Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çапăн та хакĕ пур …

05 июня 2013 г.

«Пуçтарнă çĕрте мар, çÿплемен вырăнта таса», – теççĕ халăхра. Ял тăрăхĕсен
территорийĕсем тирпейлĕ тата хăтлă пуласси çынсен культура шайĕнчен те нумай
килет çав. Ялсенче пурăнакансем ăпăр-тапăр унта та кунта пăрахнипе акса-лартма
юрăхлă çĕрсемех шар кураççĕ вĕт. Çакнашкал çитменлĕхсемпе Раççей Ял хуçалăх
надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче уйрăмах вирлĕн
кĕрешеççĕ. Усси пур, çапах та ĕçлемелли те тем чухлех.

Тĕрĕссипе, саккунсем тăрăх, çÿп-çапа ятарлă вырăна кайса тăкассине вырăнти
хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелесе тăмалла. Сăмах май, Чăваш Республикинче
ăпăр-тапăр пăрахмалли санкциленĕ 21 вырăн шутланать. Вĕсене хула-район
администрацийĕсем тата ытти тивĕçлĕ органсем пăхса тăраççĕ. Анчах йăлари хытă
каяшсене ятарлă вырăна çитерес ĕçе пур çĕрте те лайăх йĕркеленĕ теме васкар мар.
Пур, паллах, аван йĕркеленисем те е лару-тăрăва лайăхлатма тăрăшакансем.

Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова каланă тăрăх, Елчĕк
районĕнче çак тĕлĕшпе япăх мар ĕçлеççĕ. Лайăх енчен урăх тăрăха палăртма та
иккĕленмелле. Пур çĕрте те тенĕ пек инспекторсене хивре калаçу пуçарма сăлтав
тупăнать. Пурте асăрхаттарнине тимлесен тем пекехчĕ те çав. Çук вĕт, управлени
ĕçченĕсем пĕр тĕлех темиçе те çула тухаççĕ. Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхне
инспекторсем пĕр çухалса çÿремесĕр çитме пултараççĕ тĕр. Ара, çулталăк тăршшĕпе
миçе хутчен кайса килме тивмен-ха та. 2012 çул пуçламăшĕнчех управлени ĕçченĕсем
Турхан ялĕнчен инçех мар ăпăр-тапăр купине асăрханă. 0,53 гектар çинче мĕн кăна
куç тĕлне пулман пуль. Тĕрĕссипе, ку тавралăх 2013 çулта улшăннинче инспекторсем
иккĕленеççĕ те. Ара, санкциленмен çÿп-çап купине пуçтарма хушса икĕ хут
предписани парсан «лав вырăнтан та хускалман». Пĕрремĕш хутĕнче ял тăрăхĕн
администрацине лаптăка тасатма çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен вăхăт панă. Шел, вăй
çитереймен асăрхаттарăва пурнăçлама. Çакăншăн Патăрьел район миравай судйи
юридици вăйĕнчи çынна 10 пинлĕх штрафланă.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пуçтарса тирпейлеме 5 уйăх уйăрнă. Шел те, ку
хутĕнче те инспекторсене итлемен унта. Каллех административлă йĕркепе айăплама
тивнĕ.

Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕн пуçлăхне те постановление вăхăтра
пурнăçламаншăн административлă явап тыттармалла пулса тухнă: ăна та ăпăр-тапăр
купинчен хăтăлманшăн.

2012 çулта асăннă пай специалисчĕсем ял тăрăхĕсен тĕлĕшĕпе пĕтĕмпе 72
тĕрĕслев йĕркеленĕ. Элĕк районĕнче вара пĕр хуçалăха тĕрĕслеме кайнă та
типтерсĕрлĕх купи тĕлне пулнă, инспекторсем кăна çапла хăварма пултарайман,
паллах, – тĕпчев ирттернĕ. Мĕн тетĕр, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне явап
тыттарма тивнĕ.

Кунашкал йĕркесĕрлĕхсем район прокурорĕсене те вĕчĕрхентереççĕ. Вĕсем
управлени специалисчĕсене час-часах пĕрлехи тĕрĕслевсене чĕнеççĕ. Çавна май
пĕлтĕр 5 ял тăрăхĕн администрацине, должноçри 34 çынна яваплăх пирки аса
илтернĕ. Сăмахран, Канаш районĕнче - 7, Вăрмар районĕнче - 5, Вăрнар районĕнче 4
пуçлăха.

Палăртмалла, пĕлтĕр 116,1 пин гектара пăхса çаврăннă май саккунсене пăснă 29
тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

Инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пачах шута илмеççĕ теме çук. Пĕлтĕр, калăпăр,
çÿп-çап тăкнă 27 вырăна тасатнă. Çапах саккунлă предписанисене уяманни те тĕл
пулать. Управлени кун пек чух административлă ĕçсене суд органĕсене çитерет. Икĕ
тĕслĕхĕ пирки маларах çыртăмăр, Çĕрпÿ районĕнче те кунашкал йĕркесĕрлĕхпе
кĕрешме тивет. Кунта Вăрманкас Чурачăк ял тăрăхĕнче пулăхлă çĕре сая яраççĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварас килет. Чăннипе, çÿп-çап куписем асăннинчен
темиçе хут та нумайрах. Инспекторсем пур çĕре те çитеймен – çавă çеç. Анчах
кăçала палăртнă тĕрĕслевсен шучĕ те пĕчĕк мар. Эппин, паян-ыран сирĕн тăрăхалла
та çитĕç. Çÿп-çапшăнах пите хĕретес марччĕ те... «Çынра йăлтах – чун та, сăн та
илемлĕ пулмалла», – теççĕ халăхра. Хитре те илемлĕ çуртсемлĕ ялсем тавра вара
ыраш-тулăллă уйсем ешерччĕр.

Н. Васильева

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика