Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей писателĕ Лев Анисов: «Ман йăх – Мăньял Хапăсран»

29 мая 2013 г.

Мăньял Хапăс кунта чăваш халăх çыравçи Анатолий Емельянов çуралнипе паллă.
Çавăн пекех ку ялта литература анинче, журналистикăра, тăван тавралăха тĕпчес
ĕçре сулмаклă утăмсем тунă пултарулăх çыннисем – Григорий Семенов (Григорий
Григ), Георгий Чернышев, Виталий Краснов, Сарра Баранова, Григорий Скворцов,
Ирина Игнатьева (Скворцова) – çуралса ÿснĕ.

Нумаях пулмасть пĕр тĕлĕнмелле хыпар илтме тÿр килчĕ. Раççейри паллă
писатель-историкĕн, Мускаври Тĕн Академийĕн преподавателĕн Лев Михайлович
Анисовăн йăхĕ Мăньял Хапăсран тухнă иккен. Кун çинчен вăл Шупашкара «Раççейĕн
мухтавлă ывăлĕсем – Романовсен династийĕ» проект ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме килсен
пĕлтернĕ. Хам та Мăньял Хапăс ялĕнче çуралса ÿснĕрен, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат
редакцийĕн коллективĕ сĕннипе Лев Михайлович патне электронлă çыру ятăм.
Писатель-историк нумай кĕттермерĕ, çийĕнчех хуравларĕ.

«Ман асатте (тен, асанне те) çуралнă тăрăха – Мăньял Хапăса – çитсе куртăм та
хамăн тахçанхи ĕмĕт-тĕллеве пурнăçларăм. Ман йăх çак ялтан тухнă. Асатте хресчен
пулнă, кайран священникре ĕçленĕ. Ачисем паллă çынсем пулса тăнă. Аслă ывăлĕ –
Валериан Федорович – тава тивĕçлĕ врач (ун пирки Чăваш энциклопедийĕнче çырнă),
тепри – Михаил Федорович (ман атте) Мускаври В.Плеханов ячĕллĕ институтран
вĕренсе тухнă, экономист специальноçне алла илнĕ, хĕрĕ Вера – учительте тимленĕ,
Александра – мăшăрĕн, ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕн, шанчăклă пулăшаканĕ
пулнă. Мăнукĕсем те ята яман. Валериан Федорович ывăлĕ дипломат пулнă, ООНра 20
çул службăра тăнă, Михаил Федорович ывăлĕ – писатель-историк, Вера Федоровнăн
ывăлĕ – Совет Çарĕн полковникĕ.

Ман асаттен Федор Алексеевичăн тата асаннен (шел пулин те унăн ятне
пĕлместĕп) тăван енĕ çав тери илемлĕ. Эпĕ Мăньял Хапăс ялĕн тĕп урамĕнче тăнă
чух хаклă вырăнсене курма пултарнăшăн шăпама тав турăм. Эпĕ кунти тăпрана илтĕм,
халĕ вăл ман ĕç сĕтелĕ çинче. Шел те, асатте пирки юлашки çулсенче анчах кăштах
пĕлме тÿр килчĕ...» – тенĕ çырура.

Лев Михайловичăн аслашшĕ – чăваш, Мăньял Хапăсра 1872 çулта çуралнă. Етĕрне
районĕнчи Урпаш ялĕнче священникре ĕçленĕ.

1929 çулта ăна революцие хирĕç çын тесе айăпласа Çĕпĕре янă. Унта Федор
Алексеевич 10 çул пурăннă. Калас пулать, Лев Анисовăн ашшĕне те шăпа пуçран
шăлман, элек-суя сарса ăна Читари тĕрмене хуптарнă.

Лев Михайлович чăвашлăх сĕткенĕпе пиçĕхсе ÿсмен пулин те хăйĕн йăх-несĕлĕсем,
ентешĕсем пирки пĕлесшĕн çунать. Статьясем, тĕпчев ĕçĕсем те çырасшăн. Кун пирки
пачах иккĕленместĕп.

Лев Анисовăн пултарулăхĕ анлă. Вăл СССР патшалăх радио редакцийĕн, «Совет
писателĕ» издательствăн СССР халăх прозин редакцийĕн, «Эллис Лак» издательство
редакторĕсенче, «Скифы» издательство редакцийĕн заведующийĕнче, РФ Шутлав
Палатин информаци управленийĕн консультантĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври
Тĕн Академийĕнче вырăс ÿнерĕн тата вырăс литературин историне вĕрентет. Лев
Анисов Мускаври хаçат-журналсенче истори, литература темипе нумай статья
пичетленĕ. Вăл паллă художниксем И.Шишкинпа А.Иванов, вырăс живопиçне пухакан
П.Третьяков пирки çырнă кĕнекесен авторĕ те. 1998 çултанпа – Раççей çыравçисен
союзĕн правленийĕн секретарĕ.

Лев Анисовпа мăньял-хапăссем кăна мар, районта пурăнакансем те тивĕçлипе
мăнаçланма пултараççĕ.

Е.ПОРФИРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика