05 июня 2013 г.
Тĕкĕ-пружина çинчисем влаçа халь тар-тăвар тутине пач астивеймесĕр, хăйсем те
сисмесле тенĕ пек кăпăрт! хăпарса лараççĕ. Патшалăх деятельне çитиччен чăвашăн
ак еплерех çулпа тухма тивнĕ. Ялти грамота шкулĕпе чиркÿ прихут класĕнче
ăшталаннă. Почта кантурĕнче сĕркеленсе çĕтĕлнĕ. Трактирте урай çуса хăшкăлнă.
Мăнастир дачинче вăхăтне уямасăр тарланă. Архиепископ чиркĕвĕнче хор ертÿçи
(регент) шучĕпе юрланă. Лаша заводĕнче кантур çыруçи пулнă... Патша çарĕн
ратникĕ... Пăрахут обществин конторщикĕ... Хусан дружинин писарĕ... Çитĕ-ха,
малалла кăмăлне кура килĕштернĕ ĕçне-хĕлне асăнам: «Хыпар» хаçат сотрудникĕ,
«Канаш» хаçат кантурĕн пуçлăхĕ, Наркомнацăн чăваш уйрăмĕн казначейĕ, РКП(б)
губкомĕн чăваш секцийĕн секретарĕ, Наркомнацри ытти тĕрлĕ должноçсем...
Пĕтĕмпе каласа тухаймăн – тем тĕрлĕ ĕç те тиенĕ ун çине 1920 çулхи июнĕн
24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунă хыççăн, мĕншĕн тесен йĕркелÿ ĕçне
вăл хăй хастар хутшăннă. 1920–1927 çулсенче 6 хутчен РКП(б)–ВКП(б) Чăваш область
комитечĕн членĕ: 5 хутчен облĕçтăвком членĕ, çав вăхăтрах – Наркомнацăн Чăваш
уйрăмĕн председателĕн заместителĕ, мандатлă Политкомиссар, Дисциплинарлă суд
членĕ, облаçри чрезвычайлă комисси следователĕ, Раççей телеграф агентствин чăваш
уйрăмĕн пуçлăхĕ, РОСТА корреспонденчĕ, «Известия» («Чувашский край») хаçат
редакторĕ, Чăвашгосиздат заведующийĕ, «Канаш» хаçат редакторĕ, Чăвашглавлит
начальникĕ... Ку ретпе те должноçĕсене йĕркипе-пĕтĕмпе каламарăм.
Вулакан асăрхарĕ паллах: Лява Платунĕ – Платон Захарович Львов пирки сăмах
пырать. Мĕн чухлĕ асăнмалăх ĕç тума пултарнă 45 çулĕ хушшинче! Çав 45-мĕш
çулĕнче арестлесе кĕçех тĕп туман пулсан;.. Унччен 15 çул хушши туберкулезпа
чирлесе пурăнман пулсан;.. Вăрçă кĕрлесе тухиччен вунă çул маларах «Алатырь-12»
лагерьте чахоткăпа аптăранăран 49-мĕш çулĕнче вилнĕ вăл. Тавăрнă унăн таса ятне.
Анчах вил тăприйĕн тĕлне те, элекçисене те ятран веçех пĕлместпĕр. Элекçисем
мăшăрĕн те – Анна Георгиевнăн та тупăннă-çке. Ăна 1941 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче
арестленĕ. Тепĕр кунне Платунăн пурнăçĕ татăлнă. А.Г.Львова Улатăрти ИТЛта вунă
çул ларнă. Вăл 94 çул пурăннă.
Тÿрре кăларнă хыççăн Лява Платунĕ çинчен сахал мар çырнă. Анчах тĕплĕн, пур
енлĕн каласа параканĕ Станислав Гурьевич Отрыванов пулчĕ. Ентешлĕ вĕсем,
хăмăшсем, тăванлă. Документлă повĕçĕ вырăсла («Приговорен на гибель», Чебоксары
– 2013). Хытă ĕçленĕ. Архивсенче нумай чакаланнă. Ку ĕçе çыравçă питĕ пысăк
тивĕçĕ вырăнне хуратчĕ. Тупа евĕр сăмахне чыслăн пурнăçланă. Паттăра чунтан
юратса паттăр ĕç тунă!
М.ВАСИЛЬЕВ