27 мая 2013 г.
Чăваш ăсчăхĕ, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ,
«Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Васильевич Никольский профессор çуралнăранпа
135 çул çитрĕ.
Н.В.Никольский 1878 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсĕнчи
Купăрля ялĕнче йышлă хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Шăматри земство,
Шупашкарти тĕн семинарийĕпе академийĕнче вĕреннĕ. Хĕрарăмсен земство шкулĕнче
чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, Хусанти учительсен семинарийĕнче ĕçленĕ. Хусан
университечĕн, Çурçĕр-хĕвел тухăç археологи институчĕн доценчĕ тата профессорĕ,
Хĕвел тухăç консерваторин директорĕ тата профессорĕ, Хĕвел тухăç педагогика
институчĕн профессорĕ пулнă.
Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ çулсенчех Н.Никольский Атăл тăрăхĕнчи
халăхсен историйĕпе тата этнографийĕпе кăсăкланма пуçланă.
Н.Никольский чăваш халăхне наци пĕр танлăхĕпе тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшнă.
Н.В.Никольский 1906 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш хаçатне
«Хыпара» пичетлесе кăларнă.
Николай Никольский – 250 яхăн томран тăракан ал çырусен пуххин авторĕ.
Уйрăмах паллăраххисем: «Народное образование у чуваш», «Взгляд чуваш на воинскую
повинность», «Конспекты по этнографии чуваш», «Этнографические заметки о чувашах
Козьмодемьянского уезда Казанской губернии», «Краткий курс этнографии чуваш»,
«Краткий чувашско-русский словарь», «Народная медицина у чуваш» т.ыт.те. Ăна
1947 çулта тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн истори наукисен докторĕн ученăй степеньне
иккĕмĕш хут панă. 1950 çулсенче этнограф 2217 ваттисен сăмахĕнчен тăракан
«Пословицы чувашского народа» тата революцичченхи чăваш халăх юмахĕсен пуххисене
хатĕрлесе çитернĕ. Юмахсен кĕнеки 1960 çулта пичетленнĕ.
Пултаруллă ăсчах 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусанта пурнăçран уйрăлнă.
О.ВАСИЛЬЕВА