Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чума пирки

27 мая 2013 г.

Сыснасен классика чуми – питĕ хăрушă чир. Вăл пур ÿсĕмри сыснасене те ерет.
Ку чир хуçалăха питĕ пысăк сиен кÿрет, чирлесессĕн сыснасен 40–60 проценчĕ таран
вилет. Чума чирĕнчен сыхланма çăмăлтарах. Анчах чир сарăлсан унпа кĕрешме йывăр
пулать. Çавăнпа сысна ферминче ĕçлекен кашни çыннăн чума мĕнле ернине, çак
чиртен мĕнле сыхланмаллине, мĕнле кĕрешмеллине пĕлес пулать. Чирлĕ сыснасене
пуссан чума аш-какай урлă та, çавăн пекех чирлĕ выльăх патĕнче пулнă çыннăн
пушмакĕнчен, тумтирĕнчен, ĕç хатĕрĕнчен ерме пултарать. Çавăнпа та обществăлла
выльăх-чĕрлĕх фермисене урăх çынсене, аякран килнĕ транспортсене, ытти фермăри
выльăхсене кĕртме юрамасть. Тавралла карта тытса çавăрмалла. Атă-пушмака
дезинфекцилеме алăк умне 4 процентлă натрипе е 10 процентлă хлорлă извеçпе
йĕпетнĕ пăчкă кĕрпи тултарнă ещĕксем лартмалла. Сыснасем кирек хăш вăхăтра та –
çуркунне, çулла, кĕркунне тата хĕлле – чумапа чирлеме пултараççĕ.

Чирленĕ сыснасен температури 41 градуса çитет, вĕсене шăнтса пăрахать,
çавăнпа сыснасем ай сарăм ăшне кĕре-кĕре выртаççĕ, апат çиме пăрахаççĕ. Вĕсене
вар витти ерет, хăш чухне чирлĕ выльăх ÿсĕрме пуçлать. Вилнĕ е чирленĕ хыççăн
пуснă сыснасен ăш-чиккине касса пăхсан вĕсен шалти органĕсене юн кайни палăрать.

Сыснасене чума чирĕ ересрен сыхлас тесен вĕсене лайăх витесенче усрамалла,
тĕрлĕрен апатпа тăрантармалла. Унта белок, çу, углевод тата минераллă япаласемпе
витаминсем пулччăр.

Тата сыснасене чумапа чирлесрен вăхăтра прививка тусах пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Килте сысна чирлерĕ е вилчĕ пулсан çийĕнчех вырăнти е ветстанци тухтăрĕсене
пĕлтерес пулать.

Е.ГРИГОРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика