27 мая 2013 г.
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсенче 728 гектар çĕр
улми лартнă е плана 45 процент пурнăçланă. «Янгорчино» кооперативăн, Валентин
Павловпа Михаил Тарасов фермерсен хуçалăхĕсен «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче ĕç
вĕçленмелле.
Халльĕхе тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен лаптăкне 1661 гектар
им-çамланă. Ку ĕçре Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Санары», К.Маркс ячĕллĕ,
«Юнтапа», «Знамя» хуçалăхсем хастар.
«Агрохмельте» хăмла 4 гектар çакнă.
Е.ПОРФИРЬЕВА