05 июня 2013 г.
Ача сачĕсен черечĕ нумайăшне пăшăрхантарать. Ку ыйтăва çĕр шыв ертÿлĕхĕ те
час-часах хускатать. РФ Патшалах Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн
председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Ача сачĕсем – ачасене» проекчĕн
ертÿçи Алена Аршинова парти ку енĕпе мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартнă.
– Пирĕн парти ача сачĕсен строительстви валли укçа-тенкĕ – бюджета
перекетлесе тата хушма тăкаксемпе – уйăрассине витĕм кÿме пултарчĕ, – тенĕ Алена
Игоревна. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци пуçарăвĕпе Патшалăх Думи бюджета улшăнусем
кĕртрĕ, çапла вара ача сачĕсене юсамашкăн тата çĕннисене хăпартмашкăн 2013 çулта
софинансировани условийĕсемпе 50 млрд тенкĕ уйăрĕç. Парти ача сачĕсен
строительстви валли памалли субсидисен шутлав йĕркисене хатĕрленĕ çĕре те
хутшăнать. Кĕçех РФ Правительствин укçа-тенкĕ уйăрасси пирки калакан
Постановление (субсидисене Раççей регионĕсене шайлашуллă валеçесси пирки)
йышăнĕç.
Çапла вара Чăваш ене çывăх вăхăтрах республикăри ача сачĕсене юсаса
çĕнетмешкĕн тата çĕннисене хăпартмашкăн укçа-тенкĕ çитмелле. Унпа ăнăçлă усă
курмалла. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин («Ача
сачĕсем – ачасене» проекта шăпах вăл пурнăçа кĕртет) регион уйрăмĕ пулăшнипе ку
ыйтăва хăвăрт та пахалăхлăн татса парасса шанатăп. Ача сачĕсене тирпейлĕн, анчах
пахалăхлăн тата инновацисене тĕпе хурса хăпартмалла, чи малтан ачасен ырлăхĕпе
хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшламалла. Çак тĕллеве 2013 çулта ăнăçлă татса панинчен
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин РФ регионĕсем (çав шутра Чăваш ен те) валли 2014 тата
2015 çулсенче укçа уйăрассине витĕм кÿме пултараслăхĕ те килет. Ку укçа-тенкĕ РФ
Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртме тата ача сачĕсен черетне 2016 çул тĕлне
пĕтермешкĕн кирлĕ»