Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Cывă пул, шкул!

29 мая 2013 г.

Шĕнер Ишекри шкул директорĕ Татьяна Владимировна Скворцова юлашки шăнкăрав
уявĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Хăнана шкул ветеранĕсене те чĕннĕ. Уява
ашшĕ-амăшĕсем те йышлăн килнĕ. Директор 9-мĕш класри 14 вĕренекене патшалăх
экзаменĕсене тытма кĕртни çинчен хăйĕн хушăвĕпе паллаштарчĕ, каччăсемпе хĕрсене
ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн представителĕ И.Смолина пушă алăпа килмен:
район шайĕнчи ăмăртусенче мала тухнисене Дипломсемпе тата Мухтав хучĕсемпе
чысларĕ. Чылая пычĕ уяв. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Светлана Нестерова саламларĕ,
ветерансене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Шăхальтен килнĕ педагогика ветеранĕ
Иван Смирнов купăсне тытрĕ те янăраттарчĕ кăна чăваш юррисене. Вĕренекенсем те
пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç – юрăсемпе, вăйăсемпе савăнтарчĕç.
Валентина Ефимова повар хăнасене техĕмлĕ апатпа хăналарĕ. Чăннипех маттур Шĕнер
Ишек шкулĕнче ĕçлекенсем. Ăнăçу сунатăп сире пĕтĕм кăмăлтан.

Иван ЕГОРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика