Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулмалла

05 июня 2013 г.

Выльăх-чĕрлĕх – симĕс курăк çинче. Çавăнпа та ешĕл апатпа выльăх ăшне паразит
та лекме пултарать.

Çип çĕлен (диктиокаулез) – тăршшĕ 20 миллиметртан пуçласа 150 мм таран. Çак
паразит выльăх бронхинче тата тип пырĕнче пурăнать. Выльăх симĕс курăк çинче
10–15 кун çÿренĕ хыççăн çак паразитпа чирлет. Çавăнпа та çийĕнчех эмел
çитермелле, унсăрăн пневмони аталанĕ. Сăнанă тăрăх, ÿслĕк пулать, сăмса юхать,
кĕскен сывлаççĕ, сывлăш питĕрĕнсе ларать.

Лаптак хурт (мониезиоз) – 8–10 мм тăршшĕ, çинçе пыршăлăхра пурăнать. Улăхра
25–30 кун çÿренĕ хыççăн чирлени палăрать. Выльăх кĕтÿре кая юлнипе, чĕкĕрнипе,
тăтăшах выртнипе, начарланнипе палăрса тăрать. Пĕчĕк путексене çак чиртен 3
хутчен эмел çитермелле. Çитĕнсе çитнĕ выльăхсене тата çамрăк пăрусене – икĕ
хутчен.

Çак чирсемпе выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр тесен кĕтĕве шурлăхлă вырăнта пăхма
юрамасть. Кĕтÿ çÿрекен лаптăксене улăштарсах тăмалла. Килти хушма хуçалăхри
выльăхсене чире ярас мар тесен вырăнти ветеринари ĕçченĕсенчен вăхăтра пулăшу
ыйтмалла. Вĕсем медикаментсемпе мĕнле усă курмаллине хаваспах ăнлантарса
пулăшĕç.

А.ЯЗЫКОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика