Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсен тĕслĕхĕпе

05 июня 2013 г.

Ахăртнех, спортпа вĕренÿ пур тытăмран та тачăрах çыхăннă. Çитĕнекен ăрăва
сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси, сывă наци ÿстересси паян патшалăх шайĕнче чи
çивĕч ыйтусен шутĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулсемпе ача сачĕсенче физкультурăпа
спорта аталантарассипе чылай ĕç пурнăçланать: спортзалсемпе спорт площадкисем
çĕнелеççĕ, спорт инвентарĕсемпе пуянланаççĕ. Паллах, паян пур вĕренекен те сывă
пурнăç йĕркине тытса пырать тесе калама çук. Çакна ачасен сывлăх тĕрĕслевĕн
пĕтĕмлетĕвĕсем аван кăтартаççĕ – вĕренекенсен сахал мар проценчĕ ÿт-пÿ çирĕплĕхĕ
енчен хавшак. Мĕнпур ача физкультурăпа тата спортпа туслаштăр тесен мĕн
тумалла-ха; Паллах, чи малтанах вĕсене аслисен ырă витĕмĕ, тĕслĕхĕ кирлĕ. Ку
ĕçре вĕрентекенсен тÿпи уйрăмах пысăк .

Районта ку енĕпе чыс-сума тивĕçлисем сахал мар. Сăмахран, Чăрăшкас Хирлеп
шкулĕн физкультура учителĕ Ирина Петрова. Пултаруллă çăмăл атлетка. Чылай-чылай
сумлă ăмăртăвăн çĕнтерÿçи тата призерĕ. Ачисем хăйĕн çулĕпе кайнă. Настя –
республикăри чи вăйлă çамрăк чупуçăсенчен пĕри. Пĕчĕк ывăлĕ те, мăшăрĕ те
час-часах районти стартсене тухаççĕ.

Эльвира Чугуновапа Галя Павлова полиатлонистсене вулакансем аван пĕлеççĕ.
Вĕсем хăйсен спортри пултарулăхĕпе Раççей таранах палăрма пултарчĕç.

Виçĕ спортсменка – районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пысăк
мăнаçлăхĕ те. Республикăра вĕрентÿ ĕçченĕсем хушшинче иртекен чупу тата йĕлтĕр
ăмăртăвĕсенче вĕсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта тимлекен çамрăк спорт мастерĕ Александр Политов та
вулакансемшĕн çĕнĕ ят мар. Хĕллехи тата çуллахи полиатлон енĕпе тĕрлĕ шайри
ăмăртусен пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине пĕрре мар тăма тивĕçнĕ. Паян вăл тăван
ялĕнчи ачасене хăй пек хастар, çивĕч пулма вĕрентет.

Тĕрĕссипе, педагогсем çитĕнекен ăрура ăслăлăх, ырăлăх вăрлăхĕсене акнипе
пĕрлех спорт стильне те тытса пыраççĕ. Учитель кунĕ акă вĕсемшĕн кашни çулах
ăмăртуран пуçланать. Вĕрентекенсем пĕр шкул юлмиччен эстафетăра тупăшаççĕ.

Ку ăмăртусемсĕр пуçне вĕсем вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕ ирттерекен
мероприятисенче те хастар. Районти вĕрентÿ пайĕн чысне çÿлерех асăннă
спортсменсемсĕр пуçне шашка енĕпе Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул учителĕ Григорий
Иванович Степанов, йĕлтĕр спортĕнче Хăмăшри Владимир Васильевич Афанасьев,
волейбол тата шахмат енĕпе Малти Ишекри Анатолий Лаврентьевич Иванов ăнăçлă
хÿтĕлеççĕ.

– Маларахри çулсенче вĕрентÿ ĕçченĕсем хушшинче йĕлтĕр енĕпе те ятарлă
ăмăртусем иртетчĕç. Юлашки çулсенче, шел, çакă пăрахăçланчĕ, – пĕлтерет вĕрентÿ
ĕçченĕсен районти профсоюз председателĕ Елена Карпова.

Апла пулин те вĕрентекенсем спортăн ку тĕсĕнчен сивĕннĕ теме çук. Çулсеренех
вĕсем «Раççей йĕлтĕр йĕрне» йышлăн старта тухаççĕ, нацисен кросĕнче призлă
вырăнсемпе савăнтараççĕ.

Профсоюз тенĕрен, вăл та шкулсенчи спорт ĕçне аталантарассине сахал мар тÿпе
хывать. Çакă кашни вĕренÿ çул пĕтĕмлетĕвĕпе августри канашлусенче чи
маттуррисене спорт хатĕрĕсемпе чысланинчен те аван курăнать.

Тытăмра çирĕпленнĕ ырă йăлана палăртмасăр иртме çук. Вĕренекенсем хăйсен
учителĕсенчен тĕслĕх илеççĕ пулсан, иккĕмĕшсем вара – вĕрентÿ пайĕн
ĕçченĕсенчен. Юлашкисем пек хăйсен ĕçтешĕсемшĕн çапла массăллă «чирлекенсем»
сахалтарах пулĕ. Чупусенче ăмăртаканĕсем шутлă кăна пулин те – уйрăмах Зинаида
Ашмарина тĕп бухгалтер, Людмила Захарова бухгалтер, Виталий Степашин специалист
хастар – вĕсене хавхалантарма пайра ĕçлекенсем пĕр çын юлмиччен тухаççĕ. Çакă та
ырă тĕслĕх мар-и;

Коллективсене илес пулсан Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри, Туçи Çармăсри,
Мăн Явăшри, Çĕрпелти шкулсенчи, Калининăри шкул-интернатри вĕрентекенсене ырă
сăмахсем каламалла. Виçĕ çул каялла акă Çĕрпелсем волейбол енĕпе республикăри
учительсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Районта ку енĕпе кăçалхи лидерсем
– Калининăри шкул-интернат ĕçченĕсем.

Тĕрĕссипе, спортăн çак тĕсĕ чылай шкулта анлă сарăлнă. Туçи Çармăс учителĕсем
акă эрнере икĕ хутчен спортзалта пиçĕхеççĕ. Паллă çамрăк спортсменсем
çитĕнтерекен çак шкулта сывă пурнăç йĕркине аталантарассине уйрăмах пысăк тимлĕх
уйăрнă. Ачасене, çамрăксене спорта ытларах явăçтарас тĕллевпе виçĕ ăру хушшинче
ăмăртусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ: çуркуннехи тата кĕркуннехи кроссем, Наталья
Кузьмина парнисемшĕн йĕлтĕр чупăвĕ, волейбол. Пĕлтĕр волейбол енĕпе профсоюз
ирттернĕ турнирăн çĕнтерÿçи шăпах ку шкулти Сергей Иванович Марков ертсе пыракан
команда пулнăччĕ. Йышра – шкул директорĕ Надежда Павловна Соловьева, унчченхи
шкул директорĕ Борис Иванович Сергеев, вырăс чĕлхи учителĕсем Лариса Егоровна
Михайлова тата Татьяна Геннадьевна Волкова, кĕçĕн классен учителĕ Ольга
Васильевна Маркова.

– Çакна палăртма кăмăллă, вĕрентекенсем тренировкăсене те, ăмăртусене те
çÿлтен хĕтĕртмесĕр, хăйсен кăмăлĕпе, хутшăнаççĕ. Ку – спорт ĕçĕнче чи кирли,
ачасемшĕн те ырă тĕслĕх, – тет физкультура учителĕ Сергей Иванович.

«Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн!» – енчен те çак сăмахсене тăнласа пуçа хывсан
тата каласан, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе чăнах та кăсăклансан, эпир
çутçанталăк пирĕн ума лартнă тĕллеве пурнăçлассине çывăхрах пулнă пулăттăмăр»,–
тенĕччĕ Шĕнер Ишекри шкул директорĕ Татьяна Владимировна Скворцова сывлăх патне
илсе пыракан çул-йĕрсене тишкерсе. Вăл шутра – организма пырса кĕрекен сывă
апат-çимĕç те, ачасене пĕчĕкрен тăван çĕре юратма, ун çинче ĕçлеме хăнăхтарасси,
йăла-йĕркесене сыхласа хăварасси, уявсенче тĕрĕс канма вĕрентесси... – çаксем
пĕтĕмпех çынна ÿт-пÿ, ăс-тăн, кăмăл-сипет енчен сывă пулма пулăшакансем. Шкулти
физкультура урокĕсем, класс тулашĕнчи физкультурăпа массăллă ĕç вара – сывлăх
патне илсе пыракан анлă та вĕçĕмсĕр çул. Татьяна Владимировна шкул стадионĕ
каçсерен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен хаваслă сассисемпе тулнине
каларĕ. Сывă ăру çитĕнтерессинче учительсем хăйсем тĕрлĕ ăмăртусенче ырă тĕслĕх
кăтартни, ашшĕ-амăшĕсене явăçтарса ĕçлесси пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Çакă,
пĕр сăмахсăрах, пурне те хĕмлентерет, хавхалантарать. Йăлана кĕнĕ мероприятисем
чылай, манăçнă халăх вăййисене чĕртессипе нумай тăрăшаççĕ кунта.

– Физкультурăпа спорт вăййисене хутшăнни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çынсене
психологи тĕлĕшĕнчен шанчăклă хÿтĕлениех. Çавăнпа кашнин çакăншăн тăрăшмалла.
Ăс-тăн, ÿт-пÿ сывă пулни – пĕтĕм ĕç ăнăçăвĕ. Спорт стильне тытса пыни вара –
сывă ăру çитĕнтерме пулăшакан пысăк хăват. Пирĕн, вĕрентекенсен, çакна асра
тытмалла. Пирĕн тĕслĕх ачасене те хавхалантартăр, – Сергей Иванович Марков, Туçи
Çармăсрисĕр пуçне Кăмашри шкулта та физкультура урокĕсене ертсе пыраканскер, çак
сăмахсене ахальтен каламарĕ: вăл хăй те наставникĕсен – Людвиг Степанович
Матвеев тата Аркадий Иванович Смирнов физкультура учителĕсен, НВП учителĕн
Николай Дмитриевич Павловăн – витĕмĕпе сывă пурнăç стильне суйласа илнĕ. Хăйсен
ăрăвне вăл спортпа туслă ăрупа ахальтен танлаштармасть. Хальхи пек условисем
пулман пулин те шкулта вĕреннĕ чухне вăл вырăнти, районти ăмăртусене пĕрне те
сиктермен – йывăç йĕлтĕрпех призлă вырăнсене тухнă. Çарта тăнă чухне Пермь
хулинче иртнĕ Атăлçи федераци округĕн йĕлтĕр ăмăртăвĕнче пĕрремĕш çул виççĕмĕш,
иккĕмĕш çулне иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Светлана Чикмякова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика