Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун ыйтнине вăхăтра пурнăçламалла

27 мая 2013 г.

Нумай хваттерлĕ çуртсене энергоресурссене пĕтернине шутлакан учет приборĕсем
вырнаçтарассипе çыхăннă лару-тăрăва Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе
иртнĕ ларура пăхса тухнă.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, энергие перекетлессипе ытларах ĕçлемеллине палăртнă.
Ку хушу мĕнле пурнăçланса пыни çинчен Чăваш ен Строительство министерствин
ертÿçи Олег Марков каласа пачĕ.

– Олег Иванович, çуртсенче пĕтĕмĕшле учет приборĕсене вырнаçтарассине хăш
районсенче вĕçленĕ;

– Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне 9 муниципаллă пĕрлĕхре – Улатăр, Элĕк,
Патăрьел, Канаш, Муркаш, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче – çак ĕçе
туллин пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле республикипе илсен, нумай хваттерлĕ çуртсене учет
приборĕсемпе тивĕçтереслĕх шайĕ 93,93 процентпа танлашнă: ăшă енĕпе – 88,82
процент, вĕри шывпа – 96,35, сивĕ шывпа – 86,45, электроэнергипе – 99,55
процент.

– Энергие перекетлеме пулăшнисĕр пуçне ку ĕçĕн мĕнле лайăх енĕсем пур;

– «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшу паракан Фонд
çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, РФ субъекчĕсене Фонд шучĕпе укçа-тенкĕ
уйăрнă чух çуртсене коммуналлă ресурссене шутлакан учет приборĕсемпе мĕнле шайра
тивĕçтернине шута илеççĕ.

Енчен те заявкăсене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен панă-тăк, учет приборĕсен
çуртсен 75 процентĕнче пулмалла. Республикăри районсемпе хуласем пурте çак
условие пурнăçланă, энергоресурссене мĕн чухлĕ пĕтернине кăтартакан учет
приборĕсене вырнаçтараслăх шайне 75 процента çитернĕ.

– Нумай хутлă çуртсенче пĕтĕмĕшле учет приборĕсене вырнаçтарас тивĕçе кам
пурнăçлать;

– Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле учет
приборĕсем лартассине пÿлĕмсен харпăрлăхçисен пĕлтĕрхи июлĕн 1-мĕшĕччен
вĕçлемеллеччĕ.

Палăртнă вăхăтра ку ĕçе пĕтермен çуртсенче учет приборĕсене кăçалхи июлĕн
1-мĕшĕччен лартма ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене хушнă.

Республикăра, тĕпрен илсен, ку ĕç нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсен
харпăрлăхçисен йышăнăвĕпе пурнăçланать.

Федераллă саккунпа палăртнă тăрăх, çуртри пĕтĕмĕшле учет приборне ресурссемпе
тивĕçтерекен организацисем вырнаçтарсан вĕсем тăкакланă укçана харпăрçăсен пилĕк
çул хушшинче пайăн-пайăн тÿлесе татмалла.

Енчен те харпăрçăсем учет приборне вырнаçтарма йышăнман-тăк, ресурспа
тивĕçтерекен организацие тăкаксене саплаштарас ыйтăва суд йĕркипе татса параççĕ.
Кун пек тĕслĕхсем республикăра халиччен пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика