27 мая 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун «Ачалăх çăлтăрĕсем» пултарулăх конкурсĕн республикăри
тапхăрĕн тата тăлăх, ашшĕ-амĕш хÿттисĕр юлнă ачасен «Çăлтăр ушкăнĕ» конкурсĕн
финалĕнчен Калининăри шкул-интернат вĕренекенĕсем хавхалануллă, çĕнтерÿллĕ
кăмăл-туйăмпа таврăннă. Савăнмасăр, тĕрлĕ номинацисенче 1, 2, 3-мĕш вырăнсем –
калининăсен пултарулăхне ятлă-сумлă çынсенчен тăракан жюри çав тери пысăк хак
панă.
Илемлĕ пултарулăх конкурсĕсем Атăлçи федераллă округăн регионĕсенче
пурнăçланакан «Ачалăха тавăрар» проект йĕркипе иртнĕ. Учредительсемпе
йĕркелÿçисем – ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, «Раççей ача-пăча
фончĕ» ыркăмăллăх фончĕн республикăри уйрăмĕ, Чăваш енри интернат учрежденийĕсен
директорĕсен канашĕ. Çакнашкал мероприятисем шкул-интернатсемпе ача çурчĕсенче
вĕренекенсем тата воспитани илекенсем хушшинче талантсене тупса вĕсене аталанма
май туса парас, çамрăк ăрăва Раççей культурипе, йăли-йĕркипе çывăхлатас тĕллевлĕ
тесе пĕлтереççĕ йĕркелÿçĕсем.
Ачасем конкурссене хапăлласа та юратса йышăнни курăнать: заявкăсене 14
шкул-интернатпа ача çуртĕнчен йышăннă. Республикăн тĕп хулинче иртнĕ финалта 200
ытла ача хăйсен юрлас-ташлас, сăвă-проза вулас, кĕвĕ-çемĕ калас, сцена çинче
выляс ăсталăха кăтартнă. Каларăмăр, Калининăри шкул-интернат вĕренекенĕсем
хатĕрленĕ номерсем куракансен кăмăлне те çĕнсе илнĕ, жюрин çирĕп хаклавне те
тивĕçтернĕ. Сергей Айсин Раиса Сарпин «Тăван таврара» сăввине чун-чĕререн
тухакан туйăмпа вуласа «Илемлĕ сăмах» номинацире иккĕмĕш пулнă.
Интернатăн «Балалаечники» ушкăнĕн çитĕнĕвĕ тата сумлăрах – ачасем вырăс тата
чăваш юррисен кĕвви-çеммисене выляса тĕлĕнтерме пултарнă. Вĕсен –
«Инструментальная» номинацире пĕрремĕш вырăн. Сăмах май, ку пултарулăх ушкăнĕнчи
ачасем балалайкăсăр пуçне контрабаспа, кашăксемпе тата ытти инструментпа илемлĕ
кĕвĕсем калама ăста.
Снежана Михайлован «Пукане» юррине те жюри палăртмасăр хăварма пултарайман –
«Вокал» номинацире илемлĕ саслă хĕрача иккĕмĕш вырăна тухнă.
«Конкурса хутшăнма вĕренекенсене хатĕрлес тесе Олег Семенов музыка ертÿçи çав
тери ăшталанчĕ. Кунсерен ирттернĕ репетицисем, ачасен хăйсен пысăк хавхаланăвĕ
çĕнтерме пулăшрĕ», – мухтарĕ вĕренекенсене Калининăри шкул-интернат директорĕн
заместителĕ С.Югина.
И.ЯКОВЛЕВА