Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Андреева министр – Вăрнарта

27 мая 2013 г.

Вăрнарта Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен
министрĕ Валентина Андреева ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ, район хаçачĕн редакцийĕн
ĕçченĕсемпе курнăçрĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев
та хутшăнчĕ.

Çулталăк каялла министр должноçне йышăннă ертÿçĕ пирĕн тăрăха халĕ кăна (ытти
редакцисенчен чи юлашкисен шутĕнче) килнине Вăрнарти хаçатçăсем ăнăçлă, кал-кал
тимленипе сăлтавларĕ. «Хăш-пĕр редакци кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ пулсан,
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат республикăра чи лайăх массăллă информаци хатĕрĕсен шутне
кĕме пултарчĕ. Коллектив аталану çулĕпе шанчăклă утать: хаçат тиражĕ, ĕçлесе
илекен тупăша та ÿстереççĕ. Çавăнпа та сирĕнпе, пултаруллă ĕçлекенсемпе, тĕл
пулма питĕ кăмăллă», – пĕлтерчĕ Валентина Владимировна министр.

Валентина Андреева министр автономи учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă
май, район хаçатне пичетлекен тата бланк продукцийĕ кăларакан типографине те
çитсе курчĕ. Редакци коллективĕпе ирттернĕ калаçура халăха информаципе
тивĕçтерес ĕçре паянхи çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курасси, тата тупăшлă
ĕçлеме тĕрлĕрен майсем шырамалли пирки сăмах хускатрĕ. Министр «Çĕнтерÿ çулĕ»
хаçат сăн-сăпачĕпе те, содержанийĕпе те пуян та илемлĕ пулнине палăртса малашне
те ăнăçуллă, вулакансен кăмăлне тивĕçтерсе тимлеме ырă сунчĕ.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика