22 мая 2013 г.
Чăваш енĕн тĕп хулинче Шупашкарта халăхсем хушшинчи VI кинофестиваль старт
илнĕ. Вăл май уйăхĕн 20–25-мĕшĕсенче иртĕ.
Тунти кун ирхине ирех республикăн тĕп хулинче Мускавран килсе çитнĕ хăнасене
йĕркелÿ комитечĕн представителĕсем, журналистсем, паллă кинематографистсен
талантне сума сăвакан çынсем, «Уяв» халăх фольклор ансамблĕ кĕтсе илнĕ. Шупашкар
хăнисем йышĕнче – фестивалĕн программа директорĕ Сергей Лаврентьев, жюри
председателĕ Раççей халăх артистки Татьяна Яковенко, Ольга Суркова киновед,
Пракаш Шарма продюсер (Инди), Олег Ковалев режиссер тата сценарист, Дмитрий
Таланкин режиссер, Раççей халăх артисчĕ Александр Пятков, Владимир Козлов
режиссер, Сергей Шевченко, Алина Ольшанская, Анатолий Кот артистсем тата
ыттисем.
Жюри членĕсем наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцие хутшăннă. Каçхине
кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура «Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлнă.
Асăрхăр: фестиваль йĕркипе кăтартакан киносеанссем тÿлевсĕр.