Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн уйĕ лайăхрах;

07 июня 2013 г.

Кăçал районти аграрисем çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 12484
гектар акса хăварнă, çав шутран 4426 гектарĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн
хушма хуçалăхĕн кăтартăвĕ. Предприятисен уйĕсене тĕрĕслекен-хаклакан комисси чи
малтан шăпах çак агрохолдинга çитрĕ.

Комбинатăн усă куракан çĕр лаптăкĕсем пысăк. Мачамăш ялĕ патĕнчи уй-хирĕ анлă
та сарлака. Кунта урпа, кукуруза пуссисем талккишпех сарăлса выртаççĕ. Ял
хуçалăх культурисем парка. Агрохолдинг панкрута тухнă предприятисен пушă
выртакан çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессине пысăк тимлĕх уйăрать. Акă «Правда»
хуçалăхăн хăш-пĕр çĕрĕсем ушах вырăнта пулсан та вĕсенче ял хуçалăх культурисем
акса-туса илеççĕ. Кĕр тыррисем 1354 гектар йышăнаççĕ, çав шутран тулă – 904,
ыраш 450 гектар. Ыраш шăркана ларнă ĕнтĕ. Николай Аливанов генеральнăй директор
каланă тăрăх, вырма ĕçĕсем утă уйăхĕн 20-мĕшĕсенче тытăнмалла.

Ытти хуçалăхсенчи ыраш та куçа илĕртет. Ахăртнех, тухăç лайăх пулмалла. Район
администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене
кĕрхи культурăсен лаптăкне пысăклатассипе тăрăшма каларĕ. Аграри
предприятийĕсенчи çурхисем те çăра, тикĕс шăтса тухнă. Ĕçченсем яваплăха туйса
тимлени витĕр курăнать.

«Санары» агрофирмăра нольлĕ технологие ĕçе кĕртнĕ. Пĕлтĕр клевер çапса илнĕ
лаптăкра кăçал сухаламасăр-сÿрелемесĕрех урпа акнă, гербицид сапса клевера
çитĕнтермеççĕ. Ĕçлĕ çул çÿревре пулнисем тырă пуссипе кăсăклансах паллашрĕç.
Хăш-пĕрисем çак лаптăкран тухăç илме пулĕ-ши тесе иккĕленчĕç. Тĕрĕссипе, тĕнчере
150 миллион гектар çинчи культурăсене нольлĕ технологипе усă курса çитĕнтереççĕ.
Капла пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ чакать, çунтармалли-сĕрмелли материалсем
перекетленеççĕ, тăпра пулăхĕ лайăхланать тесе çирĕплетеççĕ специалистсем.

Уйсене тĕрĕсленĕ чух вăрлăхсем норма ыйтнă пек акăнса шăтса тухнине, калчасен
пахалăхне, агротехникăна мĕнлерех пăхăннине, ÿсен-тăрансен чирĕпе, çум курăкпа
епле кĕрешнине тата ыттине шута илчĕç. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ял хуçалăх
культурисен пуссисем пĕтĕм ыйтăва тивĕçтерчĕç. Çак предприяти ĕçлĕ ăмăртура мала
тухрĕ. Çавăн пекех «Санары» агрофирмăн, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Юнтапа»,
«Луч», «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсен тата Алексей Игнатьевпа Валентин
Павлов фермерсен хуçалăхĕсен уйĕсене те лайăх хак пачĕç.

Е.ПОРФИРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика