05 июня 2013 г.
Чăваш енри бюджет сферинче вăй хуракан уйрăм категорири ĕçченсен ĕç укçи
шайне ÿстересси çинчен йышăнăва Чăваш ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.
Паллă ĕнтĕ, кăçал шалăва тăватă тапхăрпа ÿстереççĕ, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен, акан
1-мĕшĕнчен, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тата юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Унсăр пуçне, ĕç
укçи мĕн чухлĕ ÿсесси республика экономики вăтам ĕç укçи виçи мĕнле ÿссе
пынинчен те килет. Финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ф.Муратова сăмахĕ тăрăх, çак
йышăнăва тунă чухне утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри вăтам ĕç укçи 17570
тенке яхăн пулмалла тесе шухăшланă. Анчах халех курăнать ĕнтĕ, çав тапхăр тĕлне
вăтам ĕç укçи 18200 тенке яхăнах çитме пултарать. Çапла вара бюджет ĕçченĕсен
шалăвне ÿстерме хушма укçа-тенкĕ шыраса тупма тивет, тепĕр 481 млн. тенке яхăн
укçа кирлĕ.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйсен ĕçченĕсен тăрăшулăхне пысăка хурса
хаклакан ĕç паракансене тав тунă май çакна палăртнă, патшалăхăн та бюджетниксен
шалăвне ÿстерессипе хăй çине илнĕ объязательствăна пурнăçламаллах. Пуçлăх
пысăклатнă ĕç укçи ĕçлекен çынсем патне хăçан çитессипе те интересленнĕ. Финанс
министерствин представителĕ финанс ведомствин ытти министерствăсемпе хутшăнса
ĕçлессин тытăма кăткăс пулнине палăртнă май, мĕн пур ĕçе пурнăçлама 3 эрне вăхăт
панă. Пуçлăха çакă тĕлĕнтернĕ: бюрократла ĕçлени ку. Ĕç укçи ÿстересси çинчен
йышăну тахçанах пур, процентсене тÿрлетмелле кăна. «Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче
илмелли хушма тÿлеве ахаль те çĕртме уйăхĕнче кăна илеççĕ, – тенĕ Михаил
Игнатьев. – Эпир çынсене укçа ÿстерме шантарнă, вĕсем кĕтеççĕ». Çавна май кашни
министерствăна май пур таран кĕске вăхăтра – çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне –
документсене хатĕрлеме хушнă.
Правительство ларăвĕнче çавăн пекех çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа
виçине те палăртнă. 1-мĕш кварталшăн – 5961 тенкĕ, асăннă виçе пĕлтĕрхи
тăваттăмĕш кварталтинчен 8,2 процент пысăкланнă. Ÿсĕм чи малтанах апат-çимĕç,
обязательнăй тÿлевсем хакланнипе сăлтавланнă. Ĕçлекен çынсем валли пурăнма кирлĕ
чи пĕчĕк виçе кăçалхи пĕрремĕш кварталта 6201 тенкĕ пулнă, пенсионерсем валли –
5005 тенкĕ, ачасем валли – 5943 тенкĕ.