27 мая 2013 г.
Кану уçлăхне хÿтернĕ хыççăн ку енчи çула эп çирĕм çул ытла тухман. Шăрантарса
çу хĕвелĕ хĕртет. Çут çанталăк хаваслăн ешерет. Хĕвел хĕлхемĕнчен тĕртнĕ
пуставпа хупланă тейĕн – пĕтĕм тавралăх çап-çутă та сап-сарă. Чăваш енре халь
кукша пуç – хăлха çакки курăкĕ хытă алхасать. Французсемпе яппунсен,
акăлчансемпе австриецсен сĕтелĕ çинче йÿçĕ сĕтлĕ çак чечек ресторан салачĕ
шутланать. Унран эмел те, эрех те юхтараççĕ.
Пĕр сăввăмра çапла калани пурччĕ:
Ку, тен, шутсăр ямăт пурлăх;
Нефть те, газ та çук çĕртен,
Каçарсассăн чикĕ урлă
Туххăм пуйăпăр-и тен;
.....
Йÿçĕрен пылак тумашкăн
Тупĕ-ши ăслай чăваш;
Кукша пуç вĕçне юласшăн
Мар-и эпĕр;
... Ан тавлаш.
Умра – «Волонтер» коммунăпа паллă биолог-селекционер И.В.Мичурин ячĕпе
хисепленнĕ хуçалăхăн пулнă çĕршыв. Вăрнар енчи тухăç сăртлăхĕнчен ал лаппи çинчи
пек курăнать. Хуратнă-шуратнă саплăксем пур-и-ха тесе сăнарăм. Çук.
– Пăхăр-ха: «Самолет» колхозăн пулнă сулахайри çак çĕре вăрман пусса илчĕ, –
терĕ машинăра çумăн ларса пыракан юлташăм. – Пăртас леш енĕнче, Кĕперлĕпе
Волонтер талккăшĕнче вăрман ÿсет.
Председательте А.И.Грибовпа (1958 – 1976) Г.И.Судов (1977 – 1985) ĕçленĕ
çулсенче эпĕ кунта колхозниксен пухăвĕсене хутшăннă, хаçатсен корреспонденчĕсене
ялсемпе фермăсем тăрăх ертсе çÿренĕ. 1100 гектартан кая мар тыр-пул акса
тăватчĕç. Çулленех 1000 тонна виçипе патшалăха çĕр улми ăсатнă. Фермăсенче 350
сурăх, 1000 – 1800 пуçран кая мар шултра выльăх тытнă, 400 ĕне сунă, 1000 сысна
самăртнă. Александр Иванович хăйĕн хĕрĕх тăватă çулĕнчен вун саккăрăшне правлени
пуçлăхĕн должноçне халалланă, колхозшăн хытă тăрăшнă. «Тырпул тухăçне малтанхи
пилĕк çулĕнче икĕ хут, çичĕ çулта виçĕ хут ÿстерме пултарчĕ», – тенĕччĕ райкомăн
пĕрремĕш секретарĕ А.В.Емельянов. А.Грибов та, Г.Судов та Вăрнарти, Шупашкарти
хими предприятийĕсемпе çыхăну тытнă, удобрени, резина шифер туяннă, уя тислĕк
нумай кăларнă. Кунта пĕрре мар районпа республика семинарĕсене ирттернĕ. Ферма
ĕçченĕ Анна Дмитриевна Гаврилова Ленин орденне тивĕçнĕччĕ. Пилĕкçуллăх
ударникĕсем, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисем, 1970 – 1975 çулсенче чăх-чĕп,
сурăх, сысна, ĕне пăхнисем, нумай хутчен «Районта чи лайăххи» ятпа мухтава
тухрĕç, çав шутра: О.Николаева, И.Данилова, М.Сканькова, Н.Андреева,
М.Николаева, А.Антонова, М.Кузнецова... Иван Макарович Захаров тĕп агрономпа
Геннадий Арсентьевич Иванов тĕп зоотехник хастарлăхĕ манăçмасть...
... Яла кĕрсе пыратпăр. Тĕп урамра çын утнине асăрхамарăм. Эртеллĕ-нимеллĕ
пурнăçа, Пурнăç çыннисене, Ĕç паттăрĕсене, шел пулин те, иртнĕ вăхăтпа асилме
тивет. Фермăсемпе автопаркран арканчăк вырăнсем те тăрса юлман-мĕн.
– Çирĕм-вăтăр трактор, çирĕм-вăтăр автомашина кĕрлетчĕ. Хурçă гвардин ку ялти
тĕп чăмăрĕнчен, çирĕм ытла механизатортан, пĕчченех пурăнатăп, – терĕ Петр
Николаевич Николаев, медальлĕ сумлă ветеран, Совет правительстви 1986 çулта Ĕç
Мухтавĕн орденĕпе чысланă хисеплĕ шофер-водитель. Ял пуçлăхĕ Геннадий Дмитриевич
Петров нумай пулмасть ăна район энциклопедине кĕртмелли хутсене тыттарнăччĕ те,
тахçантанпа пĕлнĕ юлташăма юбилейĕ ячĕпе алă тытса саламлассăм килчĕ.
Вăл корридăри евĕрлĕ хÿхĕм вăкăр патĕнче тĕрмешет. Ĕне, сурăх тытаççĕ.
Гаражĕнче кĕç-вĕç тапранма хатĕр машини ларать. Сăра-эрех сыпмасть иккен вăл.
Кĕрешле сатур. Пĕрмай ĕçре. Ансат та хавас кăмăллă. Кулăша килĕштерет. Кирек
кама та хапăл – пуринпе те сăмах тупма тарават. Елена Филипповнăпа иккĕшĕ пĕр
талайлă варлă мăшăр. Ачисемпе (пиллĕкĕн), мăнукĕсемпе (тăваттăн) мăнаçланма
сăлтав пур: аслă пĕлÿ е ятарлă пĕлÿ туяннă, пурте ĕçлеççĕ, Салехард таран катана
кайни те çуралнă киле манмасть. Кил-хуралти – шăтăр-шăтăр, пурте хăтлă, пурте
пур.
Петя ачаранах – ялта çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах ĕçе кÿлĕннĕ,
çулталăк çурă Вăрнарти промкомбината çÿренĕ. Вун улттăра Çурçĕр Казахстана çул
тытнă, Пресновкăра пĕр çулталăк механизаци шкулĕнче вĕреннĕ. 1960 çултан тăван
ялта тракторпа ĕçлеме тытăннă. Канашра шоферла ăсталаннă. Опытлă
механизаторсемпе – Михаил Галкин шоферпа, Елизар Кумаляковпа, каярахпа (1985
çултан) республикăн тава тивĕçлĕ тракторисчĕпе, туслă пулнă. Çар службине Совет
Çарĕсен Германири ушкăнĕнче ирттернĕ.
– Александр Иванович мана йĕркене çирĕп уянăшăн, техника тĕлĕшĕнчи
маçтăрлăхшăн, çартилле вăр-варлăхшăн юрататчĕ, – тет Петр Николаевич. – Çĕнĕрен
çĕнĕ килсе тăнă пилĕк автомашинăпа чупрăм. Анăçран тухăçа – Белоруссирен Тюмень
таран çаврăнтăм. Ăçта кăна çитмен-ши: Минск, Фрунзе, Курск, Ульяновск, Киров,
Горький, Тюмень...
Çавнашкал çул çÿревсен стажĕ – хĕрĕх çул. Татах ĕçлесчĕ те – Мичурин ячĕллĕ
коллектив 2001 çулхи çуркуннепе тăнчах саланать, арканать. П.Николаев ку çывăхра
хăйне тепĕр инкек сыхласа юнанине курса тăрать. Пенси срокĕ те инçе мар авă,
анчах алăра кирлĕ документсем пачах çук. 1990 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче
шартламари вăрах çĕрле колхоз правленин çуртне çунтарса янă. Çулсем иртсен те,
пушар сăлтавне уçăмлатайман. «Гайдарсем» ун чухне Кремльтисенчен пуçласа
вырăнтисем таранах пăтăрмахлă мĕнпур синкере «смута» (пăтранни, аптăрани,
харкашни, ăнран тайăлни темелле-и;) тенĕ ăнлавпа «списать тунă». Пĕрлех çĕр-çĕр
колхозникăн ĕç кĕнекине, ĕçшĕн тÿленин ведомоçĕсене, профсоюз членĕн кĕнекисене
«списать тунă» пек пулса тухнă.
Петр Николаевич пурĕ пĕр аптăраман: тĕрĕслĕх шыраса вунă çул ытла Вăрнарăн –
Шупашкарăн – Мускавăн Госдумăна çитиех çырусем çÿретет. Канăва пĕлмен орденлă
ĕçченĕн (Хисеп грамотисем те комсомолтан пуçласа Совмин çÿллĕшĕнчен панисем пĕр
купа) пенсийĕ епле-ха чи пĕчĕкки пулмалла (паянлăха – пурĕ те 5330 тенкĕ);
Раççейри хальхи вăтам пенси 9 пин тенкĕ. Танлаштарма: Европăра – 40–50 пин
тенкĕ. Колхоз председателĕ пулнă Г.И.Судов правленин отчетлă доклачĕсем тăрăх
çакăн пек çирĕплетсе кăтартнă: «П.Н.Николаев водителĕн уйăхри вăтам ĕç укçи ак
мĕнле тухса пынă: 1977 çулта – 275 тенкĕ, 1978 – 293, 1979 – 269, 1980 – 282,
1981 – 291, 1982 – 315 тенкĕ. Ман председатель оклачĕ 220 тенкĕ пулнă». Мана,
райкомăн 2-мĕш секретарьне, 190 тенкĕ тÿлетчĕç... В.Н.Никандрова тĕп экономистпа
А.П.Шусева тĕп бухгалтер та Геннадий Ильичăнни евĕрлĕ заявленисем тăратнă,
виççĕшĕ те П.Н.Николаева хакласа паха характеристика çырнă.
Ставрополь крайĕн Думи Госдумăра пăхса тухма «О внесении изменений в статью
30 Федерального закона «О трудовых пенсиях в Российской Федерации» текен проект
тăратнă. Госдумăран П.Н.Николаева пĕлтĕрхи июнĕн 19-мĕшĕнче панă хуравра «в
настоящее время указанный законопроект находится в стадии подготовки к
рассмотрению в первом чтении» тесе шантарнă. Саккуна хушса çырни П.Н.Николаев
пек пăтăрмах тÿснисен шăпине çăмăллатма кирлĕ. Анчах сăмах пирнешкеллисем пирки
пынă чух васкамасть çав Дума...
«Вăрçă ачисем» пирки хатĕрленĕ проектсем Госдумăра тахçантанпах выртаççĕ.
Виçĕм çултан куçса пырса кăçалхи мартăн 20-мĕшне, унтан апрелĕн 19-мĕшне çитрĕç.
Пăхса тухĕç-и; Пăхса тухма тархасласа 12 миллион çын заявлени тăратнă, «вăрçă
ачисене» хăть тыл ĕçченĕсемпе танлаштармалла, пурнаканнисен нушине кăшт та пулин
çăмăллатасчĕ...
Арăм енчен тивекен пирĕн тăван Юрий Павлович Николаев «Ман ăшра пăртассен
халтăр чунĕ пурăнать!» теме юратать (хăй рейсра терĕç, амăшĕпе – Вера
Васильевнăпа курнăçса калаçрăмăр). Петр Николаевич калашле, пăртассем тенине
кунта анлăраххăн ăнланмалла. Пăртассем, апла – халтăр халăх. Чăваш енĕн çĕнĕ
энциклопединче пăртас – халăх (йăх, ăру) тесе кăтартнă. Çырулăх çăлкуçĕнче 8-мĕш
ĕмĕртен тĕл пулать. Атăлăн сылтăм çыранĕнче, пăлхарсемпе хазарсем хушшинче, Тури
Донпа Тури Ока хушшинче пурăннă, тыр-пул тунă, выльăх ĕрчетнĕ, ухутана çÿренĕ.
Тутар-монголсенчен тарса, çурçĕрелле хăпарнă. Хунсем, савирсем çĕтнĕ, пĕтнĕ,
пăртассем тăрса юлнă. «Смута» саманинче Пăртас ятлă çар пуçĕ Мининпа Пожарский
ополченине пĕрлешсе интервентсемпе хаяр çапăçнă, Хусан ханĕпе тытăçнă. Кузьма
Минин Пăртас тусĕ патĕнче (ăна кнеç, турхан, патша тенисем те тĕл пулаççĕ)
Шупашкаркассинче вилнĕ теççĕ. Пăртассен хăйсене пĕлмеллех, çавăнпа ку япаласене
тĕплĕнреххĕн шкулта тишкерччĕр. «Пăртас» ят хальхисене нумай ĕмĕрсем
каяллахисемпе çыхăнтарать-и; Этнос паллисене çухатнă пулсан та, пăртасла халтăр
хевте юнра-чунра, тен, чăнах та сыхланса юлнă; Акă, Петр Николаевич – чăн-чăн
пăртас. Кăмăлĕн çирĕплĕхĕпе сывлăхĕн çирĕплĕхĕ питĕ килĕшÿллĕ. Пăртасла халтăр
хевте пур унра. Пурнăçĕн принциплă девизне «Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр кĕреш!» текен
сăмахсемпе палăртма пулать. Оптимист вăл. Хăйне, чăнлăха, тĕрĕслĕхе ĕненет.
Г.Петров евитленĕ тăрăх, поселенире 1470 çын пурăнать, анчах кашни-пĕри хăйне
тĕллĕн. Çич ютри капиталистсене услам кÿрсе йÿнеçтернипех çамрăксем çĕнĕ çуртсем
лартаяççĕ. Пĕр хăна çĕнĕрен лартма ĕлкĕрейменнин тăлăх пÿртне туянасшăн
пулнă-мĕн. Хуçи тупăннă: «Тăван çĕршыв сутăнмасть!» – тенĕ. «Пăртасла каланă!» –
хушса хучĕ Петр Николаевич.
Пĕр-пĕр Пăртас Госдумăра кирлĕ те çав!
М.ВАСИЛЬЕВ