03 июня 2013 г.
Çамрăк ăрăвăн тĕрĕс тĕслĕхсем çинче воспитани илсе ÿсмелле. Кумирĕсем те
вĕсен телевиденипе пĕрмай кăтартакан пуçтах вăрă-хурах, пуян ашшĕ-амăш укçипе
янтă пурăнакан «ылтăн çамрăксем» мар, хăйсен ĕçĕпе тата ăнтăлăвĕпе ят-сума
тивĕçнĕ çынсем пулччăр. Акă Чăваш енĕн маттурĕ, тĕнчипе паллă Алексей Соловьев
пек спортсменсене, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан хастарсене, мĕншĕн
тĕслĕхе хумалла мар;
Алексей Соловьев – кикбоксинг енĕпе тăватă хут тĕнче чемпионĕ, Европа
турнирĕсен çĕнтерÿçи, чылай хут Раççей чемпионĕ, Чăваш Республикин кикбоксинг
Ассоциацийĕн Президенчĕ. Апла пулин те тĕнчере чи вăйлă та паллă çынсен йышне
кĕрекен кикбоксерăн «çăлтăр» чирĕпе чирлеме вăхăт çук: чемпион титулĕсене çĕнсе
илнĕ хушăрах республикăра спорта аталантарассипе ĕçлет, ачасемпе тĕл пулма
ĕлкĕрет...
Эрне кун вăл Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулни ку спорт
тĕсĕпе интересленекен арçын ачасемшĕн кăна мар хĕрачасемшĕн те чăн-чăн спорт
уявĕ пулса тăчĕ: тĕнче чемпионĕпе кашни кунах курнăçма тивмест-çке.
Алексей Соловьев ачасемпе яланах хавхаланса тĕл пулнине пĕлтерчĕ. Вăрнарти
вĕренекенсене вăл каникулсем пуçланнă ятпа саламларĕ, пушă вăхăта усăсăр
ирттерес вырăнне спорт секцийĕсене, пултарулăха тата тавракурăма анлăлатма
пулăшакан кружоксене çÿреме, активлă канма чĕнсе каларĕ.
Ачасем ыйтнипе спортсмен кикбоксинг вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ, хăй спортпа
мĕнле туслашни, тĕнче шайĕнчи тупăшусене хутшăнни, çитĕнĕвĕсем çинчен каласа
пачĕ. Кикбоксинга вăл спорт виçипе кая юлса, 16 çулта кăна, килнĕ иккен. Унччен,
шкул çулĕсенче, каратэ–самбо секцийĕсенчен тухма пĕлмен, кире пуканĕ йăтассипе
те аван результатсем кăтартнă. 1990 çулта кикбоксинг секцине лексен В.Михайлов
тренер унăн талантне, çĕнтерÿçĕ ăнтăлăвĕ пуррине тÿрех асăрханă. Нумай та вăхăт
иртмен, 1992 çулта Шупашкар каччи Алексей Соловьев Раççей чемпионĕн ятне
тивĕçнĕ.
Ăста тренер тăрăшнипе кикбоксинг техникине йăлтах тĕрĕс алла илнĕ спортсмен
кĕçех тĕнчери чи вăйлă кикбоксерсен йышне кĕнĕ. Унăн спортри карьери тÿрех
хăпарса ÿссе кайнă, пысăк титулсемпе пуянланнă. Халĕ Алексей Соловьев –
профессионаллă кикбоксерсен хушшинче тĕнче чемпионĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ
мастерĕ.
«Кикбоксинг – спортăн çăмăл мар тĕсĕ. Çавăнпа та пурнăçа унпа çыхăнтарасси
çинчен лайăх шухăшласа йышăнмалла. Ача садĕнчен е пуçламăш шкултанах пĕчĕкскере
кикбоксинг секцине кайса яни кирлĕ мар», – ăнлантарчĕ спортсмен. Алексей
Соловьев пурне те хăйсене кăмăла каякан спорт тĕсĕпе туслашма, сывă пурнăç
йĕркине пăхăнма сунчĕ.
«Пулă шывсăр пурăнайман пекех, спорт – манăн пурнăç», – терĕ тĕнче чемпионĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов Алексей
Соловьева тĕлпулушăн тав туса ачасене ун пек пулма тăрăшма сĕнчĕ.
И.ЯКОВЛЕВА