29 мая 2013 г.
Пирĕн сăвăсем Вăрнар район хаçатĕнче пĕр вăхăтра пичетленме тытăннă пулсан
та, Николай Захарович Краснова эп халиччен курманччĕ. Виçĕ Çавал çыравçисен тĕл
пулăвĕнче кăçал Шупашкарта паллашрăмăр. Вăл мана «Тăван çĕршыва юратса» ятлă
кĕнекине алă пусса парнелерĕ. Çапла Вăрнар енĕн тепĕр поэт пуррине пĕлтĕм.
Сăвви-юррине хушма ятпа палăртать-мĕн – Николай Çавал теме сĕннĕ. Вăтам Çавал
хĕрринче, Вăрманкасра çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Захар Васильевич, 1941 çулта хăйĕн
ирĕкĕпе фронта васканă, 1943 çулхи раштавра «хыпарсăр çухалнисен» йышĕнче вилĕм
тупнă. Унччен Вăрнар лесничествин директорĕн çумĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ, Домна
Егоровна, килте сакăр ачапа тăрса юлнă, кунĕн-çĕрĕн колхозра тăрăшнă,
пĕчĕккисене кукамăшĕ Екатерина Флегентова пăхнă, тăваттăшне, ыттисене çăлаймасан
та, тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ. Валентина, Иван, Василиса, Николай пурăнаççĕ. «Пурте
аннепе пĕрле колхоз ĕçне хутшăнаттăмăр»,– асилет кĕçĕнни.
Ашшĕне Коля шкулта вĕреннĕ вăхăтранах темиçе хут шыраттарнă. Архивсем
çаплах-ха вĕçне-хĕрне тупаймаççĕ. Ача, ун ячĕпе тупа тунăн, Тăван çĕршывăн
паттăр сыхлавçи пулма сăмах парса, çар ретне тăрсан училищĕре хĕç-пăшал ăслайне
вĕреннĕ, рядовойран подполковнике çити ÿснĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ çарпа çыхăнуллă.
Пултарулăхĕнче те çар тематики малта тăрать. «Сăввисенче – хăйĕн кун-çулĕ,
ачалăхĕ, тăван тавралăхĕ, юлташĕсем, Тăван çĕршывне, Чăваш ене чунтан-чĕререн
юратса парăнни. Пире, вулакансене, хăйĕн хаваслăхĕпе, хурлăхĕпе, тарăхăвĕпе
вĕрилентерме тăрăшни илĕртет»,– тенĕ кĕнекин умсăмахĕнче Георгий Хавал çыравçă,
Н.Красновăн юлташĕ, ун пекех отставкăри подполковник.
Запаса тухсан ентешĕмĕр халăха вĕрентес ĕç министерствинче шкул ачисене çара
хатĕрлессипе тимленĕ. Юнармеецсен штабĕн начальникĕ, çак юхăмăн республикăри
командующийĕ пулнă, «Зарница», «Орленок» вăййисене Раççей Федерацийĕ таранах
ертсе пынă. ГАИпе пĕрле çамрăк инспекторсен слечĕсене, ВДПОпа пĕрле çамрăк
пушарниксен ăмăртăвĕсене йĕркеленĕ. Яш чухне Борис Марков ертсе пынă опера
театрĕнче вокал студине пĕтернĕскер, илемпе пултарулăха хытă килĕштернĕ, юрланă,
ташланă, «Шывармань», «Хамăр ял», «Чапай», «Евгений Онегин» оперăсене сцена çине
кăларма хастар хутшăннă, «Чапая» Кремльти театрта кăтартнă май РСФСР Культура
министерствин Хисеп грамотине, республика аслă органĕсен Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Кунашкал наградăсем Николай Захаровичăн темĕн чухлех. Çав шутра учительсен
«Эткер» ансамбльне йĕркелесе концертсемпе çÿренĕшĕн (лауреат дипломĕсем),
патриотла юрăсен фестивалĕнче мала тухнăшăн (Пĕтĕм Союзри смотр оргкомитечĕн
дипломĕ, ытти дипломсемпе грамотăсем). Юррисене чăвашла та, вырăсла та çырса хăй
кĕвĕлет. Пĕлтĕрхи кĕнекишĕн ăна Чăвашсен обществăпа культура центрĕн аслă поэтпа
çар пуçĕн Пайтул Искеевăн ячĕпе хисепленекен пĕтĕм тĕнчери литература премийĕпе
чысланă. Чăн чăвашсем ĕмĕрсем урлă пĕр-пĕрне саламларĕç...
М.ВАСИЛЬЕВ