20 мая 2013 г.
«Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем» предметпа иртекен Пĕтĕм Раççейри уçă урок
йĕркипе хамăр районта та пушар хуралĕн историпе тата инкеклĕ лару-тăрусенче
хăвна тытма вĕрентессипе çыхăннă мероприятисем йĕркеленĕ. Урок тĕллевĕсем:
ачасене хăрушсăрлăх çинчен аса илтересси, çамрăксене пушар сÿнтерекенсен тата
çăлавçăсен ĕçĕпе паллаштарса МЧС служби енĕпе професси илме хавхалантарасси,
чрезвычайлă лару-тăрусенче кирлĕ хăнăхусене туптасси тата «Хăрушсăрлăх шкулĕ»
Пĕтĕм Раççейри юхăма ачасемпе çамрăксене ытларах хутшăнтарасси.
Уçă уроксенче МЧС сотрудникĕсем пĕр кунлăха вĕрентекенсем пулса тăнă. Вĕсем
вĕренекенсене вут-çулăм сиенĕ çинчен каласа панипе пĕрлех инкек вăхăтĕнче мĕн
тумаллине, çухалса кайма юраманнине ăнлантарнă.
Пушар хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ те районта анлăн иртет. Пушар чаçĕнчи экскурсисем,
шкулсемпе ача сачĕсенчи конкурссем, хăрушсăрлăх урокĕсем – мероприятисем пурте
ачасене асăрхануллă пулма хăнăхтарас тĕллевлĕ.
Пушар сÿнтерекенсен профессийĕпе, ĕç вырăнĕпе, тумтирĕпе тата техникипе
паллаштаракан экскурсисем ачасене уйрăмах килĕшнĕ: вĕсем телефонсемпе-рацисемпе,
компьютерсемпе интересленнĕ. Ачасене вут-çулăмпа кĕрешекенсен хÿтĕлев тум-тирне
кăтартнă, насус пырши тата ытти оборудовани мĕн тума кирлине ăнлантарнă. Чăн-чăн
пушар машини çине ларса курни, ăна шалтан тишкерни, пĕтĕмпех алăпа тытса пăхма
май пулни мĕнле савăнăç тата ача-пăчашăн.
Районти МЧС сотрудникĕсем çакнашкал тĕлпулусемпе экскурсисем ачасене тимлĕрех
пулма, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма хавхалантарасса шанаççĕ.
Пушар хăрушсăрлăх уйăхлăхĕн йĕркипе районти шкулсенче ятарлă уроксем те
иртнĕ. Сăмахран, Вăрманкасри, Туçи Мăратри, Уравăшри тата ытти шкулсен
вĕренекенĕсемпе ВДПОн районти уйрăмĕн председателĕ Л.Калитова тата 27-мĕш пушар
чаçĕн инженерĕ И.Максимова тĕл пулнă.
Диалог евĕр йĕркеленĕ уроксенче пушарсен сăлтавĕсем, ачасем çулăмпа выляни
инкек кăларни тата ытти çинчен калаçнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ачасен
ыйтăвĕсене те хуравланă.
И.ЯКОВЛЕВА