05 июня 2013 г.
Июнь уйăхĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче шкулсем çумĕнчи 24 лагерь
ĕçлет. Смена 21 куна – июнĕн 1-мĕшĕнчен 29-мĕшĕччен – тăсăлать. Ачасем
лагерьсенче ирхине – кăнтăрла пулаççĕ, вĕсене икĕ хутчен апат çитерессине
йĕркеленĕ.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Енчен те шкул çумĕнчи лагерьсен ĕçĕнче çитменлĕхсем
тупăнсан, вăхăтра мерăсем йышăнас тĕллевпе, вĕсем çинчен Раççей Шалти ĕçсен
министерствин «Вурнарский» пайĕн дежурнăй чаçне 8(83537) 2-50-02 номерпе
шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
«Шанăç телефонĕн» номерĕ: 8(8352) 24-16-55.
А.ГУБАНОВ