27 мая 2013 г.
Хальхи вăхăтра мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 8567 пуç ĕне усраççĕ, вĕсенчен
107055 килограмм сĕт суса илеççĕ, çав шутран ял хуçалăх организацийĕсенче –
30057 килограмм.
«Мураты» кооперативăн кулленхи сăвăм кăтартăвĕ пуринчен пысăк. Хуçалăхра
кашни ĕнерен вăтамран 21,2 килограмм сĕт суса илеççĕ. Чи пĕчĕк кăтарту «Феникс»
агрофирмăн. Сăвăм 4,5 килогрампа танлашнă.
Сĕте 11–12,5 тенкĕпе вырнаçтараççĕ. Продукцие туянакансем – Вăрнарти,
Шупашкарти, Етĕрнери сĕт завочĕсем.
Е.ПОРФИРЬЕВА