Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕтĕмпех фронтшăн!»

15 мая 2013 г.

Шĕнер тăрăхĕнчен фронта 480 çын кайнă, 236-шĕ таврăнайман

Хаçатра Чăрăш Ишек масарĕ çинчи ятсăр салтакăн вилтăпри пирки çырса кăтартни
нумайăшне хумхантарчĕ пулмалла, ку ялти çынсемпе курса калаçма та тÿр килчĕ.
Вĕсем 70 çул ытла каялла пулса иртнĕ ĕçсемпе питĕ кăсăкланчĕç. Акă Юрий Николаев
вăрçă пуçланнă чухне 2–3 çулта кăна пулнă, вĕсем патĕнче икĕ офицер пурăнни
çинчен амăшĕ каласа хăварнине аса илчĕ. Пĕрин сăнĕ чылай çул хушши пÿрт стени
çинче çакăнса тăнă. Хăйĕн сăнĕ хыçне: «Нина аппана, Тольăна, Вальăна, Раисăпа
Юльăна ĕмĕр асăнмалăх» тесе çырнă. Офицер Украинăран пулнă, хăйĕн çемйишĕн çав
тери тунсăхланă. Ырă кăмăллă Николаевсене тав тунă. Ку ялтах пурăнакан Раиса
Чернова тата унăн амăшĕ салтаксен, командирсен кĕпи-йĕмĕсене çуса тасатни çинчен
пĕлтерчĕ. Пĕтĕм ял-йыш пулăшнă салтаксене.

Акă тепĕр çыру, ăна Çавалкас енчен çырнă: «Манăн Чăрăш Ишекре тăвансем пулнă,
эпĕ тĕлĕнетĕп – ку ялта çар батальонĕ мĕнле тăма пултарнă, нимĕнле условисем те
çук-çке».

Вăрçă пуçланнă чух эпĕ хам та 12 çулти ача кăна пулнă, халь манпа тантăшсем
питех те сахал, анчах ун чухне курнине-тÿснине ăçтан манса кайăн;

Салтаксен батальонне пирĕн тăрăха 1941 çулхи шартлама сивĕ декабрьте илсе
килчĕç. Чăрăш Ишекре вăрçă умĕн кăна çĕкленĕ питех те пысăк та илемлĕ йывăçран
тунă клуб çурчĕ пурччĕ. Унта казарма туса салтаксене вырнаçтармалла пулнă.

Салтаксемех юнашар вăрманти делянка çинче йывăçсене касса чус-хăма çурнă,
вĕсенчен канмалли, çывăрмалли виçĕ хутлă нарсем тунă. Электричество пулман,
краççын ламписемпе çутатмалла тунă. Чăрăш- ишексем паянхи кунчченех салтаксем
каснă вăрмана «салтак делянки» теççĕ. Казармăсенчен инçех мар пуçламăш шкул
çурчĕсенче апат çимелли вырăнсем хатĕрленĕ. Кирлĕ сĕтел-пукана Шĕнер Ишекри
шкултан илсе пырса салтаксене апатланмалли вырăна вырнаçтарнă. Апат пĕçермелли
хурансене Шĕнер Ишекри, Чăрăш Ишекри фермăсенчен илсе килсе пуçламăш шкул
çумĕнчи çырмана вырнаçтарнăччĕ. Апат пĕçерме кирлĕ вутă-шанка салтаксем
хулпуççипе йăтнă, машина таврашĕ пулман. Фермăри çăлсенче шыв çитменнине пула
Çавалти пăра вак касса лашасемпе, пичкесемпе турттарнă. Тĕрĕссипе каласан, пĕтĕм
йывăрлăха кунти «Первое мая» колхоз тÿснĕ. Çĕр улми, кишĕр, купăста, пăрçа,
çăнăх-кĕрпе – пĕтĕмпех салтаксем валли кайнă.

Вăрçă пуçлансанах çĕршывра вăрçă вăхăтĕнчи йĕрке туса хунăччĕ. «Пĕтĕмпех
фронтшăн! Пурте Çĕнтерÿшĕн!» тесе чĕнсе калани таçта та çакăнса тăратчĕ.

Эпир, ачасем, шкул çумĕнчи уйра салтаксемпе ирттерекен тактика вăййисене
сăнаттăмăр. Вĕсем, тарăн юр тăрăх чупаканскерсем, тăрăна-тăрăна каятчĕç,
аллисенчи винтовка кÿлеписемпе хăлаçланса «Ур-ра!» кăшкăрса тăшман çине атакăна
кайма вĕренетчĕç.

Винтовка кÿлеписене, граната мăклашкисене, кашăксене, чашăксене салтаксем
валли йывăçран вырăнти артельте хатĕрлетчĕç.

Хĕл каçса çăва тухсан ял-йыш салтаксене Вăрнар станцине асатнă. Кунтан вĕсен
тревогăпа тухса каймалла пулнă. Хаяр тăшман Сталинграда вирхĕнсе алла илесшĕн
пулнă.

Батальон командирĕ ăсатма пуçтарăннă чăрăш-ишексене тав тунă. Тăшмана çапса
аркатса Аслă Çĕнтерÿ пулассине шантарнă. Шел, салтаксен тусанлă Вăрнар çулĕпе
стройпа çуранах каймалла пулнă.

Чылай çул каялла манăн тăван шкулта каччăсемпе хĕрсене пуçламăш çар ĕçне
вĕрентме тÿр килнĕччĕ. Вĕсем çак предмета юратрĕç, каччăсен çара каяс кăмăлĕ те
пысăкчĕ. Уроксенче яланах вăрçă паттăрĕсем, чăрăш-ишексем çинчен ăнлантараттăм.
«Салтак делянкине» тата апат пĕçернĕ вырăна кăтартнă. Пĕр хуранĕ тата Шĕнер
Ишекри колхозра вăрçă хыççăн та чылай çул упранчĕ.

Салтаксен клуб-казармине вара пĕр путсĕр çын çĕрлехи вăхăтра çунтарса кĕл
туса вĕçтерчĕ. Ун вырăнне лартнă республикипех палăрнă культура çуртне те
хĕрхенсе тăмарĕç путсĕрсем, ватрĕç, çаратрĕç, çынсем çÿрейми турĕç.

Пĕри вара ялти пухура кăçал çак культура çуртне юсама сахал мар укçа-тенкĕ
уйăрни çинчен вырăслах ăнлантарнăччĕ. Çаплах-ши;

Иван ЕГОРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика