20 мая 2013 г.
Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă атте-анне, тăвансем, юлташсем, кÿршĕсем
канлĕ çывăракан вырăна хăш-пĕр ял поселенийĕсенче питĕ тимлĕ пăхса тăраççĕ. Çак
сăваплă ĕçе чун-чĕререн пурнăçласси, паллах, ял поселенийĕн пуçлăхĕнчен те нумай
килет. Акă, район хаçатĕнче нумаях пулмасть Аçăмçырми, Пăваяль, Пăртас тата ытти
ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пуçарнипе, ял халăхĕ тăрăшнипе масарсем çинче
субботниксем ирттерсе унти çÿп-çапа, тасамарлăха пуçтарни, çак ĕçре çынсем питĕ
хастар пулни пирки савăнса хыпарланăччĕ. Шел те, çакнашкал ырă ĕçе пур çĕрте те
туса ирттермеççĕ.
Мăнкун тухса каякан, ваттисене асăннă кун анне хăй виличчен хушса хăварнине
асра тытса тăван ялти – Кив Хирпуçĕнчи – масар çинче, аттепе аннен вил
тăприйĕсем çинче пултăм. Вĕсем пирĕнтен уйрăлса кайни 14 çул ĕнтĕ. Кашни çулах
çитме тăрăшатăп ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă çывăх çыннăмăрсем патне.
Кăçал вара кăмăл пусăрăнчĕ, чĕрере кÿренÿ туйăмĕ çуралчĕ. Мĕншĕн тесен çак
«автансăр ялта» – Кив Хирпуç, Рункă, Çĕн Хирпуç ялĕсен масарĕ çинче – çав тери
йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Унта та кунта çÿп-çап куписем сарăлса выртаççĕ. Тавралла
тытнă картисем тĕллĕн-тĕллĕн ÿксе пĕтнĕ. Авалхи пысăк йывăçсем çĕрсе вил
тăприсем çине йăваннă. Хĕлле пытарнă вăхăтра усă курнă канистрăсемпе пластик
савăтсене те пуçтарман. Масар хапхи çумĕнче сарăлса выртакан çÿп-çап купине
пĕлтĕртенпе те илсе тухман.
Çакă пĕччен-иккĕн тумалли ĕç мар, паллах. Ял поселенийĕн администрацийĕнчен
килет-тĕк, унта йĕрке тума халăха явăçтарсан аванччĕ те. Çимĕкчен çак ыйтупа ырă
утăм тăвĕç-ши;
В.АЛЕКСАНДРОВА