Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хыççăн çурт

05 июня 2013 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тин çеç вĕçленнĕччĕ. Эпир, Уйкас Кипек ачисем,
Вăрман Кипекри çичĕ класлă шкула çÿреттĕмĕр. Классенче хĕлле самаях сивĕччĕ,
уроксенче те çиелти тумтирпех лараттăмăр – хутса ăшăтма вутти-шанки çителĕксĕр
пулнă. Манран пĕр класс каярах хамăр урамри Геннадий Гаврилов вĕренетчĕ. Ялта
ăна Микка пиччен Геннадийĕ теттĕмĕр. Вĕренÿре тăрăшатчĕ, нихçан та алхасмастчĕ,
хăйне ялан лăпкă, йăваш, сăпайлă тытатчĕ.

Геннадисен çемйи йышлăччĕ – сакăр ача çитĕнетчĕ. Унăн Яша пиччĕшĕ пирĕнпе пĕр
класра вĕренетчĕ. Вăл та шăллĕ пекех питĕ йăвашчĕ, çемçе кăмăллăччĕ. Шкул
пĕтерсен Яша çарта пулчĕ, кайран «Звезда» колхозра ĕçлетчĕ. Анчах ĕмĕрĕ кĕске
пулчĕ – чирлесе вăтăр çултах çĕре кĕчĕ. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ ĕçчен те хисеплĕ
çынсем пулнă. Геннадирен асли, Ултутти аппа, ку таранчченех хамăр ялта тĕп
килĕнче пурăнать, çитес çул сакăрвуннă тултарать.

Шкул пĕтерсе ялтан тухса кайнă хыççăн Геннадий Гавриловăн пурнăç утăмĕ маншăн
паллă пулман. Хăш-пĕр чух çеç, Çимĕкре яла пуçтарăнсан, ăнсăртран курнăçса
калаçкаланă. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкара Геннадий патне ятарласа çитрĕм. Яланхи
пекех, вăл хăй çинчен пуплесшĕнех мар, мухтаннă пек туйăнать тет. Калаçнă май
Çĕнĕ Шупашкар историне, вăл хăçан, мĕнле пуçланса епле çитĕннине аса илтĕмĕр.

52 çул каялла Атăл хĕрринчи пысăк та ирĕклĕ лаптăкра хими комбинатне тума
тытăннă. Унта ĕçлекенсем валли пурăнмалли çуртсем пайтах кирлĕ пулнă. Шăп та лăп
çав тапхăрта, 1960 çулта, çартан таврăннă Геннадий Гаврилов тин çеç йĕркеленĕ
тăваттăмĕш номерлĕ треста комсомол путевкипе вырнаçать те пĕтĕм пултарулăхĕпе
вăй-халне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе парать. Малтан каменщикре, каярахпа
комплекслă бригада бригадирĕнче тимлет. Вуншар çул хушшинче хăй хăпартнă çуртсен
шутне астумасть те. Анчах чи пĕрремĕш кил-çурта епле хăпартни халĕ те асрах. Вăл
халь Коммунистически урамри 39-мĕш номерлĕ çурт иккен.

– Ун чухне хальхи пек çÿллĕ крансем çителĕксĕрччĕ, строительство
материалĕсене ытларах алă вĕççĕн йăтса хăпартнă. Хальхи пек пысăк та илемлĕ хула
ÿссе ларасса ун чух ĕмĕтленмен те. Малтанлăха, общежитисем пулманнипе, çывăхри
ялта çынсем патĕнче пурăнаттăмăр. Çак хулапа химкомбината çĕклеме çĕршывăн тĕрлĕ
кĕтесĕнчен пуçтарăннăччĕ. Хăшĕсем кайран яланлăхах кунта юлчĕç. Халĕ акă
чылайранпа хăтлă та пысăк хваттерте мăшăрпа, Маргарита Федоровнăпа, пурăнатăп.
Унпа пĕрлешнĕренпе çур ĕмĕр иртрĕ, – аса илчĕ химиксен хулине çĕкленисенчен пĕри
Г.Гаврилов.

Ĕçри хастарлăхне палăртса, 1974 çулта Геннадий Гаврилова патшалăхăн пысăк
наградипе – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Вăл тата хавхаланса, пĕтĕм
вăй-халне хурса тăрăшнă. Ахальтен мар пилĕкçуллăхсен кашни çулĕнчех социализмла
ăмăрту çĕнтерÿçи ятне илнĕ. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей
медальне тивĕçнĕ.

– Ман упăшка нихăçан та ĕçе кая юлса е унта кайманни пулман. Ĕçшĕн пĕтĕм
чунне паратчĕ. Унпа пĕрлешсе хам пурнăçа ĕмĕрленĕшĕн ăна мухтас килет, – тет
мăшăрĕ Рита.

Геннадий Михайловичăн ĕç стажĕ 46 çулпа танлашать. Çав шутран 35 çул çурт-йĕр
тăвас ĕçре ырми-канми тимленĕ.

Кăçалхи мартра Геннадий Гаврилов 75 çул тултарчĕ. Тата нумай çул пурăнса
тăванĕсене, ентешĕсене савăнтарма сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ унăн.

Вениамин ИВАНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика