Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир ересрен асăрханмалла

20 мая 2013 г.

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен республикăра «Шурă
чечек» акци иртрĕ. Кун пирки туберкулезпа кĕрешекен диспансерăн кăнтăрлахи
стационар уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Валерьевна Мусаткина каласа парать.

– Надежда Валерьевна, республикăра «Шурă чечек» акцие мĕн тĕллевпе
ирттереççĕ;

– Раççей Федерацийĕнче туберкулеза тупса палăртма ачасене тата яш-кĕрĕмпе
хĕр-упраçа Манту тăваççĕ, çитĕннисен флюорографи витĕр тухмалла. Шел пулин те,
нумай пациент чир-чĕр палăрăмĕсем пулсан та медицина пулăшăвĕ илме васкамасть.
Туберкулезăн уçă формипе чирлĕ çын çулталăкра 5–50 çынна инфекци ертме
пултарать. Çавăнпа та çынсен тимлĕхне ÿстерме «Шурă чечек» акци йĕркелерĕмĕр.
Профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухмаллине кашниех çирĕп ăнлантăр. Вăхăтра
флюорографи тăни туберкулеза тупса палăртса чиртен сыватма пулăшать.

– Акци пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарăр-ха;

– Туберкулезпа кĕрешекен диспансерта Уçă алăксен кунĕсем иртрĕç: килекенсем
врач-фтизиатр сĕнÿ-канашне илме, флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухма пултарчĕç.
Çавăн пекех диспансер çумĕнче куçса çÿрекен флюорографи установки ĕçлет. Çапла
майпа аякри ялсенче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслеме пулать.

«Шурă чечек» уйăхлăхра диспансера 1543 çын, çав шутран 589 ача, килнĕ.
Туберкулезпа чирлĕ 5 çынна тупса палăртнă. Пĕтĕмпе вара республика диспансерĕнче
2649 çын сывлăха тĕрĕслеттернĕ.

«Шурă чечек» уйăхлăхра «вĕри телефон линийĕ» те ĕçлерĕ. Халăх ыйтăвĕсене
специалистсем хуравларĕç. Туберкулеза хирĕç профилактика ирттерессипе чи лайăх
санитари бюллетенĕ кăларас енĕпе республикăра конкурс та иртрĕ. Унта 77 ĕç
тăратнă.

– Туберкулезăн уйрăмлăхĕсем пирки калăр-ха;

– Туберкулез ернине малтанах пĕлейместĕн, ăна респираторлă чир, грипп е ÿпке
шыççи вырăнне хума пулать. Туберкулезран сиплеме вăхăт нумай кирлĕ. Инфекци ернĕ
вырăн 2–3 уйăх хÿтĕленет. Çавăнпа та профилактика ирттерессине тата чир-чĕре
вăхăтра тупса палăртассине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

– Вулакансене чир-чĕре маларах тупса палăртас тесен пурнăçламалли ĕçсем тата
профилактика пирки асилтерĕр-ха;

– Чире вăхăтра тупса палăртас тесен кашни çул флюорографи тĕпчевĕ витĕр
тухмалла, участокри терапевт патĕнче пулмалла. Туберкулез ересрен чи лайăх
профилактика – сывă пурнăç йĕркине пăхăнни. Ÿт-пĕве пиçĕхтерни, спортпа
туслашни, санитарипе гигиена правилисене уяни, ĕçпе канăва черетлени пысăк
пĕлтерĕшлĕ. Рационта белокпа пуян апат-çимĕç – аш, пулă, тăпăрчă, сыр, сĕт –
пулмалла. Витаминсемпе, микроэлементсемпе тулăх улма-çырла та, пахча çимĕç те
кирлĕ. Çемьере, ĕçре психологи лару-тăрăвĕ лайăх пулмалла.

– Чĕлĕм туртни, ĕçкĕпе иртĕхни пысăк сиен кÿрет.

– Ытларах чухне сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнисем туберкулезпа чирлеççĕ. Шала
кайнă алкоголизмпа аптраканнисем час-часах профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр
тухмаççĕ, тухтăр патне кайма васкамаççĕ. Хăйсем хавшакланнине, вăйсăрланнине
мухмăр аптăратнипе, ÿсĕрнине пирус туртнипе çыхăнтараççĕ. Ĕçкĕçсене
туберкулезран сыватма йывăр. Вĕсем час-часах сиплев ĕçне пурнăçлама
чăрмантараççĕ.

Юлашкинчен çакна калас килет, чире иртерех тупса палăртас тĕллевпе çулсерен
диспансеризаци ирттереççĕ. Эсир хăвăра сывă тесе шутласан та вырăнти тухтăр
патне çавах каймаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика