Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аптрамансен таврашĕнчен

05 июня 2013 г.

Çартан таврăнатăп... Кăмăл вĕçсе каясла хаваслă! Хыçала мар, кил енне
пăхатăп. Атте çара (юлашкинчен – вăрçа ĕнтĕ) тăваттăмĕш хут ăсатнă чух каялла
çаврăнса пăхнă пуль çав – таврăнаймарĕ. Пÿрте кĕриччен чÿречерен пăхрăм. Анне
кĕнчеле арлать. Пĕр шĕвĕркке кăмака хыçне тарса пытанчĕ. Эп салтак çĕлĕкне хывнă
тĕле алăкран тинĕс-çар флочĕн морякĕ кĕрсе тăчĕ. Ытамлашса савăнтăмăр. Хăна Марк
Бернес юррипе хастарланнă: «Шаланды, полные кефали...». Сыпнă – тÿрех паллă.
Анне ăна ятла-ятла чарасшăн. «Юрĕ, ан ман пата ырантан!» – кил хуçине
вăрçтарасшăн пулмарĕ вăл, васкавлăн тухса шăвăнчĕ.

Çын хушшинче çаврăнкалама малтан Нурăс пасарне вĕçтертĕм. Мана тракториста
вĕрентесшĕн çунакан хыпăнчăксем тупăнчĕç: «Салтаксене пулккипех йышăнатпăр!».
Кÿлхĕрринче хайхи моряк патне кĕтĕм. Ман йысна-çке вăл. Анне кĕрÿшĕ. Хальхинче
хăй тăр урă. Аппам, Наçтуç, сăпка тавралла кускалать:

– Олег вăранчĕ-ха... Ытла хытă ан пăх, ан куçăхтар... Анне мана телей сунса
туйра пиллерĕ – хăй пекех нумай ачапчаллă пулма хушрĕ...

Паллашрăмăр ял тăрăхĕнче «Палеев» текен Санька Павловпа. Ашшĕ, Павел Петрович
Фирсов, Тăван çĕршывшăн пуçне хунă. 1942 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Мускав
çывăхĕнчи Кунцевăшăн çапăçса вилмеллех аманнă. Саша икĕ аппăшĕпе пĕрле пĕчĕкрен
ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ. Улттă-çиччĕрен вăрмантан шĕшкĕ шанки сĕтĕрнĕ. Вун улттăра
тракториста вĕренсе тухнă. Колхозра тăрăшнă.

– Çÿллĕччĕ эп, – терĕ йысна. – Хама шывай киммипе ишме илнинчен тĕлĕнтĕм.
Клайпедăра, çар базинче, дизель моторисчĕ пулма шанчĕç.

Ученисене эскадрăпа Атлантика анлăшне вăрăм çула пĕрре мар тухнă. Çĕнĕ
хĕçпăшала, торпедăсемпе минăсене океан варринче сăнаççĕ. Александр Павлов
тинĕс-çар флочĕн отличникĕ пулса тăрать. Вăрçа хутшăнма суйласа илнисен ушкăнне
лекет. Вăрçи Совет Союзĕпе туслă çыхăнусем тытнă Египетра кĕрлесе тухнă.
Французсемпе акăлчансем Суец каналне аркатаççĕ. Саньккашăн, хăй калашле, тамăкри
пурнăç пуçланать. Шыв Вăтаçĕр тинĕсĕпе Египет енне тухнă тĕле вăтăр градус
таранах ăшăннă. Дизель моторĕ пĕçерекен пулса каять. Пĕтĕм кĕлеткепе чăм шыва
ÿкетĕн, кашни çур сехетрен сивĕ шывпа исленме тивет. Саша çак асапа каярахпа,
демобилизаци хыççăн, час-часах тĕлĕкре курса вăрана-вăрана минрешет. Ултă уйăх
тÿснĕ вĕсем «Совсекретнăри» лару-тăрăва. Çырана египтянсемпе гражданка тумĕпе
тухкаланă, туристсемпе хутшăнса çÿренĕ. Суец каналне тральщиксемпе минăсенчен
тасатсан тин уççăнрах сывласа янă, каялла Балтика портне килме çула тухнă.

Кÿлхĕрринче, паллах, каллех машина-трактор çинче. Пирĕн Наçтукпа Вăрнарти
промкомбинатра тĕл пулса паллашаççĕ. Аппапа иксĕмĕр шутсăр туслă ÿснĕ. Кинемисем
ялта пире курсан урамрах пĕрле ташлаттаратчĕç. Хĕрачасем, арçын чĕпписем алă
çупса тавралла кĕпĕрленетчĕç. Концерт пуçланатчĕ: вăйă-кулă, шÿт-камит!..
Тăхтавсенче мана «Т» сас паллиллĕ кĕнеке вулаттаратчĕç те ваттисем сăх-сăхма
пикенетчĕç. Чăвашшăн урамра та пурнăç интереслĕ пулнă, çут çанталăк хăй чиркÿ
вырăнне шутланнă...

Хамран пурĕ те пĕр-икĕ çул аслăрах Настя мана çиччĕ-саккăртанах хура вăрмана
талпăнтаратчĕ. «Асту: арçын нимрен те, никамран та хăрамасть!» тесе
хăпартлантаратчĕ. Çăвĕпех çырлана, кăмпана чупаттăмăр. Пасара мансăрăн утман.
Вун пиллĕкрен Пĕнер станцине ĕçе хутлатчĕ. Эп пĕрле çĕр улми, çăкăр-тăвар леçме
пулăшаттăм. Олега ура çине тăратнă май Калининăри ДРСУра вырнаçрĕ. Ăсса тиемелли
сарлака тимĕр кĕреçепе вак чул куçарнă, хăйăр, тăпра хускатнă, çĕр чакаланă,
Вăрнар станцинче пĕр кунта пилĕк-ултă вакун чул пушатнă. Вăтăр çул çапла
тăрмашрĕ. Олег хыççăн тăватă хĕр çуратса пăхса ÿстерчĕç.

– Олег, эс пилленĕ пекех, моряк пулчĕ, – тетчĕ аппа. – Капитан. Çирĕм çул
тинĕссем касса çÿрерĕ, Мурманскри, Архангельскри базăсенче ĕçлерĕ. Çырана куçсан
электроподстацире ĕçлекенсен ушкăнне ертсе пыратчĕ.

Светлана суту-илĕве парăннă. Эльвира вăтăр çул ытла Тюмень облаçĕнче
геологсен ушкăнĕн пуçлăхĕ. Вера та çавăнтах. Женя Шупашкарта коопераци
институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ те – çавăнтах, экономист. Вăрçă ачисен ачисем
Тăван Çĕршыва, патшалăха кашни хăй вырăнĕнче юрăхлă пулчĕç. Кÿлхĕрринче шкул
директорĕ пулнă Лев Федорович Федоров вĕсене кашни тĕл пулмассерен ырăпа асилет.
Анастасия ятлă пĕр тăвансем виççĕн пулса кайрĕç: анне, аппа, аппа хĕрĕн Эльвирăн
хĕр пĕрчийĕ... Ку та ĕнтĕ çын пулчĕ, Мускавра институт пĕтерет, çав вăхăтрах
экономистра ĕçлесе ĕлкĕрет. Эльвирăн тепĕр хĕрĕ, Аня – пысăк çитĕнÿсем
шантаракан спортсмен, йĕлтĕрçĕсен Раççейри хулисенче иртекен ăмăртусенче яланах
малта, анчахрах Швецирен, Финляндирен çĕнĕ медальсемпе таврăнчĕ. Олег хĕрĕ Ира
Архангельскра вăрманçăсен академинче вĕренет. Ывăлĕ Гена та çавăнтах – нефтьпе
газ отраслĕн факультетне суйласа илнĕ. «Çурçĕр пурлăхне çаратаканни пулатăп,
анчах пăрăхсене малашне Раççей варринелле çавăрасчĕ, анăçалла çеç хăвалас
мар!..» – текелет.

Иртерех чарăнчĕ шывай киммин вĕри чĕрине хастар ĕçлеттернĕ хастар Палеевăн –
Павловăн чĕри. Шывай чирĕ («кессон» теççĕ-и-ха;) хавшатрĕ ăна. Анастасия
Павлована катари çурçĕртен пĕр-ик уйăхлăха килкелесе Вера хĕрĕ пăхать. Ытти
чухне пĕччен...

Вл.СКВОРЦОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика