29 мая 2013 г.
Мăн Явăшри библиотекăна çынсем йышлăн çÿреççĕ. Пĕрисем çĕнĕ кĕнекесемпе
туслашма тăрăшаççĕ, теприсем вулакансен конференцийĕсене хутшăнаççĕ,
виççĕмĕшĕсем чăваш çыравçисемпе тĕл пулма васкаççĕ.
Библиотека заведующийĕ Эльвира Васильевна Петрова хыпарланă тăрăх, кĕнекесен
шучĕ 10 пинтен иртет, вулакансен йышĕ 500 çынна яхăн. Кăçал вĕсем вăтамран
пилĕкшер кĕнеке илсе вуланă. Кĕнекене халăх хушшине ытларах сарас тĕлĕшпе
пархатарлă ĕçсем тунăшăн Эльвира Васильевнăна Хисеп хучĕ парса чысланă.
Республика уявĕ умĕн библиотекăра тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттереççĕ.
Юлашки вăхăтра чăваш çыравçисен çĕнĕ хайлавĕсене ушкăнпа тишкерсе тухасси, хак
парасси яланхи йăлана кĕчĕ. Чăваш çыравçисем – Геннадий Михайловпа Улькка Элмен
– вулакансемпе тĕл пулчĕç, вĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç.
Библиотекăра вунна яхăн стенд йĕркеленĕ. Чăваш ен кунĕ умĕн «Чечеклен, ешер
Чăваш ен!» ятлă çĕнĕ стенд уçрĕç. Унта чăвашсен çĕнĕ ÿсĕмĕсемпе паллаштаракан
материалсене чылай вырнаçтарнă.
В.МОСКВИН