Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче – юлашки шăнкăрав

29 мая 2013 г.

Иртнĕ эрне кун – шăмат кун республикăра 7,5 пин ытла вĕренекен валли урока
чĕнекен шăнкăрав юлашки хут янăрарĕ. Илемлĕ костюмсемлĕ каччăсемпе йăла кĕнĕ
тăрăх шурă саппун çакнă хĕрсем тăван пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашса пурнăçăн анлă çулĕ
çине тухма хăтĕрленчĕç.

Районта юлашки шăнкăрав уявĕсем пур шкулта та май уйăхĕн 24-мĕшĕнче, эрне
кун, иртрĕç. Кăçал районти шкулсенчен 255 çамрăк вĕренсе тухать, 9-мĕш класс
пĕтерекенсем – 350-ăн.

Юлашки шăнкăрава халалланă савăнăçлă линейкăсенче вунпĕрмĕшсене вĕсене
вулама-çырма вĕрентнĕ пĕрремĕш учителĕсем, класс ертÿçисем, кĕçĕн классенче пĕлÿ
пухакансем тата ыттисем ырă сăмахсемпе саламларĕç. Ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕ-хĕрĕсене
пурнăçра хăйсен малашнехи çулне тĕрĕс суйласа илме сунчĕç.

Юлашки шăнкăравпа пĕрлех вунпĕрмĕшсемшĕн халĕ чи яваплă кунсем – пĕрлехи
патшалăх экзаменĕсем – пуçланчĕç. Пĕрремĕш экзамента, вырăс чĕлхипе, районти
хĕрсемпе каччăсем хăйсене тĕрĕслерĕç ĕнтĕ. Тепĕр обязательнăй майпа тытмалли
экзамен (математикăпа) июнĕн 3-мĕшĕнче иртет.

Ытти хăш предметпа экзамен витĕр тухассине вĕренекенсем хăйсем суйласа
илеççĕ.

Çак тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем шкулпа сывпуллашакан çамрăксемшĕн пысăк
пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та вĕсене ăнăçу сунатпăр.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика