27 мая 2013 г.
Кăçал Атăлçи федераллă округра 8 обществăлла проект пурнăçланать. Вĕсем пурте
çамрăк ăрăва патриотизм сĕмĕпе воспитани парас, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма
хавхалантарас тĕллевлĕ.
Çак йышра – Атăлçи федераллă округăн çамрăксен форумĕ, «Зарница» çарпа спорт
вăййи, «Гвардеец» спорт лагерĕсем, «Кадетство» проект, Атăлçи федераллă округăн
спортпа туризм лагерĕ, Интернет-проектсен «Третье измерение» конкурсĕ, «Вернуть
детство» проект тата ыттисем.
«Туриада – 2013» спортпа туризм лагерьне, сăмахран, Чăваш енĕн 30 çынран
тăракан делегацийĕ хутшăнать. Республика чысне Шупашкарти аслă шкулсен
студенчĕсем хÿтĕлеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнисĕр пуçне программăна
пултарулăх тата ăс-тăн конкурсĕсене кĕртнĕ.
Интернет-проектсен «Третье измерение» конкурсĕ те çамрăксемшĕн кăсăклă
пулмалла. Çĕнтерÿçĕсене «Чи лайăх информаци проекчĕ», «Чи лайăх вĕрентÿ
проекчĕ», «Социаллă сеть сферинчи чи лайăх проект» номинацисенче палăртаççĕ. Чи
лайăх проектсен авторĕсем вĕсене малашне пурнăçа кĕртме грантсене тивĕçĕç.
Конкурса хутшăнма заявкăсене obrazov33@cap.ru электронлă адреспа май уйăхĕн
30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
И.ПЕТРОВА