Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене – тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ

03 июня 2013 г.

Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт, дача çĕклеме тата харпăр хăй
хуçалăхне тытса пыма тÿлевсĕр çĕр уйăрас саккун Чăваш енре иккĕмĕш çул ĕçлет.
Районсемпе хуласенче вăл мĕнлерех пурнăçланни çинчен республикăри Пурлăх тата
çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каласа кăтартать:

– Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи 10-мĕш номерлĕ саккунĕпе
килĕшÿллĕн тÿлевсĕр çĕр лаптăкне çула çитмен виçĕ е ытларах ачана воспитани
паракан çемьесем (пĕччен ачасем ÿстерекен ашшĕ-амăшĕ, опекун-попечительсем)
тивĕçеççĕ.

– Пирĕн республикăра çак саккун нумай ачаллă миçе çемьене пырса тивет-ши;

– Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин даннăйĕсем тăрăх,
республикăра нумай ачаллă 8 пин ытла çемье пурăнать. Вĕсенчен 3 пин ытларахăшĕ
çĕр лаптăкĕсем илме вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен учетĕнче тăрать. Уйрăмах
Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрнар тата
Комсомольски районĕсенче черетре тăракансем чылай.

– Ку таранччен миçе çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулнă;

– Хальлĕхе «патшалăх парнине» 1144 çемье тивĕçнĕ: 643-шĕ – çурт çĕклеме,
456-шĕ – харпăр хăй хуçалăхне тытса пыма, 45-шĕ – дача валли.

– Питĕ кăсăклă, çак çĕр лаптăкĕсем çинче çурт туса кĕнисем пур-и;

– Нумаях мар, 100-е яхăн. Çурт-йĕр строительствине тытса чараканни – асăннă
категорири çынсен укçа-тенкĕ çитсе пыманни.

– Пирĕн районта ку саккун мĕнлерех пурнăçланать-ши;

– Сирĕн районта çĕр лаптăкĕсене илме учетра нумай ачаллă 129 çемье тăрать,
70-шне сертификатсем панă ĕнтĕ. Çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси 54
процентпа танлашать. Район администрацийĕ нумай ачаллă çемьесем валли 115 çĕр
лаптăкĕ хатĕрленĕ.

– Пĕлнĕ тăрăх, учета тăнăранпа çĕр лаптăкне иличчен пĕр уйăх кăна иртмест.
Енчен те çак вăхăтра аслă ача е ачасем 18 çул тултарсан; Кун пек чухне
муниципаллă пĕрлĕхĕн администрацийĕ çакнашкал çемьене списокран кăларса
пăрахмасть-и;

– Ниепле те кăлараймасть. Саккунра уççăн палăртнă – йышлă çемье учета тăнă
хыççăн вĕсен ачи (ачисем) 18 çул тултарни ăна списокран кăларма ирĕк памасть.

– Район администрацийĕ сĕнекен çĕр лаптăкне илмесен юрать-и;

– Паллах. Енчен те администраци сĕнекен çĕр лаптăкĕ мĕнле те пулин критерипе
çемьене тивĕçтермест пулсан, вăл ăна илмесен те пултарть. Харпăрлăха куçарнă
хыççăн та çĕр лаптăкне пăрахăçлама пултарать. Кун валли тивĕçлĕ заявлени
çырмалла кăна.

Анчах та кунашкал çемьесен черете çĕнĕрен тăма тивет. Енчен те вăл сĕннĕ çĕр
лаптăкне виçĕ хутчен илме килĕшмест-тĕк, черетрен тухса ÿкет, анчах унăн тепĕр
хут заявлени пама ирĕк пур.

– Март вĕçĕнче Чăваш енре Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочнăй
представителĕн ĕçлĕ ушкăнĕ пулнăччĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе
тивĕçтересси мĕнле шайра пулнине хак панăччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнле-ши;

– Комисси чи малтанах ку ĕçе республика шайĕнче мĕнлерех йĕркеленине
тишкерчĕ. Хыççăн Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсенче çĕр лаптăкĕсем
уйăрас практикăпа паллашрĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе комисси Чăваш ен ĕç тăвакан
влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне лайăх хак пачĕ.

Чăваш Республикине нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе
Атăлçи федераци округĕнчи субъектсем хушшинче чи лайăх ĕçлекенсен шутне кĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика