансем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Николай
Георгиевич чăвашсене тăрăшуллă ĕçшĕн мухтарĕ, вăрнарсемпе золотоношăсем çур ĕмĕр
туслă çыхăну тытнин хăш-пĕр тапхăрĕсене аса илчĕ.

– 1963 çулта Раççейри ял хуçалăх куравĕнче Вăрнар енчи Хапăсри тата Украинăри
Черкассы облаçĕнчи Золотоноша районĕнчи Чапаев ячĕллĕ хуçалăхсен председателĕсем
Александр Горбуновпа Владимир Шаповал тĕл пулнă, малтанах çемьесемпе туслашма
калаçса татăлнă. Ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе хытă кăсăкланнăран пĕр-пĕрин
патне опыт пухма хуçалăхсене делегаципе килнĕ. Каярахпа туслăх тата вăйланса
пынă, икĕ район тачă çыхăну тытма пуçланă. Çапла вара вăрнарсемпе залотоношăсем
50 çул пĕрле... Çак тапхăрта пĕр-пĕрин патĕнче 400 делегат ытларах хăнара пулнă,
– терĕ Николай Георгиевич.

Украинăран килнĕ хăнасен йышĕнче çавăн пекех Чапаевка ялĕн пуçлăхĕ Владимир
Янчий, наука библиотекин директорĕ Григорий Голыш, «Струмак» СПК ертÿçи Сергей
Барвет, район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Примак пулчĕç. Хăнасем вăрнарсене
туслăха сăнлакан вымпел парса чысларĕç.

Ĕçпе Юрă тата Спорт уявĕпе вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертÿçи Владимир
Федоров та саламларĕ, агропромышленность комплексне аталантарассипе
тăрăшакансене Хисеп грамотисемпе, Тавсемпе чысларĕ. Вĕсем – район
администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов,
Вероника Смирнова (Карл Маркс ячĕллĕ), Вячеслав Ижелеев («Луч»), Алевтина
Тарасова («Янгорчино»)», Алевтина Куликова («Броневик»), Анатолий Мураткин
(Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕ), Валентин Павлов фермер тата ыттисем.

Вырăнти хăй тытăмлăхăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Аçăмçырми ял тăрăхĕн
пуçлăхĕ Олег Петров ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн грамотине, тăван ен
культурипе историне тĕпченĕшĕн, «Хорнзор Çармăс ялĕ» кĕнеке пичетлесе кăларнăшăн
«Хорнзор» кооператив ертÿçи Федор Кузьмин Чăваш халăх наукăпа искусствăсен
академийĕн грамотине тивĕçрĕç.

41 ĕçчене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç, укçан парне пачĕç.

Кĕр-р кĕрлерĕ Акатуй. Юрă-кĕвĕ, ташă çемми аякка саланчĕ. Тĕрлĕ аттракционсем
ĕçлерĕç. Ачасемпе пĕрле çитĕннисем те савăнчĕç. Спорт мероприятийĕсене
хутшăннисем ирĕклĕ майпа кĕрешрĕç, алă вăйне виçрĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, канат
туртрĕç, волейболла, футболла вылярĕç.

Е.ПОРФИРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика