05 июня 2013 г.
Кашни çулах республикăра юнлă сив чирпе (геморрагическая лихорадка с почечным
синдромом) чирлекенсен хисепĕ ÿссе пырать.
Кăçалхи кăрлач – пуш уйăхĕсенче сив чирпе 27 çын чирленине регистрациленĕ. Ку
вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 1,2 хут ытларах. Инфекцие
кил-тĕрĕшре, пахча-дачăра ĕçлесе, пулăра, утарта, сунарта, вăрманта ертме
пулать.
Сив чире ертекенĕсем – шăшисем. Чирлĕ чĕрчунсем хăйсен каяшĕпе çимĕçе
вараласа инфекцие сарма пулăшаççĕ. Вируслă апат çын суранне е лăймака сийне
лекнипе сывлăха хавшатать. Çавăн пекех вăрманта ĕçленĕ е улăм турттарнă чух
вируслă тусана сывласан сив чирпе чирлеме пулать.
Сунарçăсем, туристсем, пулăçсем кăвайт чĕртме çапă пуçтарнă чух тата çĕр
каçма айсарăм вырăнне улăмпа усă курнă чух инфекци ертме пултараççĕ.
Сив чир кĕтмен-çĕртен пуçланать: çынна шăнтать, чĕтретет, ÿт температури
39–40 градус таран хăпарать, унăн пуçĕ ыратать, ăшĕ пăтранать, пилĕкĕ сурать.
Сив чир тапхăрĕ 5–7 куна тăсăлать. Куç хĕрелет, 3–4 кунтан кăкăрпа çурăм çине
вĕтĕ шатрасем тухаççĕ. Шăк сахалтарах тата юнлă тухма тытăнать. Васкавлăн
больницăна каймасан çын ĕмĕрлĕхе куçне хупма пултарать.
Сив чир ан ертĕр тесен мĕн тумалла-ха; Кил-çуртра, хуралтăсенче шăшисем ан
пулччăр. Вăрманта çĕр каçмалли вырăна тĕрĕс суйламалла. Шăшисем çăра мар курăк
хушшинче тата хăрăк турат пăрахман лаптăкра сахал. Айсарăм вырăнне кивĕ улăма ан
усă курăр. Çапă пуçтарнă чух тусан ан çĕклĕр. Апат-çимĕçе хупăнакан савăтра
тытăр.
Апат çийиччен алла супăньпе лайăх çăвăр. Дачăсенчи çуртсенче шывпа тасатăр.
Улăм, йывăç турттарнă тата сунарçăсен, строительсен çурчĕсемпе дачăри
хуралтăсенче тасатнă чух сывлав çулĕсене ваттăпа марля çыххипе е респираторпа
хÿтĕлемелле.
А.ДЬЯЧКОВ