Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту – хăрушсăрлăха тивĕçтересси

05 июня 2013 г.

ЧР Гражданла оборона ĕçĕсемпе тата чрезвычайлă лару-тăрусем тĕлĕшпе тимлекен
патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, эрне кун Калинино ял поселенийĕнче Комитет ЧР
муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн правленийĕпе пĕрлехи анлă лару ирттернĕ. Коллеги
ĕçне комитет председателĕ В.Петров, муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн правленийĕн
председателĕ Л.Черкесов, Раççей МЧС-ĕн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ
С.Антонов генерал-майор, «Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба» учреждени
пуçлăхĕ В.Игнатьев, республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ О.Ядыков, район
администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев тата ял поселенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Иванова хăнасене ку тăрăхра пушар
хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Ларăва хутшăннисем
тавралăха тирпейлĕхре тытнине, поселенире пушара хирĕçле кĕрешекен «вăйсем»
пĕрле йĕркеленсе ĕçленине, шыв илме меллĕ вырăнсем пуррине тишкернĕ, муниципаллă
пушар хуралĕн пушар деповĕнче пулнă.

Çулла район çыннисем шыва кĕме кăмăллакан вырăнсенчен пĕри – Кÿлхĕрри
çывăхĕнчи кÿлĕ. Кунта кану вырăнне мĕнле йĕркеленине те, çынсен хăрушсăрлăхне
тата санитарипе эпидемиологи условийĕсене тивĕçтернине те пăхса хакланă ларăва
пухăннисем.

Водолазсем кÿлле шыва кĕме хăрушсăр пулнине палăртас тĕллевпе тĕрĕсленĕ.
И.Туйкинапа А.Егорова фельдшерсем инкеке лекнисене пĕрремĕш пулăшу памалли
мелсене кăтартнă.

Коллегире чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çулла пушар
хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе пурнăçламалли задачăсене сÿтсе явнă. Шыва кĕмелли
тапхăр уçăлнă май, çынсем инкеке лекессине асăрхаттарасси пирки ЧР Шыравпа çăлав
службин пуçлăхĕ О.Ядыков тухса калаçнă. Сăмах май, ку тĕлĕшпе районта лару-тăру
лăпкă тееймĕн – çулла пуçланичченех виçĕ çын шывра вилнĕ.

Пĕрлехи лару ĕçне комитет председателĕ В.Петров пĕтĕмлетнĕ.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика