29 мая 2013 г.
Кăçалхи Химик кунĕ вăрнарсене уявпа çеç мар, чаплă парнесемпе те асра юлчĕ.
Паллах, чи малтан ырă шухăш çуратакана тав тумалла – ун пуçарăвĕпе поселок
инфраструктури çав тери пĕлтерĕшлĕ объектсемпе пуянланчĕ
«Август» Фирма парнеленĕ ача-пăча площадкисем – вĕсене Ж.Илюкин урамĕнче тата
«Химик» стадионта вырнаçтарнă – поселокри çивĕч ыйтусенчен пĕрне татма пулăшни
куçкĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ уяв кунĕнче вĕсене чаплă ларура уçнă çĕре кĕçĕннисем
çеç мар, аслисем те йышлăн пуçтарăннă. Мультфильмсенчи тĕп сăнарсем пурне те çын
пурнăçĕнчи чи асамлă вăхăта – ачалăха тавăрнă. «Пирĕнпе ÿсме çăмăлрах» –
ача-пăча хулине илемлетекен çак сăмахсем çитĕнекен ăрушăн символла пĕлтерĕшлĕ:
кирек мĕнле пулăшу та ачасене хаваслăрах, çирĕпрех ÿсме пулăшать.
«Химик» стадион хыçĕнчи урамсенче пурăнакансем, поселокран стадиона
çÿрекенсем ку таранччен ĕмĕтленме те пултарайман. Йĕпреçелле каякан çул
çывăхĕнчи çырма урлă «Звездопад» филиалĕ хывнă кĕпершĕн, стадиона çитичченех
сарнă çĕнĕ çулшăн вĕсем халĕ «Август» Фирмăна чĕререн тав тăваççĕ. «Вăрнара таса
та хитре курас килет. Кун валли укçа-тенкĕ кăна мар, çынсен пуçарăвĕ те кирлĕ.
Пĕчĕккĕн, пĕрле Вăрнартан сад туса хурăпăр», – тенĕ Фирма пуçлăхĕ Александр
Усков кĕпере уçнă самантра.
Сад пирки вăл ахальтен каламан. Химик кунĕнче çырма хĕрринче Вăрнарти 2-мĕш
шкулти 1-мĕш тата 11-мĕш классем аллея валли çĕнĕ хунавсем лартса хăварнă.
Уявăн тĕп пайĕ стадионта иртнĕ. Вăрнар химикĕсене – заводăн пултаруллă та
тăрăшуллă ĕçченĕсене – «Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков,
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, «Август-Бел»
филиал директорĕ Евгений Плотиннов, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид
Николаев саламланă. Чи маттуррисем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ.
«Химик» стадион çак кун тĕрлĕ мероприятисемпе кĕрлесе кăна тăнă. Темиçе
площадкăра спорт вăййисем – кĕрешÿ, волейбол, çемье эстафети – пынă. Уйрăмах
пухăннисене футбол вăййисем тыткăнланă: «Химик-Августăн» 1998 çулта çуралнă
футболисчĕсем акă çак кун Раççей первенствин Атăлçи зонинчи тапхăрĕн йĕркипе
Чулхулари «Волга» командăна 4:2 шутпа, тĕп команда республика чемпионачĕн аслă
дивизионри вăййисен йĕркипе Кÿкеçри «Бурилы» командăна 4:0 шутпа парăнтарнă.
Ачасем валли тĕрлĕ аттракционсем ĕçленĕ. Пухăннисем çак кун кăмăл туличчен
стадион çумĕнчи çырмара кимĕпе, катамаранпа ярăнма пултарнă. «Уяв», «Чăваш ен»,
«Волжане», «Золотые родники», «Голден Флэш» пултарулăх ушкăнĕсен концерт
номерĕсене, каçхине вара тÿпене илемлетнĕ салюта тата фаер-шоуна курса савăннă.