29 мая 2013 г.
Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун умĕн РФ Следстви комитечĕн республикăри
Следстви управленийĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕ çула çитменнисен прависене
хÿтĕлессипе çыхăннă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕрхи январĕн
1-мĕшĕнчен пуçласа çула çитменнисене хирĕçле тунă йывăр тата уйрăмах йывăр
преступленисем тĕлĕшпе следстви комитечĕн следователĕсем малтанхи следстви
ирттереççĕ.
Пĕлтĕр тата кăçал пай следователĕсем ку ушкăнри преступленисем тĕлĕшпе 27
уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Çав шутра 17-шĕ – 14 çула çитменнисене хирĕçле
преступленисем.
Ачасене арлăх тĕлĕшĕнчен пусахлани те сайра мар. Ку тĕслĕхсемпе 5 уголовлă ĕç
пуçарнă, айăплисене пурне те явап тыттарнă.
2012 çулта Улатăр районĕнче пĕр коммерци организацийĕн директорĕ суд тенкелĕ
çине ларнă. Вăл моторлă кимĕпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăснă пирки
кимĕ çаврăнса ÿкнĕ, çула çитмен хĕрача путса вилнĕ.
Шел пулин те, ывăлĕ-хĕрĕсене килте хĕн кăтартса пурăннă, вĕсен сывлăхĕсене
сиен кÿнĕ тĕслĕхсем те пур. Пĕлтĕр, акă, Çĕмĕрлере 35-ри арçынна суд хăйĕн хĕрне
хĕнесе пурăннăшăн 5 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарнă. Вăрнар районĕнче 23-ри
арçыннăн вара пĕрле пурăнакан хĕрарăмăн ывăлĕ çине алă çĕкленĕшĕн явап тытма
тивет. Следстви палăртнă тăрăх, вăл килти хирĕçу вăхăтĕнче вунпĕрти арçын ачана
хĕненĕ, каярахпа диван çинче çывăракан 2 çулхи ачана ярса тытнă та урайне
пăрахнă, сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ. Уголовлă ĕçе суда пăхса тухма ярса панă.
Следстви комитечĕн следстви органĕсем çула çитменнисен прависене хÿтĕлессине
хăйсен ĕçĕнче чи пĕлтерĕшли тесе палăртаççĕ. Çавăнпа та ку преступленисемпе
следстви ирттерме чи опытлă та пысăк квалификациллĕ следовательсене шанаççĕ.
А.ИГНАТЬЕВ