Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тăрăшнипе ÿсĕнет

20 мая 2013 г.

Тырă акса пĕтернĕ хуçалăхсенче хура тара ÿксех çĕр улми лартаççĕ. Юлашки
çулсенче уй-хир продукцине вырнаçтарма йывăрланнăран кăçал хăш-пĕр аграрлă
предприятисенче «иккĕмĕш çăкăра» пачах та лартмĕç е унăн лаптăкне пĕчĕклетĕç.
«Мураты» кооперативра вара урăхла çул-йĕр суйласа илнĕ.

Хуçалăхра çĕр улмине 270 гектар е иртнĕ çулхинчен 30 гектар ытларах лартса
хăварасшăн.

– Вăрлăх юлать. Çавăнпа та «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне пысăклатас терĕмĕр.
Кĕркунне йĕркеллĕ пухса илесчĕ çеç, – терĕ «Мураты» кооператив ертÿçи Геннадий
Спиридонов.

Кадрсем çитмеççĕ-ха. Тырă акма хутшăннă механизаторсем çĕр улми пуссинче те
тимлеççĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх, йыш сахал пулсан та пурте ĕçре яваплăха туяççĕ,
тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ. «Мураты» кооперативра вăй хуракансем «çурхи кун çулталăк
тăрантарать» тенине асра тытаççĕ.

Владислав Волков (сăн ÿкерчĕкре) çĕр улми лартма «Джон Дирпа» çĕр хатĕрлет.

– Çумăр ан çутăрччĕ. Вара çĕр улмине кĕске вăхăтра лартса пĕтерĕпĕр, – хăйĕн
шухăшне пĕлтерчĕ Владислав Николаевич. Вăл ашшĕ çулĕпе кайнă. Николай Иванович
нумай çул ял хуçалăх отраслĕнче ĕçленĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ
механизаторĕ» ята тивĕçнĕ. Владислав Николаевич ашшĕнчен тĕслĕх илсе хуçалăх
экономикине çирĕплетес тесе ырми-канми ĕçлет.

Туçи Çармăсри Герман Илларионов кооператива яваплă тапхăрта яланах пулăшать.
Халĕ вăл уй-хире çĕр улми вăрлăхне турттарса тăрать.

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 210 гектар çĕр улми лартнă. Уй-хирте
тăрăшакансене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.

Кооперативăн тыр-пул уйĕ симĕс кавирпе витĕннĕ ĕнтĕ. Кăçал хуçалăхра
çуртрисене 570 гектар (тулă – 450 гектар, урпа – 120 гектар) акса хăварнă. Кĕр
тыррин лаптăкĕ – 40 гектар.

Е.ТИКИНЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика