Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТПА ĔÇ ЮНАШАР

15 мая 2013 г.

Депутатсен Пухăвĕнче халăх ыйтăвĕсене татса панипе, «Энергостроймонтаж» тулли
мар яваплă обществăна ăнăçлă ертсе пынипе пĕрлех Рифкат Киметов районти спорт
юхăмне аталантарассипе те нумай тăрăшать

Герой турнирне чĕртрĕ

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕ хавхалануллă
сассемпе тулнинче Рифкат Шамдинович Киметовăн тÿпи çав тери пысăк. Шăпах вăл
тăрăшнипе темиçе çуллăха путланнă турнир çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Унччен Совет Союзĕн
Геройĕн Анатолий Александрович Ивановăн парнисемшĕн йĕркеленĕ ăмăртăва ирĕклĕ
майпа кĕрешекенсем районпа республикăран çеç мар, çĕршывпа ун тулашĕнчен те
чылаййăн хутшăннă. Хăй вăхăтĕнче Герой спортсменсене кашни турниртах
хавхалантарнă.

Халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ. Çапах та Р.Киметов
пек пуçаруллă, патриотлăха мала хуракан çынсем пуррипе Геройсен ячĕсем
çухалмаççĕ. Комплексăн фойинче вырнаçтарнă стендра акă А.А.Ивановăн кун-çулĕпе
кĕскен паллаштарнă, унта тĕрлĕ çулсенчи турнирти сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

Йĕркелÿçĕсен, тĕп спонсорăн ĕмĕчĕсем, паллах, пысăк. Çитес çулсенчи стенд
Геройăн вăрçă çулĕпе ĕç-хĕлне кăтартакан информаципе пуянрах пулĕ. Хальхинче
кавир çине районти 75 хĕрачапа арçын ача тухрĕç пулсан, малашне вĕсене хирĕç
кĕрешекенсем республикăпа ун тулашĕнчен те килсе çитĕç. Ÿсĕмпе турнир шкул
ачисен картинчен тухĕ, унта аслисем те хутшăнĕç.

Ку çеç те мар, çитес çултан спортăн апрельти календарьне кĕрекен Герой
турнирне ирттерме Вăрнар хула поселенийĕ те пулăшма шантарнă. Хальхинче
«Энергостроймонтаж» ертÿçисĕр пуçне çĕнтерÿçĕсене «Звездопад» тата «Мила» тулли
мар яваплă общество ертÿçисем Владимир Яковлевпа Юрий Иванов пулăшрĕç. Турнирăн
пĕлтерĕшĕ ÿссен ытти предпринимательсем те ырă ĕçе хутшăнасса шанать Рифкат
Шамдинович.

 

Чунра пулсан

Паллах, туртăм чунра пулмасан спорт юхăмне аталантарассине Рифкат Шамдинович
çавăн чухлĕ вăй хывмастчĕ пулĕ. Пĕр вунă çул каялла ун пуçарăвĕпе поселокăн
Хĕвелтухăç микрорайонĕнче футбол уйĕ йĕркеленнĕччĕ. Ун чухне çак утăма тума ăна
ачасем йышлăн кăсăкланса мечĕк тапни, футбол хапхисем вырăнне вĕсем кирпĕчсемпе
е патаксемпе усă курни хистенĕ. Уçланкă кĕске вăхăтрах спорт площадкине
çаврăннă. Районти спорт комитечĕн председателĕ Сергей Политов «Вурнарыдорстрой»
перлĕшÿпе килĕшсе уя грейдерпа хыртарнă. Р.Киметовпа пĕр шухăшлисем хапхасем
шăратса вырнаçтарнă.

Темиçе çул кунти футбол уйĕнче Тракторнăй, Хĕвелтухăç микрорайонĕсенчи,
Шевченко, Путевой, Ленин урамĕсенчи, ял хуçалăх техникумĕн командисем хушшинче
турнирсем иртнĕ. Кашни урамрах пуçаруçăсем, футбол энтузиасчĕсем пулнă: Михаил
Сорокин, Алексей Лавров, Владимир Сидорчев, пĕр тăван Воробьевсем, ыттисем.

Палăртма кăмăллă, çак турнирсенче «Химик-Августăн» пултаруллă футболисчĕ,
команда шанăçĕ Роман Шалин çитĕннĕ. «Ленин урамĕшĕн вылятчĕ, – аса илет Рифкат
Шамдинович. – Вăл пурнăç тĕллевне тупма пултарнишĕн, шăпах кил хушшинчи вăйăсем
унра лидер туртăмне хывма пулăшнишĕн чĕререн савăнатăп».

Пĕр-ик çултан Хĕвелтухăç микрорайонĕн хăйĕннех темиçе команда йĕркеленнĕ.
Вĕсем Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн хĕллехи вăййисене те хутшăннă. Призлă
вырăнсене лекеймен пулин те çак турнирсем командăсен вăйне ÿстернĕ, çамрăксене
сывă пурнăç йĕркине ытларах та ытларах явăçтарнă.

Кил хушшинчи футбола аталантарассине кĕрешÿçĕсен тренерĕсем Юрий Львов,
Андрей Павлов, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, ял хуçалăх
техникумĕн энтузиасчĕсем Александр Созоновпа Михаил Сорокин та пысăк тÿпе хывнă.
Вĕсен авторитечĕпе вуншар çамрăк спортпа çывăхланнă.

Пĕр вăхăт ашшĕн пуçарăвне Рифкат Шамдиновичăн ывăлĕ, Камиль, малалла тăснă.
Анчах икĕ çул каялла вăл шкултан вĕренсе тухса кайсан кунта футбол турнирĕсем
иртме пăрахнă.

– Демографилле «шăтăк» ачасен йышĕ чакнипе те йĕркеленчĕ пулĕ. Анчах та
футбол уйĕ пушансах юлчĕ тесе калас килмест. Кунта арçын ачасем час-часах мечĕк
хăвалаççĕ, команда йĕркелемен кăна.

Кăçала палăртнă ĕмĕчĕ ун пысăк. Поселокра футбол тусĕсем йышланса пынине кура
вăл июнь-июль уйăхĕсенче кил хушшинчи футбол турнирне тепĕр хут чĕртесшĕн.
Матчсем йĕркелеме Хĕвелтухăç тата Тракторнăй микрорайонсенчи, ял хуçалăх
техникумĕнчи стадионсем те çителĕклĕ.

– Çакнашкал турнирсем сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне çамрăксене тÿрĕ çулпа утма
пулăшаççĕ. Сăнанă тăрăх, поселокра усăсăр çапкаланса çÿрекен çамрăксем те чылай.
Пирĕн вĕсене спорт тусĕсен ырă тĕслĕхĕпе хĕмлентермелле, вăхăта хаклама, пурнăç
тĕллевне тупма вĕрентмелле, пулăшмалла. Çакă уйрăмах обществăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ
пулĕ, – тет Рифкат Шамдинович.

Хĕллехи вăхăтра асăннă футбол уйĕ йĕлтĕр трассине çаврăнать. Депутат
тăрăшнипе площадка йĕри-тавралла электричество юписем вырнаçтарнă. Кăмăл
тăвакансем унта халĕ хĕлле каçсерен те чупма пултараççĕ. Р.Киметова хăйне те
час-часах йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать.

 

Модăпа танах

Рифкат Шамдинович ĕçпе спорт ăнлавсене пĕр шая лартни ăнсăртран мар. Ачаран
тĕрлĕ мероприятисенче пиçĕхсе ÿснĕскер, сывă пурнăç юхăмне пулăшмасăр тăраймасть
вăл.

– Пур ăмăртура та хамăр коллективра тăрăшакансен ачисем хутшăнмаççĕ е
çĕнтереймеççĕ, апла пулин те май пур чухне пирĕн хастар çамрăксене пулăшма
тăрăшмаллах. Вĕсем хăйсен тантăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăччăр, – тет вăл.

Йĕлтĕр спорчĕпе акă вăл кĕçĕн классенчех туслашнă. «Пирĕн вăхăтра воспитани
çине мĕн витĕм кÿнĕ, пĕлместĕп, анчах та спортпа туслашни модăран юлманнипе
танахчĕ», – тет Рифкат Киметов.

Хальхи пек мар, сырмалли йĕлтĕрсем кăна пулнă пулин те, çамрăксем кăмăлтан
ăмăртса чупнă. 4-мĕш класара пушмаклă йĕлтĕрсем кăтартсан класăн пĕрре-виççĕмĕш
пайĕ спорт шкулне çырăннă. Юлташĕсемпе пĕрле Иван Петрович Шашков тренер
вĕрентĕвĕпе Рифкат Шамдинович та кунсерен пилĕкшер километра çăмăллăнах
парăнтарнă.

Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен маттур каччăна кĕрешÿçĕсен тренерĕ Виталий Петрович Трофимов
та асăрханă, кавир çине тухса пăхма сĕннĕ. Кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене çăмăллăнах
пуçа хывнă. Ку тĕспе пурнăçĕнчи пĕрремĕш ăмăрту шăпах Анатолий Иванов Геройăн
парнисемшĕн пулнă. Çавăнпах-тĕр, çак турнир Рифкат Шамдиновичăн чунĕнче ырă,
тарăн йĕр хăварнă. Ахальтен мар ăна çĕнĕрен йĕркелесе ярассишĕн темиçе çул çунса
çÿренĕ вăл.

 

Коллективра ĕçлемелĕх пур

Каларăм ĕнтĕ, «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество районта иртекен
чылай ăмăрту-турнирăн спонсорĕ. Коллективра хăйĕнче вара спорт аталанăвĕ
еплерех-ши;

Тÿрех калам, пысăках мар ушкăнра ертÿçĕ пек хастарсем пур. Паллах, пысăк
мероприятисене хутшăнмаççĕ вĕсем, анчах сывлăха çирĕплетме тăтăшах бассейна
çÿреççĕ, йĕлтĕрпе, çуран чупаççĕ. Хĕллехи вăхăтра арçынсем юнашарти
предприятисемпе – С.Флегентов предпринимателĕн тата Çурçĕр электричество сечĕсен
ĕç ушкăнĕсемпе – мини-футболла тупăшасси йăлана кĕнĕ.

«Коллективра спорт ĕçне вăйлатассипе пуçа ватмалăх пур-ха. Юлашки вăхăтра
çамрăксем килни хамăр ушкăнрах команда йĕркелесе район шайне тухас шанăç
çуратать», – тет Рифкат Шамдинович.

 Светлана Чикмякова

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика