Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăпа ярăнас тенĕ те…

27 мая 2013 г.

Эрех çынна киревсĕр ĕçсене явăçма хĕтĕртет. Услапа Нурăс ялĕнче пурăнакан икĕ
юлташăн акă ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн ют машинăпа катаччи ярăнас шухăш çуралнă. Вĕсем
çакна шÿт-вăйă вырăнне хунă пуль те, анчах саккун ку преступленишĕн явап
тыттарать. Ÿсĕрле аташни суд тенкелĕ çинче вĕçленнĕ вĕсемшĕн.

Ку пăтăрмахлă ĕç пĕлтĕрхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре пулнă. Çынсем
пек тутлă тĕлĕк курса çывăрас вырăнне икĕ тус, 20-ри М.Павлова 21-ри Д.Павлов,
ют машинăна хăваласа тухма каварлашнă. Хăйсен ялĕнчех çакскерсем пĕр хуçалăхри
гаража çăрине çĕмĕрсе кĕнĕ. Кунта ларакан ВАЗ-2106 алăкĕсене питĕрменни те «ĕçе»
çăмăллатнă. Машинăна гаражран тĕксе тухнă та юнашар яла – Кивьял Нурăса –
вĕçтернĕ çамрăксем. Анчах нумаях ярăнайман – уйра чарăнса ларнă. Çак вырăнта
ярса илнĕ те вĕсене полици сотрудникĕсем.

Суд умне тăнă çамрăксенчен М.Павлова колоние яма, Д.Павлова условнăй майпа
ирĕкрен хăтарма йышăннă. Тĕрĕссипе, М.Павлов унччен те саккунпа айăпланă. Вăл
2011 çулта та суд тенкелĕ çине ларнине кура ун чухнехи айăплăва суд хальхи çумне
хушса панă. Пĕтĕмпе унăн 3 çул та 6 уйăх юсану колонийĕнче ирттерме тивет.

Çапла яланлăхах асра юлĕ çамрăксемшĕн каçхи ярăну.

А.ШАШКАРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика