Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемне туйма пулăшаççĕ

07 июня 2013 г.

Раççейри социаллă ĕçĕн историйĕ пуян. Чухăнсене пулăшас обществăлла практика
XIV–XV ĕмĕрсенчех вăй илнĕ, XVII ĕмĕрте чухăнсене тата чирлисене патшалăх енчен
пулăшас формăна аталантарнă. 1701 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче I Петĕр патша «Аслă
Патриарх богадельнине чухăнсене, чирлисене тата ватă çынсене вырнаçтарасси
çинчен» хушăвне кăларни патшалăхăн социаллă хÿтлĕх системине туса хума май панă.
Çак кун социаллă ĕçченĕн кунĕ пулса тăнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян республикăра халăха социаллă хÿтлĕх
парасси, инвалидсене, ветерансене, хÿтлĕх кирлĕ ытти çынсене пулăшасси
эффективлă ĕçленине палăртать.

Пирĕн районта ку енĕпе паян «Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр» патшалăх
учрежденийĕн районти пайĕ тата «Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Вăрнарти
центр» бюджет учрежденийĕ ĕçлеççĕ.

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Вăрнарти центр уйрăм ушкăнри çынсене
килти пулăшу парать тата пĕччен юлнă ватăсемпе инвалидсене вăхăтлăх пурăнмалли
кĕтеспе тивĕçтерет.

Хальхи вăхăтра социаллă тивĕçтерÿ пайĕ пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ 182
ватă çынна тата инвалида пăхса тăрать. Вĕсем çумне 152 социаллă ĕçчене
çирĕплетнĕ. Галина Лапшина, Наталия Архипова (Вăрнар), Валентина Иванова
(Санарпуç), Наталия Матвеева (Малти Ишек), Надежда Павлова (Чăрăшкас Мăрат),
ыттисем ырă ята тивĕç.

Çавалкасри ватăсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче 20-ĕн хÿтлĕх
тупнă. Кунта пенсионерсем валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Пĕлтĕр юсав ĕçĕсем
чылай ирттернĕ. Ватăсемшĕн ветерансен çурчĕн ертÿçи Ираида Мокшина, Татьяна
Михайлова, Галина Васильева, Ираида Владимирова, Людмила Данилова, Галина
Константинова социаллă ĕçченсем тăрăшса ĕçлеççĕ.

Социаллă тивĕçтерÿ пайне вара Людмила Валерьяновна Николаева ăнăçлă ертсе
пырать. Хăйĕн пурнăçне социаллă ĕçпе опытлă ертÿçĕ 1997 çултах çыхăнтарнă.
Хăйсен ĕçне чунтан парăннă пай ĕçченĕсем ячĕпе те ырă сăмахсем калас килет,
вĕсем – Марина Мирошниченко, Марина Александрова, Анастасия Иванова, Галина
Ручкова, Татьяна Денисова, Татьяна Данилова тата Алина Степанова.

Социаллă ĕçчен çав тери пархатарлă ĕç пурнăçлать: хÿтлĕхсĕр юлнă, сывлăх
енчен хавшанă çынсене пурнăç илемне туйма пулăшать.

И.СМОЛИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика