29 мая 2013 г.
Шыва кĕмелли вăхăт пуçланма та ĕлкĕреймен, анчах районта шывра икĕ инкек
пулнă.
Апрелĕн 20-мĕшĕнче Малти Ишекпе Малти Кăкшăм ялĕсем хушшинчи пĕвере 77-ри
арçын путнă. Вăл, ÿсĕрскер, пулă тытма килнĕ, кăвайт чĕртсе янă. Тумтирне çулăм
хыпса илсен арçын шыва сикнĕ те каялла тухайман.
Тепĕр тĕслĕхре те 58-ти арçын ÿсĕрле пулă тытма пĕве хĕрне килнĕ те пурнăçран
уйрăлнă. Инкек апрелĕн 29-мĕшĕнче Кивçурт Мăрат ялĕнче пулса иртнĕ.
Пĕлтĕр çулла районта шыв-шурта тăватă çын путса вилнĕ: пĕр ватă ăнсăртран
шыва кĕрсе ÿкнĕ, виççĕшĕ ÿсĕрле инкеке лекнĕ.
Тĕрĕссипе, нумай чухне çынсем шывра вилнин сăлтавĕ – ÿсĕрле шыва кĕрсе кайни.
Ан манăр: эрех ĕçрĕр-тĕк пĕве-кÿлĕ çывăхне пачах пыма юрамасть.
Инкексен тепĕр сăлтавĕ – шăнăр туртса лартни. Çавăнпа та сивĕ шывра питĕ
шăрăх вăхăтра тата йывăр ĕçленĕ хыççăн ишме юрамасть. Чи лайăх вăхăт – ирхине е
кăнтăрла иртсен, шыв температури 17–20 градус чух. Хĕртсе пăхакан хĕвелте чылай
вăхăт çÿренĕ хыççăн та тÿрех шыва ан чăмăр.
Паллă мар вырăнсенче, шурлăхлă çĕрте шыва кĕме е чăмма юрамасть. Кунсăр пуçне
хăвăр вăя шанса çыранран инçе кайни лайăх ишекенсемшĕн те хăрушă. Ывăннине
сиссен çурăм çине çаврăнăр, майĕпен канса ишĕр. Енчен те хăвăрт юхăма
лекрĕр-тĕк, ун майĕпе çыран патнелле çывхарса ишĕр. Шыв авăрне лексен те хăраса
ÿкмелле мар: ÿпкене сывлăш нумайрах сывласа илмелле те чăммалла, авăртан
аяккалла ишсе тухмалла.
Мыщцăсене шăнăр туртса лартсан çурăм çине çаврăнса выртса çыран еннелле
ишмелле, çав вăхăтра мышцăсене сăтăрма тăрăшмалла.
Ф.ТИМОФЕЕВ