Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейдер пурлăха куç хывсан…

03 июня 2013 г.

Сыхлăх кирли куç кĕрет: юлашки çулсенче предприятисене, вĕсен пурлăхне
саккуна пăсса ярса илессин хăрушлăхĕ чăннипех пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ 2010
çулта РФ Уголовлă кодексне çĕнĕ статьясем кĕртнĕ. Вĕсен тĕллевĕ – çавнашкал
преступленисенчен сыхланасси.

2008–2013 çулсенче СК управленийĕ республикăри коммерци организацийĕсене
рейдер мелĕпе ярса илни пирки пуçарнă 6 уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.

Калăпăр, 2008 çулта Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕн депутачĕ,
маларах «Атăл» ЯХПКна ертсе пынăскер, тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна виçĕ
çуллăха ирĕксĕр хăварнă – условнăй майпа. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх,
вăл çак кооперативра 369 çын пулнине пăхмасăр темиçе пĕлĕшĕпех ячĕшĕн пуху
ирттернĕ, кооперативăн ĕçлекен председателĕн полномочийĕсем вĕçленни çинчен суя
хутсем хатĕрлесе унăн должноçне хăйне лартнă.

Шăмăршă районĕнчи тĕслĕхпе 2010 çулта район пухăвĕн депутатне 5 çуллăха
пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă. Вăл хай ертсе пыракан «Родина» ЯХПК
членĕсен пĕрлехи пухăвĕн суя протоколне хатĕрленĕ. Çапла вара производство
кооперативне пĕтересси, унăн 4 млн ытла тенкине çĕнĕрен йĕркеленĕ предприятие
куçарса парасси çинчен документсем çуралнă. Вăл çĕнĕ предприяти гендиректорĕн
должноçне хăй йышăннă.

Елчĕк районĕн сучĕ пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче вуласа панă приговор –
предприниматель тĕлĕшпе. Ăна 200 пин тенкĕлĕх штрафланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ
тăрăх, бизнесмен хăйĕн ĕçтешĕн тулли мар яваплă обществине ярса илес тĕллевпе ун
ячĕпе суя йышăну хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн обществăна хутшăнакансен йышне хăйĕн
пĕлĕшне кĕртнĕ, вăл директор должноçне йышăнать имĕш, унчченхи ĕçтешĕ вара
пуçлăх пуканне пушатать... Çапла майпа вăл пĕлĕшĕ урлă çак фирмăна ертсе
пырасшăн, тупăш илесшĕн пулнă.

Кăçал Шупашкарти Ленин район сучĕ Мускав çыннине айăпланă, 110 пин тенкĕлĕх
штрафланă. Вăл Чăваш ен тĕп хулинчи стройматериалсем сутакан коммерци
организацине куç хывнă. Çaк фирмăна хутшăнакан пĕртен пĕр çын ячĕпе суя йышăну
хатĕрленĕ – ĕçлекен гендиректор полномочийĕсене «вĕçлесе» унăн должноçне хăй
йышăннă. Документа почтăпа налук инспекцине ярса панă, ЕГРЮЛа тивĕçлĕ улшăнусем
кĕртнĕ. Çакăн пирки саккунлă директор Интернет урлă пĕлнĕ, улшăнусем вăйсăррине
çирĕплетмешкĕн суда тавăç тăратнă.

Унсăр пуçне пĕлтĕр Шупашкарта граждансен кредит-потребитель кооперативне
саккуна пăсса ярса илессине те сирсе янă. Пуçтахсене суд умне тăратма май килнĕ.

А.ИГНАТЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика