Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх уçă

27 мая 2013 г.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Хĕрарăмсен канашĕн председателĕпе,
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Екатерина Лаховăпа тĕл пулнă.

Депутат республикăна регионсен хушшинчи «Ачасен интересĕсемшĕн ĕçлемелли наци
стратегийĕ: ăнăçлă тата хÿтлĕхлĕ ачалăха тивĕçтерес енĕпе хĕрарăмсен канашĕсем
тунă пуçарусем. Ĕç опычĕ» конференцие хутшăнма килнĕ.

Михаил Игнатьев Екатерина Лаховăна Чăваш ен тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн, Раççей
Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май çемье институтне çирĕплетме пысăк тÿпе
хывнăшăн тав тунă.

Екатерина Лахова палăртнă тăрăх, Чăваш енре сывлăх сыхлавĕнче, социаллă
политикăра, вĕренÿре, ытти сферăра ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Республикăра
Ачасен интересĕсемшĕн ĕçлемелли наци стратегине пурнăçламалли плана йышăннă,
кирлĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Ача амăшĕпе ачалăха хÿтĕлес енĕпе çине тăраççĕ,
кунта тăнăçлăх хуçаланать, 126 наци çынни мирпе килĕшÿре пурăнать. Республикăри
Хĕрарăмсен канашĕн уйрăмĕсем мĕн пур районта ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика