20 мая 2013 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ панă интервью
Юлашки икĕ уйăх Чăваш еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен ярăмĕпе асра юлать. Çав
шутра – федераци министрĕсен визичĕсем, республика Пуçлăхĕ Правительство шайĕнчи
сумлă тĕл пулусене, экономика мероприятийĕсене, федераци, çĕршывсен политикине
витĕм кÿрекенскерсене, хутшăнни... Чăваш ен аталанăвĕн малашлăхне те палăртакан
çак тата ытти пулăм çинчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев REGNUM информаци
агентствине панă интервьюра каласа кăтартнă.
REGNUM ИА: Михаил Васильевич, нумаях пулмасть Владимир Путин Президент
телеэфирта халăхпа пилĕк сехете яхăн калаçнă май çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ
ыйтусем палăрчĕç. Ку темăсем çĕнĕлĕх мар. Анчах патшалăх ертÿçин çакнашкал уçă
калаçăвĕнче регионсен влаçĕсемшĕн те сигналсем пур. Эсир мĕнле сигналсем илтĕр;
– Çивĕч темăсем пулчĕç, вĕсенчен нумайăшĕ тĕлĕшпе Раççей Президенчĕн шухăшне
пĕлни интереслĕ. Владимир Владимирович хăйĕн иртнĕ çулхи çу уйăхĕнче кăларнă
указĕсенчи тĕллевсене тепĕр хут çирĕплетрĕ. Урăхла каласан регионсенчи ĕç
тăвакан влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ улшăнми юлать: граждансен пурнăç шайне
çĕклессине тивĕçтермелле, чи малтанах педагогика, медицина, социаллă сфера
ĕçченĕсен, бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçине ÿстермелле.
Эпир хамăр çине вĕсен шалăвне çулталăкра тăватă хут ÿстермелли обязательство
илтĕмĕр. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче ÿстертĕмĕр, унтан – ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, çавăн
пекех утă тата юпа уйăхĕсенче. Обязательствăсене пурнăçлатпăр, çак тĕллевпе
бюджетра 1,9 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.
Регионсен влаçĕсен тивĕçĕсен шутне кĕрекен ыйтусене илес-тĕк – «тÿрĕ линире»
çĕкленĕ чи çивĕч темăсенчен пĕри – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн
пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен ÿсĕмĕ. Ку ыйтăва Чăваш ен Правительстви куçран
вĕçертмест. Халĕ районсемпе хуласенчи ĕç-пуçа тепĕр хут пăхăпăр, цифрăсене
тишкерĕпĕр.
REGNUM ИА: Хăйне евĕрлĕ пулăмсенчен пĕри – эсир Мускавра Японипе Раççей
форумне хутшăнни, Япони посольствинче çав çĕршыв премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе
курнăçни. Çыхăну тытма маларах та хăтланса пăхнă, ку хутĕнче Чăваш енпе Япони
килĕштерсе ĕçлессин малашлăхĕ мĕнлерех;
– Премьер-министрпа вăл Раççее официаллă визитпа килнĕ май тĕл пултăм. Çак
визит пирки сенсаци теме те пултаратăп. Икĕ çĕршыв хутшăнăвĕсем вунă çул «сивĕ»
пулнă, халь вара Япони правительствин ертÿçи Мускава килчĕ. Пĕччен те мар – 120
бизнесменпа. Çав шутра – «Мицуи», «Мицубиси», «Тошиба», «Кавасаки», «Олимпус»
корпорацисен, Японири ял хуçалăх кооперативĕсен «Дзен-Но» федерацийĕн ертÿçисем.
Пĕрлехи 1 млрд долларлăх инвестици платформи туса хурасси çинчен калакан
документсене алă пуснă.
Раççейпе Япони килĕштерсе ĕçлес тĕлĕшпе малашлăхлă виçĕ темăна палăртнă,
медицина, ял хуçалăхĕ тата экологие тĕпе хуракан хула строительстви. Кашни
енĕпех Чăваш енре никĕс пур. Нумай ыйтупа, тĕслĕхрен, экологи тĕлĕшĕнчен таса
апат-çимĕç производствине çул парас, ачаранпах сывă апатлану йĕркелес тĕлĕшпе
пирĕн шухăшсем пĕрешкел. Эпĕ премьер-министра хамăрăн тĕп экологи проекчĕ –
йăлари хытă каяшсен полигонĕн строительстви – çинчен каласа патăм, вăл
коммерципе çыхăнманнине, ăна федераци шайĕнче ырланине, пысăк ĕç тума ĕлкĕрнине
пĕлтертĕм, проекта яппунсен технологийĕсем пулăшнипе вĕçлес кăмăлли çинчен
каларăм. Синдзо Абэ господин çак сĕнÿсене кăсăкланса йышăнчĕ, пирĕн проекта
Япони фирмисем хутшăнас ыйтăва тишкерме шантарчĕ, хамăрăн визит карточкисене
улăштарса илтĕмĕр.
Уйрăммăн палăртасшăн: Японипе Раççейĕн экономика форумĕнче пирĕн патшалăхăн
официаллă делегацийĕн йышне Раççейĕн темиçе регионĕн представителĕсене кăна
кĕртнĕ, вĕсене посольствăна йышăнăва чĕннĕ – Чăваш ен çак йышра пулчĕ. Çавна май
Япони пирĕн республикăпа интересленнине çирĕплетрĕ, çак çĕршыв бизнесĕ пирĕнпе
тĕрлĕ енĕпе килĕштерсе ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ.
REGNUM ИА: Çуркунне пĕтĕм Раççей шайĕнчи пысăк мероприятисемпе пуян пулчĕ:
Шупашкарти спорт форумĕ, унтан Раççей Правительствин Дмитрий Медведев ертсе
пынипе иртнĕ ларăвĕнче эсир тунă доклад, федераци министрĕ Вероника Скворцова
килни тата сывлăх сыхлавĕпе иртнĕ пысăк канашлу, кун хыççăн федерацин тепĕр
министрĕ, Ял хуçалăх министерствин ертÿçи, Чăваш енĕн пĕрремĕш Президенчĕ
Николай Федоров ертсе пынипе ирттернĕ канашлу. Малтанхи виçĕ мероприятире Чăваш
ене çак отрасльсенче лидер, тĕслĕх тесе палăртрĕç, ырă хаклавсем янăрарĕç,
юлашки канашлура вара пачах тепĕр майлă пулчĕ – çитменлĕхсем çинчен çеç
калаçрĕç. Республикăн ял хуçалăхĕнче чăнахах та питĕ япăх-и;
– Пĕлетĕр-и, эпир курнăçланма тăрăшмастпăр, хамăрăн ĕçе тÿрĕ кăмăлпа
пурнăçлатпăр. Федераци Правительстви пирĕн Чăваш енри массăллă спорта,
физкультурăна аталантарассипе çыхăннă ĕçе, сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсене,
уйрăммăн илсен реабилитаци енĕпе лайăх вăй хунине (Раççейĕн сывлăх сыхлавĕн
министрĕ хутшăннă канашлăва шăпах çак ыйтусене халалланăччĕ) çапла пысăка хурса
хаклать-тĕк, эппин, ăнăçлах ĕçлетпĕр пуль. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх – юлашки
çулсенче Чăваш енре çынсем вăхăтлăх ĕçлеме пултарайман кунсен шучĕ 1,5 хут
чакнă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилесси 16 процент сахалланнă, паян
республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа, спортпа туслă.
Медицинăна мĕнешкел пысăк укçа хывнă! Чăваш ен сывлăх сыхлавне çĕнетмелли
программăпа кăна 4,8 млрд тенкĕ ытла илнĕ. 40 млрд тенкĕрен кăшт çеç пысăкрах
пĕрлехи бюджетпа танлаштарсан – питĕ нумай. Кунта пысăк технологисене тĕпе
хуракан медицина пулăшăвĕ кăна та мар-çке, çав шутра – поликлиникăсемпе
больницăсене тĕпрен юсама янă укçа та. Çак тĕллевпе юлашки вунă çуллăхсенче укçа
уйăрман.
Ял хуçалăхне илес-тĕк – республика яланах – эпĕ ял хуçалăх министрĕ, Николай
Федоров Президент пулнă вăхăтрах – патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли
программине кĕртнĕ кăтартусемпе пирвайхи теçеткере пулнă. РФ Ял хуçалăх
министерстви хакланă тăрăх – çак туртăм «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама
тытăннăранпа упранса юлнă. Çапла, Чăваш енĕн ял хуçалăхне объективлă сăлтавсене
кура федераци шайĕнче малтисен шутне кĕртме май çук. Анчах вăл халăх хуçалăхĕн
йĕркеллĕ аталанакан отраслĕсен шутĕнче пулнă, халĕ те çаплах. Тĕслĕхрен, юлашки
пилĕк çула илес- тĕк – типĕ 2010 çулпа пĕрле шутласан та республикăра
производство калăпăшĕн индексĕн вăтам ÿсĕмĕ çуллен 4 процентпа танлашнă. Ку
лайăх кăтарту.
Эпир хамăрăн ресурссене, шалти резервсене пĕлетпĕр, хамăрăн çитменлĕхсене те
куратпăр, вĕсем пирки уççăн калатпăр. Чунпа та, ытти енĕпе те эпĕ – хресчен, çĕр
çынни. Николай Васильевич пекех. Çавăнпа та республикăн ял хуçалăх отрасльне
комплекслă майпа, лару-тăрăва тĕплĕ шута илсе хакламалла тесе шухăшлатăп.
Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкĕн уйрăм пайĕсене чакаласа кăларма, хавшак самантсене кăна
уйрăммăн кăтартма кирлĕ мар. Çапла тунипе аш-какай, сĕт, тĕш тырă е çĕр улми
ытларах пулмĕ. Ял хуçалăхĕ – ансат мар, ачаш тема, кăткăслăх пулнă, пур, пулĕ
те. Кунтан ниепле те пăрăнаймăпăр.
REGNUM ИА: Асăннă канашлура процентсен, план кăтартăвĕсен цифрисем нумай
пулчĕç.
– Чăнах та, палăртнă тематикăна тата çĕр-шыв çирĕм çул ытла ĕнтĕ рынок
экономикин условийĕсенче пурăннине тĕпе хурсан хăш-пĕр сăмах тĕлĕнмеллерех
янăрарĕ.
Тĕслĕхрен, Раççейĕн Ял хуçалăх министерствин компетенцине нихăш енĕпе те
пырса тивмен çул-йĕр строительстви пирки нумай калаçрĕç. Çав вăхăтрах ВТОна кĕнĕ
условисенче сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илекенсен çивĕч ыйтăвĕсем пирки пĕр
сăмах та пулмарĕ. Потребитель рынокĕнче вара паян çак продукци хакĕсем анса
ларчĕç. Производствăна чакарас хăрушлăх пур. Кунашкал лару-тăру Чăваш енре кăна
мар, çакă нумай региона пырса çапрĕ. Çавна май республика аграрийĕсене аш-какай
сахал туса илнĕшĕн айăпланине ăнланма май çук.
Е, калăпăр, республикăшăн бренд шутланакан çĕр улмине илер. Иккĕленместĕп:
Чăваш еншĕн çулталăкра 1 млн тонна çĕр улми çитĕнтересси – пурнăçлама май пур
кăтарту. Анчах рынока, çĕр улмине туяннине те пăхмалла-çке. Çĕр улмине
тирпейлессипе, упрассипе çыхăннă ыйтусене татса памалла – кĕркунне уйран мар,
çуркунне-çулла, хаксем пысăкрах чух, сутмалла пултăр. Çапла тусанах аграрисем
производствăна ÿстерĕç. Управсен строительстви тĕлĕшпе ырă кăтартусем пур-ха,
анчах çĕр улмине тĕплĕ тирпейлес ыйтăва ерипен татса параççĕ.
Чăваш ен çын пуçне çĕршывăн кăнтăр енчи регионĕсенчен сахалрах тĕш-тырă туса
илет тесе ÿпкелени пушшех вырăнсăр. Эпир миллион-миллион тонна тĕш-тырă
çитĕнтерекен, Раççейĕн хак политикине йĕркелекен регионĕсемпе тупăшма
пултарайманни паллă. Пирĕн – урăх аграри условийĕсем, урăхларах тĕллевсем.
Раççейĕн Ял хуçалăх министерствинче хăйсен ĕçне хавхаланса пурнăçлани куç
кĕрет. Анчах халĕ чиновниксем лайăх отчет тăвас тĕллевпе предприятисене
«пысăклатнă обязательствăсем» илме хистенĕ вăхăтсем иртнĕ. Паян никам та тăкаклă
ĕçлемĕ. Продукци сутăнмасть, рынок пахалăхсăр, анчах йÿнĕ импортпа тулса
ларнă-тăк – производство калăпăшне мĕншĕн ÿстермелле;
REGNUM ИА: Федерацин аграри министерствипе çыхăну тытса ĕçлес малашлăх
мĕнлерех;
– Хутшăнусене çирĕплетнĕ принципсемпе йĕркелетпĕр. Чи малтанах Раççей
Правительствин йышăнăвĕсене тĕпе хурса мĕн пур регион ял хуçалăх таварĕ туса
кăларакансене тÿлеме федераци бюджетĕнчен укçа илесси çинчен килĕшÿ тăвать.
Кунта «паратпăр е памастпăр» позици пулма пултараймасть. Ку финанс ресурсĕсем
должноçри çынсем, влаç органĕсем валли мар вĕт, аграрисем валли.
REGNUM ИА: Пĕтĕмĕшле Чăваш ен экономики çине куçар. Иртнĕ çул республикăшăн
ăнăçлă пуçланчĕ, Чăваш ен машиностроени отраслĕнчи кризиса хыçа хăварса
промышленноç производствин индексĕпе Атăлçи округĕнче самай вăрах лидер пулчĕ.
Республика экономикинче 2013 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк
мĕнлерех;
– 2012 çул кăтартăвĕсемпе эпир хамăрăн прогнозсемпе йăнăшмарăмăр. Юпа
уйăхĕнче чакма пуçларĕ пулин те, промпроизводство индексĕ эпир кĕтнĕ пекех 107,2
процентпа танлашрĕ. Ку çулталăк ăнăçлах пуçланмарĕ: пĕрремĕш кварталта
промышленноç производствин индексĕ 82,9 процент пулчĕ. Çакă пирĕн прогнозсем
йăнăш пулнине пĕлтермест. Аса илтерем: эпир яланах экономика аталанăвĕн икĕ
вариантне – лайăххине тата лайăхах маррине – шута илетпĕр.
Пуш уйăхĕнче лару-тăру йĕркеленме пуçларĕ. Нарăсрипе танлаштарсан
промышленноç производствин калăпăшĕ 12,3 процент ÿснĕ, тирпейлекен
производствăсенче – 20,3 процент. Халĕ хамăрăн цифрăсене çĕнететпĕр. Палăртам:
федераци шайĕнче те тÿрлетÿсем кĕртеççĕ. Раççейĕн Экономика аталанăвĕн
министерстви малтанхи прогноз цифрисене, пĕлтĕр бюджет йĕркелĕвĕн никĕсне
хунăскерсене, пĕчĕклетсе тÿрлетрĕ.
REGNUM ИА: Производство мĕншĕн чакнă; Ку вăхăтлăх пулăм-и е 2008–2009
çулсенчи тĕслĕхпе промышленноç вăрахлăха чакассин пуçламăшĕ-и;
– Кунта чи малтанах «Трактор завочĕсем» концерн, уйрăммăн илсен Канашри
«Промтрактор-Вакун», такăнни витĕм кÿчĕ. Промышленноç производствин калăпăшĕ
чакнин сăлтавĕсенчен пĕри – вăл туса кăларакан продукцие шалти рынокра сахалрах
туянни.
Таможня союзĕн условийĕсен, Китайран продукци кÿнин витĕмĕ те палăрчĕ. Вĕсем
хăйсен таварĕ йÿнĕрех пулнипе конкурссенче çĕнтереççĕ, анчах тепĕр чух çав тавар
пахалăхĕ япăх.
Пĕрлех çакна та каласшăн: концерн комбайн заводне Чăваш ене куçарма йышăнчĕ.
Анчах машиностроенире производство ярăмĕ вăрах, çавăнпа та Шупашкарта туса
кăларнă пирвайхи комбайн 2014 çултан маларах рынока тухаймĕ. Кирек мĕнле пулсан
та пирĕншĕн ку çĕнĕ производство, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем.
Лару-тăрăва йывăрлатса кăтартма кирлĕ мар, анчах бюджет тупăшĕсен тухса
ÿкекен пайне урăх çăл куçсемпе, çул-йĕрпе саплаштарма яланах хатĕр пулмалла.
Пирĕн электротехника кластерĕн организацийĕсен майĕсем пысăк. Вĕсен производство
ÿсĕмĕ те лайăх, пахалăхпа та, хаксемпе те конкурссенче çĕнтереççĕ. Тĕнчери паллă
компанисене те, çак рынокра ĕçлекенскерсене, хыçа хăвараççĕ. Нумаях пулмасть
иртнĕ «Релавэкспо» форум пирĕн электротехника продукцийĕ туса кăларакан
предприятисен хăвачĕ пысăккине, Раççейĕн тĕп энергетика компанийĕсем –
«РусГидро», «Росатом», ФСК ЕЭС, «МРСК Холдинг», ыттисем – вĕсемпе кăсăкланнине
çирĕплетрĕ.
Республика патшалăхăн пысăк саккасçипе çыхăну тытса ăнăçлă ĕçленин тĕслĕхĕ –
Чăваш ен Правительстви «Пĕрлештернĕ авиастроени компанийĕ» АУОпа Шупашкарти
«Элара» предприятие саккассемпе тивĕçтересси çинчен тунă меморандума алă пусни.
Ăна ОАК президенчĕ Михаил Погосян Шупашкара килнĕ май алă пусрăмăр. Виçĕ çул
хушшинче предприятие авиаци промышленноçĕн саккасĕсемпе тивĕçтерĕç, производство
калăпăшĕ çуллен 15 процент ÿссе пымалла! Çакă ĕçлекенсене лайăх шалупа
тивĕçтерĕ, мĕн пур шайри бюджета укçа кĕрĕ. Кăçалах «Эларăн» ОАК валли 3 млрд
тенкĕлĕх продукци ăсатмалла.
Ÿсĕмĕн тепĕр никĕсĕ – пĕчĕк тата вăтам бизнес, вăл бюджета пуянлатать кăна
мар, нумай енĕпе ĕçсĕрлĕх ÿсĕмне те чарать. Бюджетран пулăшу кÿрессине çуллен
ÿстеретпĕр, кăçал ку енĕпе çур миллиард тенке яхăн уйăрасшăн.
Юлашки вăхăтра страховани тÿлевĕсем ÿснине пула уйрăм предпринимательсен шучĕ
чакни чылай калаçтарчĕ. Ку – пĕтĕм Раççей шайĕнчи страховани тÿлевĕсем
пысăкланнипе сăлтавланнă туртăм. Çапах калам: пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем
тăрăх вĕсен шучĕ чакни предпринимательлĕхрен килекен налуксен калăпăшне витĕм
кÿмен. Тĕпрен илсен хăйсен предпринимательство свидетельствисене ячĕшĕн çеç
предприниматель шутланнисем, ку енĕпе ĕçлемен, çавна май налук тÿлемен çынсем
тавăрса панă.
REGNUM ИА: Промышленноç производстви чакни бюджета тупăшпа тивĕçтерессине
витĕм кÿрĕ-и;
– Тÿрех калатăп: пирĕн бюджет социаллă тĕллевлĕ, хамăрăн обязательствăсене
мĕн пур енĕпе пурнăçлăпăр. Тĕп финанс документне хатĕрленĕ чух эпир
консервативлăха тĕпе хуратпăр, çавна май хамăрăн тупăшсен калăпăшне шутласа
палăртма аталанăвăн япăхрах сценарине шута илетпĕр. Ăна хăрушлăхран мĕнлерех
хÿтĕленине, пĕтĕмпех лайăх шутланине тĕплĕрех ăнлантарам.
Хамăрăн 2013 çулхи тупăшсен планпа пăхнă калăпăшĕ 20,251 млрд тенкĕпе
танлашать – 2012 çулхипе пăхсан ÿсĕм 8,5 процент. Хамăрăн тупăшсен калăпăшĕн
57,6 процент икĕ тĕп налукран тăрать: организацисен тупăшĕнчен илекен налук тата
НДФЛ. Бюджетниксен ĕç укçи палăрмаллах ÿснине шута илсен уйрăм çынсен тупăшĕнчен
килекен налук чакмалла мар.
Организацисен тупăшĕнчен илекен налук ÿсĕмне пĕлтĕрех 3,5 процент шайĕнче
палăртнă. Чăннипе 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вăл 5 процент пулчĕ. 2013 çулхи
ака уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне çак налук ÿсĕмĕ 27,3 процента çитнĕ. Çакă тĕпрен илсен
иртнĕ çулхи кăтартусене çĕнĕрен шутланипе тата кăçалхи аванс тÿлевĕсемпе
сăлтавланнă. Малашне çак ÿсĕм чакма пултарать, анчах кирек мĕнле пулсан та
республика хăй çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлăпăр.
REGNUM ИА: Оппонентсен шухăшĕпе – Чăваш енĕн социаллă обязательствисем ытла
та пысăк, вăл укçана аталанăва хывас вырăнне «бюджета çисе ярать». Çакнашкал
критика вырăнлă-и;
– Ку критика мар, фактсемпе хăйсене кирлĕ пек выляни. Оппонентсем патшалăх
инвестицийĕсен кризисченхи тата хальхи калăпăшĕсене танлаштарнă май темшĕн
кризисченхи «тутă çулсенче» пысăк инвестицисене патшалăх парăмне нумай ÿстернипе
саплаштарни пирки шарламаççĕ.
Çакна цифрăсем лайăх çирĕплетеççĕ. Раççей Финминĕн коллегийĕн ака уйăхĕн
8-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче паллаштарнă материалсенче Чăваш ене пĕрлештернĕ
бюджетăн пĕтĕмĕшле тăкакĕсенчи тĕп хатĕрсен хакĕн ÿсĕмĕ 16,1 процента çитнĕ 21
регион шутне кĕртнĕ. Раççейĕпе ку кăтарту вăтамран 13,4 процентпа танлашать,
Атăлçи округĕнче – 13 процент. Уçăмлатам: 15 процент иртни – шăпах аталану
бюджечĕ. Унсăр пуçне хывакан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи чакнă вăхăтра Чăваш енре
федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче чи пысăк ÿсĕм хăвăртлăхне
тивĕçтернĕ – 144 процент. Тепĕр цифра: 2012 çулта Чăваш енре тĕп хатĕрсене хывнă
бюджет инвестицийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2,1 млрд тенкĕлĕх пысăкланнă, 6,8 млрд
тенке çитнĕ.
Çийĕнчен патшалăх парăмне пĕр такăнмасăр татса пыратпăр. Кăçал 5,7 млрд тенке
яхăн тавăрмалла, çак виçен çуррине панă та ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕтĕм ĕçе бюджет
обязательствисемпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Акă вăл – общество
финансĕсемпе ăнăçлă ĕçлени.
REGNUM ИА: Республика 2008–2009 çулсенче çул-йĕр строительстви валли илнĕ
кивçене тавăрать-и;
– Çав шутра – ăна та. Ун чух Чăваш ен парăмĕ икĕ хут ытла пысăкланнă, кайран
та ÿссе пынă, 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 10 млрд тенке яхăн капланнă. Ун
чухне пирĕн кредиторсене республика ĕçлесе илнĕ кашни тенкĕрен 80 пус тавăрса
пама тивнĕ.
REGNUM ИА: Халĕ регионсене кĕпĕрнаттăрсен суйлавне регион парламентĕнчи
сасăлавпа улăштарма май пачĕç. Сирĕн шухăшăрпа, Чăваш еншĕн мĕнле суйлав тытăмĕ
вырăнлă;
– Эпĕ – регион ертÿçине пĕтĕм халăх тÿрĕ сасăлавпа суйлассишĕн. Чи малтанах –
çакă влаçа лайăхрах ĕçлеме хистенипе. Тепĕр чух мана Чăваш ен Пуçлăхне халăх
суйламан, федераци центрĕ уйăрса лартнă тесе ÿпкелеççĕ, çавна май халăх хăйĕн
прависене хĕстернĕн, патшалăх енчен хÿтлĕхсĕр туять имĕш. Çакăн витĕмĕ пур тесе
шухăшламастăп, мĕншĕн тесен Мускавпа регионсен хутшăнăвĕсене йĕркелемелли
принципсене саккун шайĕнче питĕ тĕплĕ çирĕплетнĕ – кĕпĕрнаттăра суйламалли мел
пĕлтерĕшлĕ мар.
REGNUM ИА: Эсир хăвăр кĕрешĕве хутшăнма хатĕр-и;
– Кĕскен калас-тăк – халăх шансан суйлава каятăп.
REGNUM ИА: Нумаях пулмасть пичетлесе кăларнă социологи ыйтăмĕсем шанăç
ÿснине, унăн шайĕ çĕр-шыв ертÿçиннипе пĕрешкеллине кăтартать.
– Кандидатсене политика партийĕсем кăна тăратĕç, хăйсем тĕллĕн тăратакансем
пулмĕç – çакна та шута илмелле. Çавăнпа та халăх шанăçĕсĕр пуçне йышăнăва парти
хаклавне, обществăпа политика лару-тăрăвне, ĕç кăтартăвĕсене, чылай ытти саманта
тĕпе хурса тумалла.
Блиц–ыйтăм
– Эсир спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнатăр. Чи кирли – хутшăнни, çак
Олимп принципне тĕпе хуратăр-и е çапах та çĕнтерÿ пĕлтерĕшлĕ-и;
– Чи малтанах ку сывлăхлă пулма, хастарлăха упрама кирлĕ. Сывă пурнăç йĕркине
тытса пыратăп. Анчах старта тухсан çĕнтерÿ пирки шухăшламалла.
– Эсир демократ-и е консерватор-и;
– Демократ. Кирлĕ чухлĕ.
– Критикăна мĕнле йышăнатăр;
– Критика сăлтавлă, аргументлă пулсан – сăлтавĕсене шыратăп, йăнăшсене
тÿрлететĕп. Критика туйăмсем çинче кăна никĕсленнĕ пулсан ăна асăрхамастăп.
– Профессионалсем йăнăшма пултарассине хатĕр-и;
– Кам ĕçлет – кашниех йăнăшать. Тĕрлĕ ене итлесе, тĕрлĕ политика курăмне шута
илсе çав йăнăш сиенне май пур таран пĕчĕклетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ахаль
граждансене мĕнле витĕм кÿрĕ – йышăну тăвиччен яланах хамăра çак ыйтăва памалла.
Çапла тусан йăнăш сахалрах пулĕ.
– Эсир çынсене каçарма пултаратăр-и;
– Вĕсем йăнăшсан хăйсем йăнăшнине йышăнаççĕ-тĕк – каçарма хатĕр. Хăйсен
йăнăшĕсене ыттисем çине йăвантарма тăнине яланах пÿлетĕп.
– Çивĕч ыйтусене мĕнле йышăнатăр;
– Çивĕч кирек хăш ыйтăва та хăвăрт шута илмелле. Ăна татса памалли
вариантсене шырамалла. Енчен те должноçри çын çав ыйтăва татса памасть-тĕк – вăл
хăй çивĕч ыйту пулса тăрать.
– «Чăваш ен – социализмăн Тăван çĕршывĕ» текен каларăш пур. Çакăнпа
килĕшетĕр-и;
– Эпĕ урăхларах каланă пулăттăм. Совет вăхăтĕнче çынсене гуманизма, ырăлăха,
кăмăл-сипете тĕпе хурса воспитани памалли лайăх никĕс пулнă. Çав никĕсĕн пысăк
пайĕ Чăваш енре упранса юлнă. Калăпăр, кÿренÿ, хуйхă, нушисем çинчен манса
хăйсен ĕçĕпе аталану кÿрекен çынсене пĕтĕçтерекен ниме йăли.
– Мĕне шанатăр;
– Ăнăçăва.
– Турра ĕненетĕр-и;
– Эпĕ – православи çынни. Манăн çемье те.
– Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ сирĕншĕн мĕнпе хаклă;
– Вăл – Çĕнтерÿ уявĕ, кăмăл çирĕплĕхĕн çĕнтерĕвĕ, халăх паттăрлăхĕ. Çемьене
илес-тĕк – манăн атте те, кукка та вăрçа хутшăннă. Ку – Игнатьевсен пĕтĕм
йăхĕшĕн хаклă праçник.