27 мая 2013 г.
СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев çуралнă тăрăхра – Шупашкар районĕнчи Апаш
ял тăрăхĕнче – Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ «Яланах
театр» фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Çак мероприятие мĕнпур район-хулари
300-е яхăн профессионал мар артист хутшăннă.
Фестиваль-конкурс кăçалхи кăрлач–ака уйăхĕсенче пулнă. 84 театр коллективĕ
(çав шутран 22-шĕ – ачасен) тĕрлĕ спектакльсене, вĕсен сыпăкĕсене, çавăн пекех
миниатюрăсене кăтартнă. Конкурса хутшăннисен пултарулăхне СССР халăх артисчĕ
Вера Кузьмина, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Иван
Иванов, ЧР халăх артистки Анна Кутузова, Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕ
Геннадий Кириллов, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ,
республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕн театр искусстви енĕпе тимлекен методисчĕ
Владимир Григорьев 20 номинаци тăрăх хакланă.
Фестивале вăрнарсем те хастар хутшăннă. Хăмăшри культура çурчĕн драма кружокĕ
«Курăмлă анекдот», Вăрнарти культурăпа кану çурчĕн халăх театрĕ «Спектакльти чи
лайăх сыпăк», Чăрăш Хирлепри драма коллективĕ «Пĕр пайлă чи лайăх спектакль»
номинацисенче палăрнă, III степень диплома илме тивĕçнĕ.
Вăрнарти культурăпа кану центрĕнчи халăх театрне çÿрекен Римма Сорокина «Кай,
кай Ивана» спектакльти Наçтаç сăнарне ăста калăпланă. Ăна «Чи лайăх хĕрарăм
ролĕ» номинацире палăрнăшăн III степень дипломпа чысланă.
Чăрăшкас Хирлепри драма коллективĕн членĕ Григорий Семенов артистсенчен кая
маррине çирĕплетнĕ, «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ,
диплома тивĕçнĕ.
«Наци мухтавĕ» номинацире Кÿстÿмĕрти культура аталанăвĕн тата библиотека
тивĕçтерĕвĕн центрĕн драма кружокне çÿрекен Наталья Захарован пултарулăхне
палăртнă. Вăл Виталий Шемекеевăн «Телей туртăмĕ тĕрлĕрен» поэми тăрăх «Тайма пуç
сана, салтак амăшĕ» инсценировка хатĕрленĕ.
Е.ПОРФИРЬЕВА